Адюковсем - Елчĕк ен илемĕ

22 Нарăс, 2017

Юльăпа Маша Адюковăсем ашшĕне Александр Алексеевича çывхарса килекен уяв, Тăван çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ ячĕпе чĕререн саламлаççĕ.

— Атте... Пире ун çумĕнче ытла та ырă, ăшă. Пĕчĕк чухне йăтса çӳретчĕ те, сăпкари пек лайăхчĕ. Паян та унчченхиллех кăмăллă вăл. «Кама хывнă эсир, пултаруллăскерсем?» — тесе ыйтакана: «Аттене пăхнă эпир!» — хуравлатпăр хавхалануллăн. Вăл Патреккел шкулĕнче физкультура вĕрентет, ăна кура чылай ача спортпа туслашрĕ. Нумай пулмасть унăн вĕренекенĕсем хоккейла выляса Чăваш Ен Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илчĕç, — теççĕ аппăшĕпе йăмăкĕ юратнă çынни пирки.

Пушă вăхă-ă-ăт, Çук манăн вăл!

Адюковсен вăталăх хĕрĕ, вуннăмĕш класра вĕренекен Юля ашшĕ-амăшĕ çулĕпе каяс тĕллевлĕ мар. Унăн ĕмĕчĕ — журналист пуласси. Ку шухăша нихăçан та пăрахăçламĕ вăл.

— Калăп та, чĕлхене салтăп та — ыр сĕнĕве урăхла йышăнасран хăратăп. Çук, çук, телей кăна сунатăп сана, хĕрĕм. Чăн-чăн пысăк телей! Итлесем, журналист ĕçĕ çăмăл мар, ялан çул çинче вăл. Пĕр канăç та çук. Тен, урăх професси суйлатăн? — терĕ пĕррехинче ашшĕ ăна.

— Атте, лартнă урана каялла илместĕпех. Ан та ӳкĕтле. Хама урăх ĕçре тĕтреллĕ куратăп. Çынпа курса калаçасси, вĕсем пирки материал хатĕрлесси — маншăн чун уççи, тĕп тĕллевсенчен пĕри. Атте, çак таранччен сана итленĕ. Анчах ку хутĕнче, каçар та, чун ыйтнине хирĕçле каяймастăп. Кашни çыннăн хăйĕн телей çăлтăрĕ пур теççĕ. Вĕсем, чăн та, нумай. Пурне тивĕçмелĕх те, ытлашши юлмалăх та. Манăн вара çĕрле те, кăнтăрла та ан сӳнтĕрччĕ, — тавăрчĕ вăл самантрах.

Çук, çук, Юльăна ĕнтĕ текех никам та урăх професси суйлама ӳкĕте кĕртеймĕ. Паянхи кун вăл, авă, кĕçнерникунсерен, уроксем вĕçленсен, Шупашкара васкать. Чăваш наци радиовĕнче «Тус-юлташ саламĕ» передача ертсе пырать. Тӳрĕ эфира республикăри тĕрлĕ район çамрăкĕсем шăнкăравлаççĕ, пĕлĕшĕсене чун-чĕререн саламлаççĕ. Ытти кунсенче вара район шайĕнче иртекен мероприятисенче пулать, радио валли чĕрĕ материал хатĕрлет. Ачасем ăна палласа та çитнĕ, пĕр-пĕр уявра, ăмăртура вĕсем Юля патне пырса: «Атя, манран интервью илсем. Хамăн пултарулăхăмпа ыттисене паллаштарам», — теççĕ. Республика шайĕнче иртекен çарпа спорт вăййисене «Зарницăпа» «Орленока» çитсе ятарлă материалсем те хатĕрлерĕ, «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртура вара тӳрĕ эфира тухса халăха тупăшу епле иртнине çийĕнчех хыпарларĕ.

