- Чăвашла верси
- Русская версия
Асамçăсем пирĕн хушăрах
2018 çул алăкран шаккать. Уяв сĕмĕ таврана тахçанах кĕнĕ ĕнтĕ. Юртан ăсталанă кÿлепесем те чи асамлă уяв çывхарса килнине систереççĕ. Ачасем çеç мар, аслă ÿсĕмрисем те çак ĕçе хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсем тăрăшнипе Çĕнĕ çул умĕн ялсенче культура çурчĕсем те, кил умĕсем те юмах тĕнчине çаврăнаççĕ.
Çитес çул палли Йытă пулнине шута илсе чылайăшĕ çак чĕр чун кÿлепине ăсталанă. Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальти культура çуртĕнче ĕçлекенсем икĕ эрне каяллах уява хатĕрленме тытăннă. Клуб умĕнче уяв ячĕпе саламлакан «çăмламас» пысăк йытă вырăн тупнă. Çакăнтах — Хĕл Мучипе Юр пике. Çак районти Курнавăшра та кÿлепесем ăсталама кăмăллаççĕ. Ку тăрăхри çынсен юратнă йăли иккен ку. Юр çунă-çуман шкулта вĕренекенсем ятарлă фестиваль ирттереççĕ. Кăçал та вĕсем, алла киçтĕкпе тĕрлĕ сăрă, хатĕр-хĕтĕр йăтнăскерсем, культура çурчĕ умне хаваспах çитсе тăнă. Шăпăрлансем тăрăшнипе унта Хĕл Мучипе Юр пикен кÿлеписем ÿссе ларнă, йытăсем «вĕрме» тытăннă. Тинĕсре пулă «ишет», симĕс курăк тăрăх уярсем «чупаççĕ», çăмăл машина таçта васкать… Ачасен юратнă вырăнне — тăвайккине — те кăвак сăрăпа сăрланă. Шăпăрлансем çанă тавăрса ĕçлени куç кĕретех. Халĕ «Юмах хулине» пĕчĕккисем çеç мар, аслисем те кăмăлласа утаççĕ.
Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕнче пурăнакан Кульмаковсен çемйи те Çĕнĕ çула кĕтсе илме хатĕр. Вĕсем юртан танк, машина, чăрăш ăсталанă. Патăрьел районĕнчи Туçа шкулĕнче вĕренекенсем те кÿлепе тăвассине йăлана кĕртнĕ. ИЗО тата технологи учителĕ Вячеслав Свинцов ертсе пынипе вĕсем хăйсен «Юр хулине» çĕклеççĕ. <...> Кăçал раштав уйăхĕнче шкул уçăлнăранпа 176 çул тултарнине паллă тунă. Çавăнпа ачасем кÿлепесене уявччен маларах хатĕрленĕ. Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнчи ачасемпе клуб ĕçченĕсем те культура çуртне капăрлатас тесе ĕçе пуçăннă. Тăрăшни харама кайман: Юр кĕлеткепе Хĕл Мучи, Юр пике килсе ларнă унта.
Кинемейсемпе мучисем те кÿлепе ăсталанине пĕлсен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн. Вăрмар районĕнчи Тикаш ялĕнчи <...> Ленин урамĕнчи Кудровсен кил умĕ юмаха çаврăннă. Кил хуçи арăмĕ Зоя Павловна çулленех Хĕл Мучипе Юр пике кÿлеписене, тăвайкки ăсталать. Хăшĕ-пĕри унран тĕлĕнет: «Мĕн тума кирлĕ ку сана?» Ара, Зоя Павловна кăçал 81 çул тултарнă-çке-ха, çапах та лара-тăра пĕлмест. <...> Кÿлепесене вăл хăюпа, пластмасс савăтсен пăккисемпе капăрлатнă, вĕсемпе «2018 çул» тесе чăвашла çырнă. <...> Сăмах май, Зоя Павловна 18 çул ытла колхозра трактористра тăрăшнă. Хальхи йышши чаплă тракторпа ĕçлемен вăл, кабинăсăррипе, тăррисĕррипе. Урамра çумăр е юр çунă-и — ĕçе тухнă. <...>
Çак районти Кавал тăрăхĕнче те уява тăрăшса хатĕрленессине йăлана кĕртнĕ. Уйрăмах Смирновсен çемйине палăртмалла. Ялта пурăнакансем кил хуçи мăшăрĕпе арăмĕ кашни çул урама тухса юртан кÿлепе тунинчен тĕлĕнмеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем çынсен кăмăлне çĕклессишĕн тăрăшаççĕ. <...>
<...> Кăçал В.Степанов урамĕнчи тăватă çемье — Жегалинсем, Калугинсем, Игнатьевсем, Табаковсем — пĕрле пухăнса совет мультфильмĕсенчи сăнарсене юртан ăсталанă. Çĕнĕ çул кĕтсе илмешкĕн Хĕл Мучипе Юр пике çеç мар, «Приключения Буратино» мультфильмри Мальвина, Базилио кушак, тимĕр шапа, Вупкăн, капăр кĕпе тăхăннă пике, сунарçă йыттипе пĕрле килнĕ. Емеля та юлман, кăмака çинчех ларать вăл. Çак ялти Артюковсемпе Кузьминсем те маттур: вĕсен килĕ умне те тĕрлĕ кÿлепе илемлетет. <...> Тулли верси...
Комментировать