СИЕНЛĔ ХĂНĂХУСЕМ

9 Чÿк, 2016

Сиенлĕ хăш-пĕр йăларан хăтăлсан мимика пĕркеленчĕкĕсем ытла ир йĕркеленесрен хӳтĕленме пулать.

Тутана пăчăртамалла мар. Пит хитремарланать, тутасем хĕсĕнеççĕ, сăмса-тутан икĕ енчи хутламĕсем тарăнланаççĕ тата уçăмлăрах курăнма пуçлаççĕ.

Мĕн тумалла-ха? Сăмса-тута хутламĕсене пĕчĕклетме е вĕсенчен пачах хăтăлма питĕн çӳлти пайĕн мышцисене çирĕплетсе пит шăммисен тĕлĕнчи калăпăша ӳстерме тăрăшмалла. Ку ӳте туртăнтарма пулăшать. Тутасене пӳрнесемпе шăлсем çумне хĕстермелле те питсене ывăничченех хăмпăлантара-хăмпăлантара илмелле. Унтан çăвара сывлăшпа тултарса ăна енчен-енне 20-30 çеккунт куçармалла.

Тута хĕррисем усăнни никама та илем кӳмест. Çавна май пит кăмăлсăр, пусăрăнчăк, хитре мар курăнать. Тута кĕтсĕсенчен аялалли йĕрсем тарăнланаççĕ, питсем усăнаççĕ.

Мĕн тумалла-ха? Шăл тасатнă чухне тутасене шăл щеткипе 1 минут шаккамалла. Унтан пите асăрханса шаккаса тухмалла. Çак массаж пит ӳтне сиен кӳмест, ун патне юн пырса тăрассине лайăхлатать.

Ӳпне выртса, питпе минтере тăрăнса çывăрмалла мар. Ку питĕ сиенлĕ! Çĕрлехи ыйхă вăтамран 8 сехете тăсăлать. Асăннă меслетпе çывăрнă чухне çемçе тĕртĕмсем хĕсĕнеççĕ, юн куçасси пăсăлать. Вăхăт иртнĕ май çак вырăнсенче пĕркеленчĕксемпе хутламсем пулса каяççĕ.

Мĕн тумалла-ха? Паллах, çурăм çинче çывăрсан лайăхрах. Е, май килсен, минтер хĕрринче. Çавăн пекех çурăм çинче пĕр минтере — хуçлатнă урасем айне хурса, тепĕр минтере кăкăр çине хурса çывăрма юрать.

Час-часах куç харшисене пĕретĕр-и? Çакна пу­ла мышцăсем пĕрĕнеççĕ, пĕркеленчĕксем аталанаççĕ, куç çивĕчлĕхĕ те чакма пултарать.

Мĕн тумалла-ха? Тĕкĕр умне тăрса ывăç тупанĕсене çамка çумне куç харшисенчен çӳлерех тата тăнлавсем еннелле пусăрăнтарса хумалла. 20 таран шутланă май пӳрнесемпе çамка мышцине аялалла тата айккинелле туртăнтармалла. Çак вăхăтра куç харшисене /алăсемпе чăрмантарса/ майĕпен 20 хут çӳлелле çĕклемелле. Хăнăхтарăва профилактика тĕллевĕпе те тума юрать, мĕншĕн тесен çулсем иртсе пынă май мышца вăйсăрланать, куç хупанкисемпе сăмса кăкĕ усăнаççĕ.

Шута илме: гимнастика хыççăн пите пăр катăкĕпе сăтăрмалла, типĕ салфеткăпа шăлнă хыççăн крем сĕрмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.