Ӳссен эсĕ кам пулатăн?
Пултаруллă, маттур ачасем республикăри пур шкулта та пур. Эпир çитсе курнă Йÿçкасси шкулĕнчи вĕренекенсем пире уйрăмах тĕлĕнтерчĕç. Вĕренÿри çитĕнÿпе кăна мар, тĕрлĕ ĕçре палăрнипе те. Виççĕмĕш класри ачасем вара хăвăртрах çитĕнсе Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулас тĕллевĕпе хăпартланаççĕ.
Тухтăр та, повар та
Кира Кузьмина вырсарни кун тĕпел кукринче кăштăртатрĕ. Паян та аслисене тутлă яшка пĕçерсе çитерес ĕмĕтлĕ-ха вăл. Çав вăхăтрах купăстаран салат янтăларĕ тата хăпартлансах çăмарта ăшаларĕ.
— Ялта хăв ÿркенмесен йăлтах пулать: çĕрулми, купăста, кишĕр, сухан, помидор-хăяр... Çак çимĕçсене хĕлĕпех çисе савăнатпăр. Акă кĕçех, çанталăк ăшăтсан, чăх йăвисенчен пĕчĕк витресемпе çăмарта кашни кун тенĕ пек пуçтармалла пулать, — тесе хăйпе хăй калаçрĕ.
Апат-çимĕç янтăлама юратнăранах повар пулас тĕллевлĕ вăл. Анчах хăш чухне професси пиркиех шухăша путать. «Тухтăр пулас ĕмĕт те канăç памасть-ха. Повар профессийĕ те илĕртет. Унта та, кунта та ĕçлес килет. Чим, шкултан ăнăçлă вĕренсе тухам-ха, кайран куç курĕ унта», — тет ĕмĕт сăпкинче ярăннă май.
Кира килте çеç мар, шкулта та хас-тар. Вĕренÿ отличници пулнă май пĕтĕм ăмăртăва хутшăнма васкать. Унсăр пуçне юрлать, ташлать, куракана хăй пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Пушă вăхăтра алла кăранташ тытса ÿкерет те ÿкерет... Пурин кăмăлне çĕклентерекен ÿкерчĕк хатĕрлеме тăрăшать.
Оксана Терехина та Кира пекех пултаруллăскер. Пур предметпа та «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать. Пулăшу ыйтакан тусĕсенчен нихăçан та пăрăнмасть. Сĕнÿ-канашпа пулăшать, хавхалантарма та пĕлет.
— Ÿссен эсĕ кам пулатăн? — тесе ыйтакансем валли вăл самантрах хурав тупать.
— Тухтăр профессине питĕ килĕштеретĕп. Çавăнпа хамăн пысăк ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе тăрăшатăп. Уроксенче яланах «5» паллăсем илетĕп. Килте, тĕпел кукринче тăрăшнă чухне, повар та пулас килнĕ пек тата. Ара, эпĕ хатĕрленĕ апат-çимĕçе пурте юратса çиеççĕ-çке! Куншăн мана мухтаççĕ. Тата çакна та пĕлетĕп, уйра пĕçернĕ апат килтинчен те тутлăрах пулать. Мĕншĕнне те калама пултаратăп. Çут çанталăк кирек кама та ырăлăх парнелет. Пусăрăнчăк кăмăллисен чунне те вăл самантрах уçса ярать. Тунмастăп, хама та çут çанталăк куллен хăй патне кăчăк туртать. Унăн таса сывлăшĕ, шăнкăр-шăнкăр шыв юххийĕ, кайăксен ытарайми чĕвĕлтетĕвĕ, вăрман хумханса кашлани... маншăн хăйне евĕр илем çеç мар, кану та. Ирĕк пулсан-и, эпĕ кунĕпех улăх-çаранра çÿренĕ пулăттăм, — тет йăл кулса Оксана.
Физкультура урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтекен, юрă-ташăра пултарулăхĕпе палăракан, тĕлĕнмелле хитре ÿкерекен Оля Антонова спортсмен та, сцена ăсти те, художник та пулас ĕмĕтлĕ мар. Вăл юлташĕсем пекех çынна сыватакан пуласшăн.
— Пĕчĕк чухне пуканесемпе тухтăрла выляттăм. Вĕсене «чир-чĕртен» сыватас тесе хамах «эмелсем» хатĕрлеттĕм, «уколсем» тăваттăм. Ĕнтĕ тухтăр пулас туртăм манра кунсерен вăйланса пычĕ. Çав шухăш çиппине малашнехи пурнăçра та сапаланса кайма ирĕк памастăпах, — çирĕплетет пĕчĕкскер хавхалануллăн.
Уявсенче сцена çинче вăл. Юрлать, ташлать, пултарулăхĕпе куракана савăнтарать.
