Пурнăç килĕшӳлĕхĕпе илем тĕнчи
Этем ăс-хакăлĕпе ĕмĕт-туйăмне вăй параканĕ — тăван сăмах. Халăх сăмахлăхĕ — çыннăн ĕмĕрхи ăсне, савăнăçĕпе хурлăхне ӳкерсе юлнă пуянлăх.
Ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси тата халăх культурипе паллаштарасси пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă.
Эпир кĕçĕннисене ача садĕнченех чăваш чĕлхине юратма, ăнланма, калаçу йĕркелеме пулăшатпăр. Тăван халăха хисеплеме, унпа мăнаçланма вĕрентетпĕр. Ку енĕпе халăх сăмахлăхĕ пулăшать. И.Я.Яковлев ачасем валли çырнă калавĕсенче халăх сăмахлăхĕпе усă курнă. Воспитани енĕпе ирттерекен калаçусенче çак паха енпе усă куратпăр. Мĕн авалтан юрă пысăк хисепре пулнă. «Юрă — халăх чунĕ», — тесе ахальтен каламан пуль çав.
Халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркине курса, сипетлĕхе туйса ӳсекен çамрăк ăру пархатарлă пулать.
Шупашкарти 178-мĕш ача садĕнче чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă уявсем тăтăшах иртеççĕ. Ушкăнпа пухăнса пĕр-пĕрне ĕçре пулăшас тĕллевпе «Ниме», выльăх-чĕрлĕхпе тыр-пул ăнса çитĕнме сунакан «Сурхури» хĕллехи уяв, çуркунне ака-суха ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ирттерекен «Акатуй» кĕрлеттересси пирĕн патра йăлана кĕчĕç. Вĕсене хутшăнса ачасем чăваш культурипе паллашаççĕ, йăли-йĕркипе пурăнаççĕ.
Ачасене чăннипех те интереслентерекен кĕтес — «Асанне пӳлĕмĕ». Вăл ĕлĕкхи тĕрлĕ савăт-сапапа, тĕрленĕ тумпа, кĕвĕ инструменчĕпе тата ытти япалапа пуян. Пĕчĕккисем кунта килсе çӳреççĕ, экспонатсемпе паллашаççĕ.
Чăваш çĕршывĕ çĕр-пин юрăпа, кĕвĕпе, тĕрĕпе паллă. Ачасем те вĕсемпе яланах паллашма пултараççĕ. Вĕсем ташăсенче, юрăсенче хавхаланаççĕ, хăйсен пултарулăхне, ăсталăхне кăтартаççĕ. Çавăн пекех чăваш тĕррисен илемлĕхĕпе киленеççĕ, вĕсемпе кăсăкланаççĕ, асамлăхне вулама вĕренеççĕ. Ваттисен сăмахĕсемпе, шут сăввисемпе паллашаççĕ, вăйă-кулăра усă кураççĕ. Уйрăмах «Пиçиххилле», «Çăпаталла», «Миша теп…» тата ытти шухă вăййа кăмăллаççĕ. Чăваш пуплевĕпе пултарулăхне вара «Керменкке», «Кăмпа айĕнче», «Пукане», «Йăва» юмахсенче вылянă чух пĕрре мар кăтартрĕç.
Республика, хула шайĕнче иртекен тĕрлĕ пултарулăх конкурсне те хаваспах хутшăнатпăр. Пирĕн ушкăн ачисем республика шайĕнче иртнĕ чăваш чĕлхин олимпиадинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пĕрре çеç мар йышăнчĕç.
Манăн кăна мар, садикри мĕнпур ĕçченсен те пирĕн ачасем чăвашла калаçма вĕренес туртăмлишĕн, тăван чĕлхене юратнишĕн, халăх йăли-йĕркипе интересленнишĕн чун-чĕре савăнать. Ачасен ашшĕ-амăшĕ те пепкисем чăвашла калаçма ăнтăлнишĕн хĕпĕртеççĕ, вĕсене хавхалантараççĕ.
Галина ОРЛОВА,
воспитатель.
Шупашкар,
178-мĕш ача сачĕ.
СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: халăх тумĕсен уявĕнче.
Комментировать