ТЕМСКЕР ÇИТМЕН ПЕК ТУЙĂНАТЬ
Пĕр-пĕр çимĕçе, апата тăтăшах çиес килни организма мĕн те пулин çитменни пирки асăрхаттарать.
1. Пылак çиес килет. Çак майпа пуç мими глюкоза кирлине систерет. Нервсем карăнсан, ăс-тăн вăйĕ чаксан глюкоза — энергипе чи хăвăрт тивĕçтерекен çăлкуç. Шăккалат çиме юрать, анчах вăл пысăк калориллĕ, холестерин шайне ӳстерме витĕм кӳрет. Пахча çимĕç, сĕлĕ пăтти тăтăшрах çини усăллăрах. Вĕсем нумайлăха тăрантаççĕ. Десерта типĕтнĕ улма-çырла е пылпа мăйăр çисен лайăх.
2. Тăварлă çиес килет. Ку япаласен ылмашăнăвĕ хăвăртлансан, щит евĕрлĕ пар активлăхĕ ӳссен, йывăр вăй-хал ĕçĕ тусан, ача кĕтнĕ чухне пулать. Щит евĕрлĕ пара пулăшма йодпа пуян оливка е маслина çимелле. Йывăр ĕçленĕ хыççăн 1-2 касăк селедка çисен лайăх.
3. Тĕтĕмленĕ çимĕç çиес килет. Ку час-часах ытла çирĕп диетăна пăхăнакансен пулать. Анчах çуллă апат çителĕклĕ çиекенсем хăвăртрах начарланаççĕ, çавăнпа çусăр апат кăна çини усă кӳмест.
4. Пирожнăй çиес килет. Ку иммунитета çирĕплетме кирлĕ Д витамин çителĕксĕррине асăрхаттарать. Бутерброда паха çупа кăна çимелле. Çу хушса хатĕрленĕ 2-3 печенипе чей е кофе ĕçмелле.
5. Йӳçĕ çиес килет. Ку — хырăмлăх сĕткенĕн йӳçеклĕхĕ пĕчĕк пулнин е шăнса пăсăлнин палли. ОРЗ вăхăтĕнче С витамин пур улма-çырла çимелле, гастроэнтеролог патĕнче тĕрĕсленмелле.
6. Ялан çиес килет. Ку апатланура организмри ылмашăну ĕçне йĕркелекен микроэлементсем /кремни/ тата аминойӳçексем /триптофан, тирозин/ çитменни çинчен калать. Хĕрарăмсен уйăх хушши умĕн аппетит вăйланни цинк çитменнине пĕлтерет. Организма кремнипе тивĕçтерме çĕр груши, редис, мăйăр, хĕвелçаврăнăш çимелле. Триптофан сырта, иçĕмре, пĕверте, шпинатра нумай. Тирозин сарă-хĕрлĕ, симĕс, хĕрлĕ улма-çырлапа пахча çимĕçре пур. Цинкпа пĕвер, тинĕс çимĕçĕсем, тымарçимĕç, кавăнпа хĕвелçаврăнăш тĕшши, çулçăллă çимĕçсем пуян.
7. Аппетит пачах çук. Ку хырăмлăх ĕçне йĕркелесе тăракан В ушкăнри витаминсем çитменнине систерет. В1 тата В6 витаминсем мăйăрта, кавăнпа хĕвелçаврăнăш тĕшшинче, пĕверте, çăмарта сарринче пур. В2, В5, В12 витаминсемпе тунец, палтус, ĕне, чăх, кăркка какайĕ, пăрçа йышшисем пуян.
Комментировать