Ӳркенмен Ефимовсем

10 Ноя, 2016

Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕпе "Тантăш" хаçат редакцийĕ ирттерекен "Рабочи профессийĕ ялан хисепре!" конкурс вĕçленсе пырать. Паян тата çĕнĕ ĕçсемпе паллашар-ха. Сăнӳкерчĕксене колледжра вĕренекенсем хатĕрленĕ.

Мăн Ямаш тесенех куç умне пысăк ял тухать. Элĕк районĕнчи чи аякра вырнаçнă ял Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсемпе чикĕленет. Çапах та унта кайса килме халь пĕрре те йывăр мар — кунта асфальтлă çул çатма пек тикĕс выртать. Ял çулсерен ӳссе аталанать. Çыннисем те пĕри тепринчен маттур та сатур. Шкул ачисем вĕсенчен ырă тĕслĕх илсе çитĕнеççĕ.

Эпĕ хамăрпа кӳршĕллĕ пурăнакан ĕçчен çемье çинчен каласа кăтартасшăн.

Çĕнĕ урамри Александр Петровичпа Людмила Георгиевна Ефимовсем — ялти хисеплĕ çынсем. Пушă вăхăтăн кашни самантне пĕлсе те усăллă ирттереççĕ вĕсем. Канма ларсан та пĕр-пĕр витре е тата мĕн те пулин ăсталасси йăлара. Мăшăр виçĕ ывăл çуратса ура çине тăратнă. Олег та, Эдуардпа Алексей та пурнăçăн анлă çулĕ çинче ĕнтĕ. Асли Челябинскра çарта пулнă хыççăн унтах вĕренме юлнă та çемье çавăрнă. Юрист дипломне алла илсен хăй фирма йĕркелесе унта ĕçлет. Вăталăххи автосервисра тăрăшать. Кĕçĕнни Шупашкарта сварщикра вăй хурать.

Людмила Георгиевнапа Александр Петрович та çак ялтах çуралса ӳснĕ, çемье чăмăртанă. Кил хуçи хĕрарăмĕ ялти фермăра тăрăшнă. Александр Петрович ача чухнех тĕрлĕ япала ăсталама хăнăхнă. Пахча çимĕç турттарма урапа хатĕрленĕ, ниме юрăхсăр туйăнакан тимĕр-тăмăртан кирлĕ япаласем тума вĕреннĕ. Каярахпа вĕсемпе кирлĕ çĕрте усă курнă. Мăн Вылă вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă яш Чулхула облаçĕнчи Васильсурск хулине ветеринар пулма çул тытнă. Алла диплом илсен Мускав облаçĕнче çарта пулнă.

Александр Петровичăн алли чăннипех те ылтăн. Çакна вăл ăсталанă ĕçсем те, хуралтăсем те çирĕплетеççĕ.

Урамран кил картине кĕрсенех йĕркелĕхпе тирпейлĕх авăрне çакланатăн. Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. «Пирĕн килте ют çын килсе тунă пĕр япала та çук», — палăртать Людмила Георгиевна. Ефимовсем кирпĕч стенасене хăпартма çеç ял çыннисене нимене чĕннĕ. Ыттине пĕтĕмпех Коля пиччĕшĕпе тата икĕ шăллĕпе пĕрле пурнăçланă.

Пӳрт ум пахчин карти тĕлĕнмелле хитре эрешлĕ. Кил картине кĕмелли урам алăкĕ те питĕ илемлĕ, тăррине хитрелетсе капăрлатнă. Çуртăн шалти ĕçĕсене вара пĕтĕмпех хăй тунă. Пӳлĕмри пĕр ураллă сĕтелĕ те эрешлĕ. Ăна та Александр Петрович килтех ăсталанă. Ун çывăхĕнчи тăсăлса пуçтарăнакан кĕтес диванĕ те маçтăр аллисем тунăскер. Путвалти сĕтел-пукан та тирпейлĕ. Вĕсене те эрешлесе капăрлатаканĕ — «ылтăн алăллă» кил хуçи. Шурик пичче ăсталанă çемçе пукансем хыçлă, вăрăм сакки те килĕшӳллĕ, сĕвенсе канса ларма меллĕ те килĕшӳллĕ. Тĕпелти вырăна перекетлес тесе холодильнике те, йĕри-таврари шкафсене те стена ăшне вырнаçтарнă.

