Чăвашсемпе казахсен хушшинче туслăх кĕперне хывнă

22 Фев, 2017

Философи наукисен докторĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн философи тата наука методологийĕн кафедрин профессорĕ Василий ФЕДОТОВ академик, кăçал тус-тăванĕпе тата ĕçтешĕсемпе 70 çулхи юбилейне уявлама хатĕрленет. Çавăнпа ăна «Чуна уçса калаçар» рубрика тĕпелне чĕнесси пирки чылай маларах калаçнăччĕ. Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче кун çути курнă Василий Артемьевич Федотов — 12 кĕнеке авторĕ. Мĕнлерех çынсем вĕсем — философсем? Вулакансене хăйне евĕрлĕ çак чăвашпа паллаштарас тесе ăна хваттерти кухньăна чĕнтĕм.

Философи саккунĕсем — халăх сăмахлăхĕнче

— Василий Артемьевич, философ ĕçĕ йывăр. Çак çăмăл мар лава туртма епле хăрамарăр? Маншăн философи — ишсе тухайми шурлăх...

— И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн историпе филологи факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне пире Энвер Феизов доцент философи вĕрентме пуçларĕ. Пĕр лекцире философи саккунĕсем халăх сăмахлăхĕнче уçăмлăн палăрнине пĕлтерчĕ. Çак саккунсем чăваш фольклорĕнче те палăрнине каларĕ. Доцент çак вăрттăнлăхсене тĕпчекен çынсем çуккишĕн кулянчĕ. «Сирĕнтен кам та пулин чăваш фольклорĕн ăс-хакăлне тĕпчекен тупăнсан савăнăттăм», — тесе пирĕн çине ыйтуллăн тинкерчĕ. Лекци вĕçленсен ун патне пытăм. Вăл сĕннипе наука ĕçне çырма тĕв тытрăм. «Чăваш фольклорĕнче философи саккунĕсем палăрни» ĕç Шупашкарта иртнĕ студентсен наука конференцийĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унпа Мускавра иртекен Пĕтĕм Союзри студентсен наука конференцине хутшăнма сĕнчĕç. Манăн ĕç çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕ. Энвер Феизова тата мана ЦК комсомолĕн хисеп хучĕпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.

— Чăваш фольклорĕнче философи саккунĕсем палăрнă пулсан чăвашсем — ăс-хакăл енчен çÿллĕ шайри халăх. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.