Кĕнекепе туслашсан çĕнтеретĕнех
«Кĕнекене юратăр: вăл пурнăçа çăмăллатать, арпашăннă шухăшсене, туйăмсене, пулăмсене çывăх тус евĕр йĕркелеме пулăшать, ыттисене тата хамăра хисеплеме вĕрентет, ăс-тăнра та, чун-чĕрере те тĕнчене тата çынсене килĕштерме хистекен туйăм çуратать», — тенĕ Максим Горький çыравçă. Кашниех пĕлет — кĕнекепе туслă çын анлă тавракурăмлă та çивĕч ăс-тăнлă, вăл шухăшне те илемлĕн уçса пама пултарать, унăн чун вĕçевĕ аталанать. Шăпах кĕнекен çывăх тусĕсем пухăнчĕç те ĕнтĕ нумай пулмасть Чăваш Республикин ача-пăчапа çамрăксен библиотекинче. Сăлтавĕ те пĕлтерĕшлĕччĕ: çак кун унта Чăваш кĕнеке издательстви ирттернĕ «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсен хушшинчи конкурс çĕнтерӳçисене чысларĕç.
Хастарсене библиотека директорĕн çумĕ Татьяна Миронова, Андрей Растворцев çыравçă, «Тантăш» хаçат тата «Самант» журнал ĕçченĕсем саламларĕç. Малашне те пултарулăха аталантарма, ăмăртусенче палăрма сунчĕç.
— Кĕнеке вăл — вăрттăнлăх. Ăна пурнăç тăршшĕпех уçăмлатма тăрăшăр, — терĕ чылай кăларăм авторĕ Андрей Растворцев.
Чыслава килнĕ Костя Иванов хăйĕн юратнă авторĕпе тĕл пулнишĕн питĕ хĕпĕртерĕ. Вăл А. Растворцевăн «Управçă Хуккапа унăн тусĕсем» кĕнеке тăрăх калав çырса мала тухнă-çке!
— Андрей Васильевичпа тĕл пулни мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ. Унăн кĕнекисене кăмăллатăп, уйрăмах çак кĕнеке питĕ килĕшрĕ. Ун тăрăх калав çырса конкурса хутшăнма шухăшларăм. Эх, манăн та кĕнекери пек пĕчĕк туссем пулсанччĕ! Вĕсемпе пĕрре те кичем пулмĕччĕ, — хăпартланса калаçрĕ çамрăк талант.
Шупашкарти 47-мĕш шкулти 5-мĕш «а» класра вĕренекенскер тĕрлĕ конкурс-викторинăна тăтăшах хутшăнса палăрать. Çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçни арçын ачашăн кăмăллă кĕтменлĕх пулнă. Ку ăна малашне те çитĕнӳсем тума хавхалантарнине пĕлтерчĕ вăл кăмăллăн.
Мала тухнисен йышĕнчи тепĕр маттур, Куславккари 3-мĕш шкул вĕренекенĕ Милана Ларионова, ăмăртăва виççĕмĕш хут хутшăннă. Унăн ĕçĕсем кашнинчех тĕрлĕрен те хăйевĕрлĕ.
— «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс килĕшет мана. Мĕншĕн тесен вăл кĕнеке нумайрах тата тимлĕрех вулама хистет, унсăр пуçне шухăшсене тĕрĕс палăртма вĕрентет, — терĕ вăл.
Республика тулашĕнчи çамрăксем те ытти çулсенчи пекех тупăшăва чылаййăн хутшăннă. Акă Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матак шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Диана Мердеева кăçал та «Ача аллипе ăсталанă кĕнеке» номинацире 1-мĕш вырăна тухнă. «Çавра уйăх çутинче» ятлă кĕнекинче — хăй çырнă сăвăсемпе калавсем. Кашни страницăна хăйне евĕрлĕ ӳкерчĕкпе илемлетнĕ Диана.
— Конкурс пирки «Тантăш» хаçатра вуласа пĕлтĕм. Тӳрех унта хутшăнас кăмăл çуралчĕ. Чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Марина Ивановна Ермолаева та ку утăма тума хавхалантарчĕ. Çĕнтерӳшĕн питĕ хĕпĕртерĕм, малашне те тĕрлĕ тупăшăва хутшăнма хистет çакă, — каласа кăтартрĕ пултаруллăскер.
Çамрăк поэтсемпе ӳнерçĕсене Дипломпа тата парнесемпе чысларĕç. Савăнăçлă мероприятие «Фантом», «Пластилиния» ташă ушкăнĕсем, «Туслăх» ача-пăча хорĕ хаваслă юрă-ташăпа пуянлатрĕ.
Нина ЦАРЫГИНА.
Комментировать