Нумаях пулмасть кил хуçи юратнă мăшăрĕн çуралнă кунне тата тепĕр парне хатĕрленĕ — зала лартма диван ăсталанă. Канса ларма, телевизор пăхса киленме питех те меллĕ сĕтел-пукан. Ывăлĕсемпе мăнукĕсем хăнана килсен ашшĕпе аслашшĕн ĕçне пăхса савăнаççĕ, унпа мухтанаççĕ.

Пĕр минут та ахаль лармасть вăл. Ĕçчен алăра ĕç вĕрет. Ĕçĕ те ăнăçать, хăй те ӳркенмест. Лавккаринчен пĕрре те кая мар краватьсем тата мĕнле хитре! Вĕсене хăй тунă чертежпа усă курса пухнă. «Мăшăрăм тунă вырăн çинче ыйхă та лайăх килет, тĕлĕкĕ те тутлăн туйăнать», — тет Люççа акки.

Сĕтел-пукана, ытти япала хатĕрлемелли йывăçа Ефимовсем сутăн илмеççĕ. Хăйсен килĕ умĕнчи çырмара ӳстернĕ йывăçпа усă кураççĕ. Йывăçа вара яланах пăхса тăраççĕ, вăхăтра шăвараççĕ. 1974-мĕш çулта лартнă хурăн, хыр, çăка усă курма юрăхлă. Ваттисене касатпăр, вĕсен вырăнне çамрăк хунавсем лартатпăр. Иртнĕ çулхи çуркунне икçĕр çирĕм тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă, — палăртать Шурик пичче.

Вăл йывăç çуртарма та хăй тĕллĕнех пилорама тунă.

Пĕчĕклех тимĕр-тăмăр пухма, вĕсенчен тĕрлĕ япала ăсталама хăнăхнăскер, ӳсерехпе те ку йăларан иртмен арçын. Акă, кивелсе юрăхсăра тухнă автотранспортăн тимĕрĕсемпе усă курса пысăках мар гараж туса лартнă. Туяннă «хурçă утăн» агрегачĕсене вара килтех маçтăрланă. Утă тавăрмалли, суха тумалли тата ытти хатĕр пур. Тем пысăкăш сарай-витере пĕр çĕре пухмаллине те хăех шутласа тунă. Утă-улăма та карçинккапа йăтса валеçмеççĕ.

Сурăх йышлă Ефимовсен хуçалăхĕнче. Кролик усрассипе те самай пысăк опыт пур. Вĕсене валли виçĕ теçетке ытла читлĕх туса хатĕрленĕ. Хур, чăххи-чĕппин шучĕ те çук. Пысăк хуçалăхра вĕлле хурчĕсем те хăйсен вырăнне тупнă. Ĕçчен те туслă çемье «ылтăн хуртсен» уссине тахçанах туйса илнĕ.

Пахчара груша йывăççи, тĕрлĕ сортлă панулми, хурлăхан, иçĕм тĕмми ӳсеççĕ. Ефимовсем килти çĕр лаптăкĕсĕр пуçне уйра тата тепĕр ултă гектар çĕр илнĕ. Унта ĕçлемешкĕн çемьен мотоблок та, трактор та пур.

