ХĂВАТА ӲСТЕРМЕ

Ар хăватне ÿстерме арçынсене çак меслетсемпе усă курни витĕмлĕ пулăшма пултарать.

  •  Вăррисĕр типĕтнĕ 200-шер грамм инжира, хура сливăна, иçĕме, 12 аçтăрхан мăйăрĕн тĕшшине вĕтĕ вакламалла, пĕрле хутăштармалла. Холодильникре упармалла. Кашни кун 2-шер апат кашăкĕ хутăша кефирпа е турăхпа сыпса çимелле.
  •  Пĕр стакан тасатнă аçтăрхан мăйăрĕпе 2 стакан качака сĕтне пĕр кунра тĕрлĕ сăтăрккăпа усă курма виççе уйăрмалла. Мăйăра качака сĕчĕпе сыпса çимелле. Ку — кашни кунхи виçе. Сиплев курсĕ — 1 уйăх.
  •  Пĕçернĕ скумбри ар хăватне витĕмлĕ вăйлатать. Ăна час-часах çисен арçынсен ар хăвачĕ палăрмаллах ÿсет.
  •  Сельдерей те питĕ усăллă. Тымарне тасатмалла, вакламалла, пĕçермелле, çатма çинче кăшт çупа тата кăштах çăнăх, пĕр чашăк çăра какай шÿрпи хушса пăшăхламалла. Сельдерей пиçсе çитсен çăмарта саррипе мускат мăйăрĕ хушмалла. Вĕрилле çимелле.
  •  Ку тĕлĕшпе суханпа çăмарта та тахçантанпах ырă ят çĕнсе илнĕ.
  •  Кĕленче банкăра 1 стакан кишĕр сĕткенне, чĕрĕ 2 чăх çăмартине, теркăланă 2 апат кашăкĕ хĕрлĕ кăшмана, 1 апат кашăкĕ пыла, 10-шар тумлам, ыхрапа сухан сĕткенне, спирта, çĕçĕ вĕçĕпе илнĕ хĕрлĕ пăрăç порошокне хутăштармалла. Ирхи апатчен пĕр сехет маларах эликсира пĕтĕмпех ĕçсе ямалла. Сиплев курсĕ — 1 уйăх.
  •  1 стакан укроп вăррине кушак курăкĕн /валериана/ вĕтетнĕ 1 апат кашăкĕ тымарĕпе, 2 стакан пылпа хутăштармалла. Термоса хумалла, пĕтĕм калăпăш 2 литр пулмалăх тин вĕренĕ шыв хушмалла. Пĕр талăк лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.
  •  Тин вĕренĕ 1 стакан шыва 1 чей кашăкĕ армути вăрри ямалла, термоспа çĕр каçа лартмалла. Кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле. Настойка та аван. 5 апат кашăкĕ армути вăррине çур литр шурă эрехе ямалла, 3 эрне лартмалла, вăхăт-вăхăтпа силлесе илмелле. Сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.