Усрав урокĕ тата çут çанталăка упрасси

Ӳсен-тăрана тата вĕçенкайăка упрас тĕллевпе шкулта эпир тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр.

Иртнĕ уйăхра эпир, пĕрремĕш «б» класс вĕренекенĕсем, «Пĕтĕм Раççейри усрав урокĕ» проекта хутшăнтăмăр. Проектăн тĕп тĕллевĕ вара пирĕн çĕршыври заповедниксен, наци паркĕсен тата патшалăх сыхлакан çут çанталăкăн ытти кĕтесĕсен 100 çулхи пуянлăхĕпе вĕренекенсене тĕплĕнрех паллаштарасси пулчĕ.

Урока çивĕч те кăткăс лару-тăруллă йĕркелерĕмĕр. Ачасене тĕрлĕ ыйту татса пама тата шыравлă ĕçлеме явăçтартăмăр. Çапла майпа вĕрентекен-вĕренекен-вĕрентекен ĕçлĕ çыхăну пулчĕ. Ачасем учительпе пĕрле урока хутшăнса Чăваш Енре хĕл каçакан вĕçенкайăксене проектор пулăшнипе курчĕç, вĕсен ячĕсене пĕлчĕç. Кашнине альбом хучĕ çине ӳкерчĕç, стена хаçачĕ кăларчĕç.

Экологи викторинине вара вăйă мелĕпе ирттертĕмĕр. Ачасем кăмăлласах ăмăртура пуçарулăх кăтартрĕç. Унсăр пуçне хамăр тăрăхри ӳсен-тăрансен, чĕрчунсен тĕнчипе те çывăх паллашрăмăр. Вĕсене упраса хăварас тесен мĕнле ĕçсем тумалли пирки те калаçу пулчĕ.

Усрав урокĕ ачасен экологи пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан ĕçĕн тĕп формисенчен пĕри пулчĕ. Çут çанталăк илемĕпе пуянлăхне хамăр тата пирĕн хыççăн пурăнакансем валли сыхласа хăварас тесен ăна кашни çыннăн упрамалла текен тĕп шухăша çирĕплетрĕмĕр.

Татьяна АРХИПОВА,

кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Çĕнĕ Шупашкар,

3-мĕш шкул.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: тĕрлĕ ĕç хатĕрлерĕç ачасем.

 

Татьяна АРХИПОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.