Тата тĕлĕнмелли акă мĕн. Ултă теçеткене çывхаракан арçын хĕрарăм ĕçне пĕлни, ăна пурнăçлани чăннипех те интереслĕ. Хăйĕн юратнă мăшăрне çамрăк чухне çăм арлама та вĕрентнĕ. Кĕнчелине те хăех туса панă. Пĕр-пĕр салфетка çыхма ларать те, эрешĕсем мĕн тери капăр пулаççĕ. Çекĕлпе çыхать йăлтах. Çĕвĕ машинипе хĕрарăм саппунне те питĕ хитре çĕлет. Людмила Георгиевна вара минтер пичĕсем е стена çине çакмалли пĕр-пĕр картина тĕрлет. Ытларах унăн чечексем илемлĕ те вырăнлă пулаççĕ.

Пусмана тĕрлĕ тĕслĕ çиппе «тултарнă» чечексем, эрешлĕ çулçăсем чăннипех те куçа илĕртеççĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ çĕвĕсем ытла та çыпăçуллă. Стена çинчи тĕрĕ-чечексем чуна ăшăтаççĕ, çын чĕрине хаваслă уяври пек çĕклентереççĕ. Вĕсене мăшăрĕ туса панă харшаксем ăшне çыпăçуллă та тирпейлĕ вырнаçтарнă. Мăнукĕсене валли тĕрлĕ çи-пуç çыхма ăста акка. Ялта ĕç нумай. Тĕрĕ тĕрлеме, çыхма вăхăчĕ сахалтарах пулин те çывăрас умĕн алла ĕç тытать.

«Кашни уяврах эпир кил-çурта тĕрĕсемпе илемлететпĕр: стена çине тĕрленĕ кавир çакатпăр, унта сăнланнă çут çанталăк илемĕпе киленетпĕр. Вăл хăй патне туртать, илĕртет! Телевизор виткĕчĕ те пире тыткăнлать: ура хуçса ташлакан каччăсем хăйсен умĕнче чарăнса тăма, сăнаса пăхма хушаççĕ тейĕн. Диван виткĕчĕ, кравать çийĕ пин-пин чечеклĕ улăх-çарана аса илтереççĕ. Кашни çĕвви хăй патне илĕртет, чун савăнăçпа тулать. Хăвна пĕр-пĕр картина галерейинче пулнăнах туятăн кунта. Епле илемлĕ те асамлă тĕрĕ тĕнчи! Унра чун канăçĕ çав. Чун уçăлать, пурăнма хавхалантарать, çунат хушать», — тет Людмила Георгиевна.

Пысăк та хăтлă кил-çуртра пурăнакан Ефимовсем хулари пекех кун кунлаççĕ. Вĕри шывĕ те пӳртрех, тĕпелти урайне кафель плита сарса якатнă… Витери выльăх-чĕрлĕхе те витрепе йăтса шăвармаççĕ, шыв крантан юхать те ĕнесем те, сурăхсем те хăйсемех ĕçеççĕ. Айсарăмне те, тислĕке те алă вĕççĕн тасатмаççĕ кил хуçисем.

Пур ĕçре те ăста Александр Петрович пушă вăхăт тупăнсанах кил умĕнчи пĕве хĕррине пулла çӳрет. Пĕве ан типтĕр тесе тăрăшаканскер çулленех йывăç хунав лартать. Çулла кунта халăх шыва кĕрсе савăнать, ял çыннисем пахча шăвараççĕ. Шурик пичче тытнă пулăсенчен мăшăрĕ шӳрпе пĕçерет, вĕттисенчен шпрот хатĕрлет. Хĕле валли темĕн чухлĕ янтăлать! Ытти çимĕçрен те темĕн те хатĕрлет…

Александр Петровичпа Людмила Георгиевна иккĕшĕ те калама çук ĕçчен те çивĕч. Пускил ĕçчен те тăрăшуллă, пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе, юратса пурăнни манăн кăмăла та çĕклет.

Дина ПАВЛОВА,

10-мĕш класра вĕренекен.

Элĕк районĕ,

Мăн Ямаш шкулĕ.

Ăсталăх ертӳçи —

Людмила Аполлоновна АНДРЕЕВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.