— Юрă вăл, мĕн тери вăйлă та хăватлăскер. Ăна нимпе те танлаштараймăн. Юрă итленĕ май эпĕ шухăшпа таçта-таçта çитсе куратăп. Хама ытла ырă туятăп. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Юрлас, ташлас килет. Çук, юрă мана çеç мар, чĕрчунсене те, ÿсен-тăрана та хăват парать. Çакна эпĕ ĕненетĕп, чунтан-чĕререн.
Яланах çĕннине пĕлме ăнтăлакан, чĕрчунсене юратакан Даша Ефимова ветеринар пулĕ.
— Аквариумри виçĕ пулă та маншăн питĕ çывăх туссем пекех. Чĕрçи çинче мăрлатса ларакан кушак та аквариумра ишекенскерсене кăмăллăн пăхкаласа ларать тепĕр чухне. Çук, ку таранччен вĕсене тытас тесе Пĕçук тяпписене шыва чикмен-ха. Картишĕнчи йытă та çывăх юлташ. Вăл мана шкултан таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет. Эх, ачалла хĕпĕртет вара эпĕ кил картине кĕрсен. Савăнăçлăн унталла-кунталла чупкалать, хăпартланса вĕрет. Картара симĕс утă кавлесе тăракан ĕнене те ачашлатăп. Вăл — çемье тыткăчи-çке-ха. Унăн сĕтне пурте юрататпăр: кушакки, йытти... Чăх-чĕпе савăта ярса пар-ха ăшă сĕт, пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупаççĕ чашăк патне. Мĕн ĕлĕкрен ял çынни ĕне усранă, паян та картиш унпа илемлĕ, — тет вăл.
Хĕрача ÿкерчĕксем тума юратать. Ытларах чĕрчунсем илĕртеççĕ ăна. Выльăх патне çÿрекеан ветеринара та тăтăш сăнлать. Ĕçĕсем çине пăхса ларнă май малашнехи пурнăçра хăйне курать... Акă вăл, аслă пĕлÿллĕскер, чирлĕ чĕрчуна сыватма васкать. Утнă çĕрте утать, чупнă çĕрте чупать... Çак ÿкерчĕк ăна пĕçертсе илнĕнех туйăнчĕ. Унăн ăшĕнче ăнланмалла мар туйăм пулса иртрĕ, пит çăмартийĕсем тĕлкĕшсе çунма тытăнчĕç. Унăн йăлтăртатса тăракан куçĕсем тин çеç ÿкернĕ хутсем тăрăх тепĕр хут чупрĕç. Чăнах, ÿкерчĕкĕ тата та кăмăллă пулма, хĕвел ăшши пек вăй парса тăрасса шанчĕ вăл.
Пурнăçра чи пахи — çын ĕçне хаклани
«Ах, çын япалине çĕмĕрекене мĕн тери юратмастăп. Малтан ишме тытăниччен тĕплĕ шухăшла-ха, хăв çакнашкал ĕç тума пултарăн-ши? Çынна усал тăвиччен хăв ырă кăмăллă пулнине кăтартмалла-çке», — тет пур çĕрте те пултарулăхĕпе палăракан Максим Башкиров.
Иртнĕ çулла, пĕр кунхине, Кирилл юлташĕпе тĕл пулсан футболла выляс е пулла каяс пирки пачах калаçман, сăмах çăмхине пачах урăхла сÿтме тытăннă.
— Кирилл, хĕлле юр чавса штаб тăватпăр-çке эпир. Унта кĕрсе тухатпăр, тавралла чупатпăр, вылятпăр. Юрпа перкелешме мĕн тери юрататпăр тата! Чим, çуллахи кун мĕншĕн штаб тăвас мар? Вăхăта сая яриччен ĕçе тытăнмаллах, — тенĕ Максим тавралла савăнса тинкернĕ май.
Тусĕ тĕлĕннĕскер пĕр самант шăпăрт тăнă, унтан кулса янă.
— Хĕвел хĕртсе пăхнă кун, таврара симĕс курăк ешернĕ вăхăтра ăçтан юр тупас тетĕн, Максим? Кун пек каласа ан тĕлĕнтер-ха мана. Пĕлĕте хăпарса çÿлтен аялалла кĕреçепе юр ывăтас тетĕн-им? — тенĕ çаплипех пуçне сулкаласа.
— Мĕншĕн хĕллене кĕтмелле? Кĕреçепе кăна мар, пăтапа, мăлатукпа та ĕçлеме пĕлетпĕр-çке. Кирек епле ĕç те, тутлă яшка çинĕ пекех кăмăла уçать, вăй-хал хушать, шухăш-туйăма çирĕп-летет. Атя, хăмасенчен çапса штаб тăватпăр. Эпир ыттисенчен мĕнрен кая? Иккĕн иккĕнех, ĕçлеме те кăмăллăрах пулĕ, — хăпартланнă çаплипех Максим.
