Архив - Ноя 2016 - Хыпар

ноябрь 10th

10 Ноя, 2016

Тăван кĕтес вăй-хăват парать

Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулĕнчи ачасем пур çĕрте те хастар. Уйрăмах спорта кăмăллаççĕ пултаруллăскерсем. Çулсерен иртекен тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса малтисен ретĕнче пулаççĕ, шкул чысне çӳлте тытаççĕ.

10 Ноя, 2016

Пахча çимĕçрен — юмахри сăнарсем

Çуллахи çеç мар, кĕрхи каникул та кашни ачашăн паха. Ара, ун чухне вăл хăй «тĕнчинче» пурăнать-çке. Тăраниччен çывăрма, килтисене пулăшма, хĕлле тăвайккинчен йĕлтĕрпе е çунашкапа ярăнма пултарать! Е тата çут çанталăкăн илемне шурă хут çине тăрăшса куçарать, е кăмăллакан кĕнекине алла илет те унти сăнарсемпе таçта та çитет...

10 Ноя, 2016

Литература чунра ырёлёх вёратать

Тĕнчере тĕрлĕрен халăх пурăнать. Шел пулин те, вĕсен хушшинче хăш чухне ăнланманлăх, хирĕçӳ сиксе тухать. Çакна чĕлхепе, тĕн ĕненĕвĕпе, йăла-йĕркепе тата тем те пĕр тупса сăлтавлама пăхаççĕ. Анчах та лайăх литература, ырă чунлă амăшĕ пек, хирĕçекен «ачисене» мирлештерет, пĕр-пĕрне хак-лама, çынлăха мала хума вĕрентет, туслăх кĕперĕ хывать.

10 Ноя, 2016

Кĕнекепе туслашсан çĕнтеретĕнех

«Кĕнекене юратăр: вăл пурнăçа çăмăллатать, арпашăннă шухăшсене, туйăмсене, пулăмсене çывăх тус евĕр йĕркелеме пулăшать, ыттисене тата хамăра хисеплеме вĕрентет, ăс-тăнра та, чун-чĕрере те тĕнчене тата çынсене килĕштерме хистекен туйăм çуратать», — тенĕ Максим Горький çыравçă.

10 Ноя, 2016

Ӳркенмен Ефимовсем

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе "Тантăш" хаçат редакцийĕ ирттерекен "Рабочи профессийĕ ялан хисепре!" конкурс вĕçленсе пырать. Паян тата çĕнĕ ĕçсемпе паллашар-ха. Сăнӳкерчĕксене колледжра вĕренекенсем хатĕрленĕ.

ноябрь 9th

9 Ноя, 2016

"Сывлăх", 44 /911/ №, 9.11.2016

МЕДИЦИНА ĂСЛĂЛĂХĔСЕН КАНДИДАЧĔ Наталия Драгунова Шупашкарти президент перинаталь центрĕнче ĕçлет

СИПЛĔ ЧАПĂР КУРĂКĔ Çак ӳсен-тăранпа мĕнле чирсенчен сывалма пулать-ха?

ТЕМСКЕР ÇИТМЕН ПЕК ТУЙĂНАТЬ Пĕр-пĕр çимĕçе, апата тăтăшах çиес килни организма мĕн те пулин çитменни пирки асăрхаттарать.

СИЕНЛĔ ХĂНĂХУСЕМ Сиенлĕ хăш-пĕр йăларан хăтăлсан мимика пĕркеленчĕкĕсем ытла ир йĕркеленесрен хӳтĕленме пулать.

ХĂВАТА ӲСТЕРМЕ Ар хăватне ÿстерме арçынсене çак меслетсемпе усă курни витĕмлĕ пулăшма пултарать.

9 Ноя, 2016

Медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ

Медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр Наталия Драгунова Шупашкарти президент перинаталь центрĕнче ĕçлет. Вăл — уйрăм заведующийĕ, ача кĕтекен хĕрарăмсене витĕмлĕ пулăшу парас тĕлĕшпе нумай тăрăшать.

9 Ноя, 2016

СИПЛĔ ЧАПĂР КУРĂКĔ

Чапăр курăкĕн /чабрец, тимьян/ сиплĕ енĕсене ăслăлăх тĕпчевĕсем те çирĕплетеççĕ. Çак ӳсен-тăранпа мĕнле чирсенчен сывалма пулать-ха?

Бронхит

Кун тăршшĕнче 4-6 чашăк чапăр курăкĕн чейĕ ĕçмелле. Пĕр кашăк пыл хушсан сиплĕ витĕмĕ вăйланать. Сывлав органĕсен чирĕсемпе аптрасан каçхине çывăрма выртас умĕн курăк ярса вĕретнĕ шĕвек пăсĕпе сывлаççĕ. Ку лайăх çывăрса кайма та пулăшать.

9 Ноя, 2016

ТЕМСКЕР ÇИТМЕН ПЕК ТУЙĂНАТЬ

Пĕр-пĕр çимĕçе, апата тăтăшах çиес килни организма мĕн те пулин çитменни пирки асăрхаттарать.

1. Пылак çиес килет. Çак майпа пуç мими глюкоза кирлине систерет. Нервсем карăнсан, ăс-тăн вăйĕ чаксан глюкоза — энергипе чи хăвăрт тивĕçтерекен çăлкуç. Шăккалат çиме юрать, анчах вăл пысăк калориллĕ, холестерин шайне ӳстерме витĕм кӳрет. Пахча çимĕç, сĕлĕ пăтти тăтăшрах çини усăллăрах. Вĕсем нумайлăха тăрантаççĕ. Десерта типĕтнĕ улма-çырла е пылпа мăйăр çисен лайăх.

9 Ноя, 2016

СИЕНЛĔ ХĂНĂХУСЕМ

Сиенлĕ хăш-пĕр йăларан хăтăлсан мимика пĕркеленчĕкĕсем ытла ир йĕркеленесрен хӳтĕленме пулать.

Тутана пăчăртамалла мар. Пит хитремарланать, тутасем хĕсĕнеççĕ, сăмса-тутан икĕ енчи хутламĕсем тарăнланаççĕ тата уçăмлăрах курăнма пуçлаççĕ.

Страницы