— Эх, мĕн тери юрататăп-çке эпĕ журналистикăна! Çак çул çине кăларакана, аннене, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Любовь Германовнăна, тем пысăкăш тав тăватăп. Темиçе çул каялла вăл пире класпа Шупашкара экскурсие илсе кайрĕ. Чи малтанах «Тантăш» хаçат редакцине ертсе кайрĕ. Журналистсем пире хаваспах кĕтсе илчĕç. Кун хыççăн канăçлăха йăлтах çухатрăм. Материалсем çырма тытăнтăм. Хамăн ĕçсене хаçатра курма тытăнсан пушшех çунатлантăм. Пултарулăхăма тивĕçлипех хак-ларĕç. 2014 çулта «Тантăш» хаçат лауреачĕн ятне пачĕç. Маншăн çакă калама çук пысăк савăнăç пулчĕ. Тепрехинче радиона çитрĕмĕр. Кунти ĕçченсем мана: «Эсĕ пире питĕ килĕшрĕн. Чим, сассуна тĕрĕслер-ха», — терĕç. Текст вулаттарчĕç. Ун чухне çухалса та каймарăм, такăнмарăм та. Çакăнтан пуçланчĕ те радиора ĕçлесси. Пĕлтĕр çапла яланхиллех передача çырса лараттăм. Шăп çав самантра алăк уçăлчĕ те ĕç пӳлĕмне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев кĕрсе тăчĕ. Эпĕ кунта ĕçленине пĕлсен: «Епле хастар хĕрача. Куçĕсем çуталаççĕ, çакă ĕçе юратса пурнăçланине систерет те. Курăр, ак, тепĕр вунă çултан наци телекуравĕпе радиовĕн пуçлăхĕ пулать Юля», — терĕ кĕтмен çĕртен. Ах, нимле мар пулса кайрăм вĕт! Аптăранăн йĕри-тавра пăхкаларăм, кирлĕ мар çĕртенех çӳç-пуçа майларăм. Çакăн хыççăн кунти ĕçтешсем шӳтлесе: «Ырă кун, пулас директор», — теме тытăнчĕç ĕçе килмессерен. Мĕнле калас, шăпам çăтмах пахчине алăк уçсах, çавăтсах кĕртсе ячĕ. Пурнăçа журналистикăпа çыхăнтарнă май аннерен видео ӳкерме вĕрентĕм. Монтаж тăватăп. Нумай пулмасть Раççей шайĕнчи конкурса экологи темипе видео ярса патăмăр. Мĕн тетĕр! Пирĕн класс 3-мĕш вырăна тухрĕ, — терĕ мал ĕмĕтлĕ пике.

Пур çĕре те çитсе çĕнĕ хыпарсем пуçтаракан пике пушă вăхăтра мĕн тăвать-ши?

— Пушă вăхă-ă-ăт? Çук ман вăл. Кашни куна епле ирттермеллине эрнелĕх планласа хуратăп та çавна пăхăнса пыратăп. Уроксене те çурçĕр иртичченех пурнăçлатăп авă. Анне хĕрхенсе: «Мĕншĕн хăвна шеллеместăн? Кан, иртерех çывăрма вырт. Эс капла уроксенче те тĕлĕрсе ларатăн пуль?» — текелет. Эпĕ йăл кулатăп та: «Анне, эпир ахаль те çур ĕмĕре çывăрса ирттеретпĕр. Манăн вара пурнăçа урăхларах курас килет», — тетĕп, — сăмах хушать вăл.

Хастар хĕр сăвă вулассинче те сатур. Пĕлтĕр майăн 9-мĕшĕнче палăк умĕнче чуна витермелле сăвă вуларĕ. Кураканăн куçĕсем шывланнине кура хăйĕн те пырта тем капланчĕ.

— Ах, Юля, макăртса вĕлеретĕн вĕт пире, — терĕç кайран уяв вĕçленсен пĕри те тепри.

Ашшĕпе амăшĕ пекех спорта юратать пулас журналист. Хĕлле йĕлтĕрпе уй-хире васкать, çулла та вăй-халне çирĕп-летме чупма тухать.

Тĕпчев ĕçĕ те Дуся çинчен

Виççĕмĕш класра вĕренекен Маша та ӳссен кам пулассине палăртса хунă. Йытă-кушак юратаканскер ветеринар профессине алла илесшĕн. Пĕррехинче, аслисем килте çук чухне, сăнчăрти йытта пӳрте çавăтса кĕчĕ те компьютер умне лартрĕ. Ăна урăх йышши йытăсен ӳкерчĕкĕсене кăтартма тытăнчĕ.