— Чăнах! Тĕрĕс калатăн эсĕ! Санпа ĕçлеме килĕшетĕп, — тенĕ Кирилл савăнсах.
Иккĕшĕ хăйсене килĕшмелле штаб туса лартнă. Питĕ савăннă вĕсем. Кашни кун пынă вĕсем хăйсен «çуртне».
— Темĕнле вăй çакăнталлах туртать çав, — хăпартланнă Кирилл.
— Куçăмсене çыхса ярсан та урасем çак вырăнах илсе çитерессине пĕлетĕп, — хавхаланнă Максим.
Вĕсен савăнăçĕ нумая пыман. Такамсем штаба сĕмсĕрле ишсе хăварни туссене чунтан кулянтарнă.
— Пурнăçра чи пахи — çын ĕçне хаклани. Кирлĕ пулсан вĕрентни, пулăшни. Анчах кунта пачах урăхла пулăм, — çапла чунне хытарса калаçнă вĕсем.
...Паян та çутă ĕмĕтпех пурăнать Максим. Кăçал та çулла тусĕпе штаб тăвасшăн. Хăмаранах, анчах урăхларах. Проектне те хатĕрлесе хунă-ха вăл.
— Унашкал япаласемпе аппаланма юрататăп та, ÿссен строитель пулăп. Ан тив, эпĕ хăпартнă çуртра çынсем савăнса пурăнччăр, мана тав сăмахĕ калаччăр, — тет кăмăллăн Максим.
Хутран тем те пĕр ăсталама юратакан Никита Иванова инженер пулас ĕмĕт канăç памасть.
— Ах, хăçан ÿсĕп-ши? Алла юратнă професси илсе ĕçе пуçăнас килет, — çирĕплетет вăл.
Виктория йăмăкне, Костьăпа Ян шăллĕсене чунтан юратать. Шкултан таврăнсан хаваспах вĕсемпе вăхăт ирттерет.
— Пирĕн кĕçех çемьене тепĕр йăмăк е шăллăм килĕ. Хĕрача пулсан — Эвелина, арçын ача тăк — Богдан ятлă пулĕ. Эпир ăна халĕ чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, — тет Никита хавассăн.
Вĕренÿре «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыракан Никита Иванов математикăна чунтан кăмăллать. Задача-уравнени хуравне чи хăвăрт шутласа тупаканĕ вăл класра. Ку предметпа ăна çитекен çук.
— Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулас тесе тăрăшатăп эпĕ. Çавăнпа класс ертÿçин кашни сăмахне ăша хыватăп. Аттепе анне çунатти айĕнче чухне вĕсене хаваспах пулăшатăп. Пĕрле касăва тухатпăр, апат-çимĕç хатĕрлетпĕр, пахчара тăрмашатпăр. Тепĕр чухне аннене ĕне те суса пулăшатăп. Ара, çемьере асли-çке эпĕ, çавăнпа мана нимĕнле ĕç те хăратмасть. Кĕçĕннисене пăхма ÿркенместĕп, — хăпартланать вăл.
Урăх хуларан куçса килнĕ Артем Арбузов пĕрремĕш класра чăвашла ăнланман пулсан, паян йăх-несĕлсен чĕлхипе пуплет.
— Велосипедпа çÿреме кăмăллатăп, тен, кайран спорт çулне суйлăп-и-ха? Кам хăюллă, йывăрлăхран хăрамасть — çав ĕмĕтне пурнăçа кĕртетех. Хуларипе танлаштарсан, мана ялта килĕшет. Улăх-çаран тăрăх, уй-уй урлă уçă сывлăшра велосипедпа таçта та çитме пулать. Пулла та тимĕр «урхамахпа» çÿретĕп, — тет арçын ача.
Павлик Алексеев та Артем пекех спортсмен пулĕ. Футболла выляссипе те, çăмăл атлетикăра та, йĕлтĕрпе чупассипе те ăста. Çав вăхăтрах вĕренÿре те маттур. Кашни ĕçе пĕлсе, тирпейлĕн пурнăçлать. Педагог сăмахĕсене хăвăрт ăша хывать, пĕрле вĕренекенсене вара кирек хăçан та пулăшма тăрăшать.
— Хам пĕлекен япалана мĕншĕн ыттисемпе пайламалла мар? Çакă мана нимĕнле йывăрлăха та кĕртсе ÿкермест-çке. Пурнăçра тус-юлташа пулăшнинчен ырри нимĕн те çук. Кун пирки пурте пĕлетпĕр вĕт, — тет вăл.
Луиза ВАСИЛЬЕВА.
Муркаш районĕ,
Йÿçкасси.
Комментари хушас