Ĕçне пурнăçламасăр укçине илмеççĕ

Çут çанталăк газĕпе тивĕçтерекен районти участок çулсерен пирĕнтен газ оборудованине тĕрĕсленĕшĕн укçа пуçтарать. Кăçал 1005 тенкĕ илчĕç. Çулталăк тăршшĕнче газовиксене йыхравламанни те пулать. Вĕсем пирĕн пата килмеççĕ, котела, счетчике тĕрĕслемеççĕ. Апла тăк пирĕнтен мĕншĕн укçа пуçтараççĕ? Ку саккунпа килĕшÿллĕ-и?

Хулари чылай хваттер уйрăммăн ăшăнать, вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăнăшăн укçа тÿлемеççĕ. Республикăри ытти районсенче унăн сумми расна. Тĕслĕхрен, Шупашкар районĕнче — 900 тенке яхăн. Мĕншĕн суммăсем пĕр пек мар? Мĕншĕн ял çыннисен газ хатĕрĕсене тĕрĕслемесен те тÿлемелле? Пурте пĕр республикăра пурăнатпăр-çке.

Ыйтăва Газпромăн Шупашкарти предприятийĕн генеральнăй директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В.М.Семенов хуравлать:

— Газпа усă курасси, килте газ хатĕрĕсене тытса тăрасси РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Чăваш Енри абонентсем /çурт, хваттер хуçисем/ вырăнти филиалти газ участокĕпе килĕшÿ çыраççĕ. Вĕсем вара газ хатĕрĕсене пăхса тăраççĕ. Тăвай тăрăхĕнче çак ĕçе Канашри филиала пăхăнакан районти газ участокĕн ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ.

Ă ш ă т м а л л и к о т е л а х ă ç а н тĕрĕслемеллине унăн паспортĕнче палăртнă, нормативлă документсемпе килĕшÿллĕн ăна çулталăкра 1 хутран кая мар тĕрĕслемелле. Çавăн пекех абонентсем ыйтнипе ытти юсав ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ, куншăн укçа уйрăм тÿлеççĕ. Унăн хакне палăртнă, прейскуранта Федерацин тариф служби çирĕплетнĕ хушăва тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Пулăшу хакĕ мĕнле оборудованипе усă курнинчен килет. Тĕслĕхрен, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче çирĕплетнĕ прейскурант тăрăх, 4 конфоркăллă газ плитине тĕрĕсленĕшĕн — 250 тенкĕ тÿлемелле. Хутмалли котела /атмосфера горелкăллине/ пăхнăшăн — 456 тенкĕрен пуçласа 908 тенке çити. Ял-сала районти газ участокĕнчен 10-25 километр аяккарах вырнаçнă пулсан палăртнă хак çумне 1,1 коэффициент хушăнать. Вăтамран, 4 конфоркăллă газ плитине тата пысăках мар котела тĕрĕсленĕшĕн пурĕ 914 тенкĕ илеççĕ. 1,1 коэффициента хушсан 1005 тенкĕ те 40 пус тÿлемелле. Ку ĕçсен хакĕ Чăваш Республикинчи пĕтĕм ялпа хулара та пĕр пек.

Укçине ĕçе пурнăçланă хыççăн кăна илеççĕ, документ çыраççĕ. Унăн пĕр экземплярĕ абонентра юлать. Газ счетчикне тĕрĕслени ку шута кĕмест. Çапах та техника тĕрĕслевне ирттернĕ чухне филиал ĕçченĕсем счетчик мĕн чухлĕ çавăрттарнине пăхаççĕ, ăна газ паракан патне çитереççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.