— Кашни çыннăн «хутшăнура» тус-юлташ пур, санăн мĕншĕн пулмалла мар-ха? Кун пек кашни кун сăнчăрта ларсан, паллах, нимĕн те курмастăн, пĕлместĕн, — терĕ тусне ачашланă май.

Тепрехинче, ашшĕпе амăшне туйран пĕрисем кушак çури парса ярсан, канăçне йăлтах çухатрĕ. Юмахри пек, талăкпа мар, сехетпе ӳсрĕ Дуся. Пĕчĕкскертен пысăк кушак пулса тăнине сиссе те юлаймарĕ. Кĕçех ултă çура та çăвăрларĕ. Вĕсене амăшĕ кайса пăрахас тĕллевлине пĕлсен, кулянса ӳкрĕ. Çапах иккĕшне хăварттарчĕ. Çитĕнсе пычĕç кунсерен.

— Юля, эсĕ радиора ĕçлетĕн вĕт-ха, çавăнта пĕлтерӳ параймăн-ши? Хăвăртрах кушак çурисем валли хуçасем тупасчĕ. Тулĕк çыннисем ырă та шанчăклă пулччăр. Пĕчĕкскерсене начар пăхакансене парас килмест. Укçасăрах илсе кайччăр, — терĕ хайхискер аппăшĕ çумне сухăр пек çыпçăнса.

Эх, Дусьăна мĕн тери юратать вăл! Лавккана кайсан ăна-кăна туянать, кушакки валли те çимелли илет. Мăр-мăр ăна кашни кун шкула ăсатса ярать, унтан таврăнасса кĕтсе чӳрече сакки çине хăпарса ларать вара. Мунчара та чăпăл тăвать Маша тусне. Интернетри хутшăнура та Дуся пирки тусĕсене хыпарласа тăрать. Вăл çав тери ачаш пулнине, кунне миçе шăши тытни пирки, мĕн çиме юратнине пĕлтерет.

Пĕлтĕр аслисем Сургута хăнана каясси пирки хыпарласан савăнчĕ Маша. Унтан сасартăках салхуланчĕ.

— Анне, анне, Дусьăн çăвăрлама вăхăт çитнĕ. Ăна пĕччен хăварма шикленетĕп, — терĕ вăл.

Çапах çула тухрĕç вĕсем. Çул çинче хĕрача вĕçĕмсĕр Дуся пирки калаçрĕ.

— Ах, чун вырăнта мар. Йывăр вăхăт-ра мĕнле пăрахса хăварма пултартăм-ха эпĕ ăна? Тем пулсан унпа, хама каçармастăп...

Тăванĕсене çитсен, инкĕшĕ ăна:

— Ну, Маша, экскурсие ăçта кайса килĕпĕр? — тесе кăсăкланчĕ.

— Ветеринари клиникине çитсе паллашасси — манăн тĕп тĕллевсенчен пĕри, — хăпартланчĕ вăл.

Эх, мĕн тери хавхаланса килчĕ Маша унтан! Ветеринар пулас ĕмĕчĕ пушшех çирĕпленчĕ.

Пĕр эрне пулчĕç вĕсем хăнара. Çав вăхăтра ниепле те лăпкăн пурăнаймарĕ хĕрача. Ăшă куçлă Дуся çине-çине куçĕ умне тухрĕ. «Тусăм хăйне валли вырăн тупаймасăр унталла-кунталла уткаласа çӳрет пуль. Ывăнсан вырăн çине хăпарчĕ ахăртнех. Кĕçех çурма хупă куçĕсемпе тĕлĕрчĕ пуль», — тесе шухăшларĕ. Тăван тăрăха таврăнсан, пӳрт алăкне уçса ярсанах хирĕç Дуся сирпĕнсе тухрĕ. Тунсăхланăскер тӳрех вĕсен пысăк сумки çине хăпарса ларчĕ. Унтан тем канăçсăрланчĕ. Сумка ăшне кĕрет, тухать... Куçран шăтарасла пăхать. Çăвăрлама вăхăт çитнине ăнланчĕ те Маша ăна пулăшма та тытăнчĕ. Çапла Дуся куç умĕнчех çурасем парнелерĕ.

Паянхи кун Маша район шайĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнма хатĕрленет. Тĕпчев ĕçне те Дуся пиркиех çырать...

Апат пĕçересси те уншăн чун иленĕçĕ. Уйрăмах икерчĕ янтăлама кăмăллать. Анчах газ чĕртме пымасть.

— Пĕчĕккисен унта пыма юрамасть. Тем пуласси пур çав. Эх, хăçан пысăкланăп-ши? Хам тĕллĕнех газпа ĕçлеме тытăнăп, — тет вăл.

Вĕренӳре «5» паллăсемпе çеç вĕренсе пыраканскер бассейна, ӳнер шкулне юрлама çӳрет. Пушă вăхăтра йĕлтĕрпе уй тăрăх çут çанталăк илемĕпе киленме васкать. Унсăр пуçне ашшĕпе спорт кăларăмĕсене пăхма кăмăллать. Акă Раççей биатлонисчĕсем тĕнче чемпионĕсем пулса тăни ăна мĕн тери хавхалантарчĕ. Ăмăртăва сенкер экран умĕнче пăхса ларчĕ. Спортсменсене хавхалантарас тесе пичĕ çине Раççей ялавне ӳкерчĕ.

— Анто-о-он, Анто-о-он Шипулин! Шипулин, эсĕ вăйлă, эсĕ маттур! Хăвăртрах, хăвăртрах! Франци спортсменне, Мартен Фуркада хăвăнтан ан ирттер! — тесе хыттăн кăшкăрчĕ.

Антон финиша пĕрремĕш çитсен Маша савăннипе ашшĕне, унтан амăшне ыталаса илчĕ.

— Ур-ра! Пирĕн биатлонистсем чи маттуррисем! — терĕ ниçта кайса кĕрейми тĕпĕртетсе.

Кану кунĕ — уй-хирте, палаткăра

Юльăпа Маша вĕренӳре, спортра çеç мар, килти ĕçсенче те маттур. Вĕсем çулласерен пахчаçимĕç çитĕнтерес ĕçре тăрăшаççĕ. Хăйсене уйăрса панă лаптăк-ри çимĕçсене вăхăтра çумласа, сайратса, кăпкалатса тăраççĕ.

— Кишĕр, сухан, хĕрлĕ кăшман йăранĕсене урăхла — укçа йăранĕсем тесе калатпăр. Ара, вĕсем пире тупăш параççĕ-çке. Çитес вăхăтра теплицăна сухан лартăпăр. Мăнкуна эпир кашни çул симĕс сухан çинĕ, кăçал та çаплах пуласса шанатпăр, — теççĕ пĕртăвансем.

Çапла... Александр Алексеевичпа Любовь Германовна Адюковсен пултаруллă ачисем пур çĕрте те хастар. Аслă хĕрĕ Катя Шупашкарта ĕçлет, вăл та эрне вĕçĕнче тăван тăрăха васкать. Туслă çемье вара уявсенче, канмалли кунсенче йĕлтĕр çине тăрать. Тĕрлĕ эстафета ирттерет, шашлăк пĕçерсе савăнаççĕ. Çулла та çулçӳреврех. Палаткăсем илсе çĕр выртмаллах каяççĕ ăçта та пулин...

— Çĕрле кăвайт умĕнче ларма юрататпăр. Çулăм çине шăппăн тинкеретĕн те шухăша каятăн. Пĕтĕм тĕттĕмлĕхе сирес пек, йăл та ял çиçсе явăнать вăл, таврара вут ĕмĕлкисем ташлаççĕ. Шухăш хыççăн шухăш черетленсе иртет çапла, — теççĕ Адюковсем.

Шухăш-ĕмĕчĕ вара çамрăк Адюковсен çутă та çирĕп. Пĕри журналист, тепри ветеринар пуласшăн.

Элиза ВАЛАНС.

Елчĕк районĕ,

Аслă Елчĕк.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.