СИПЛĔ ЧАПĂР КУРĂКĔ

9 Чÿк, 2016

Чапăр курăкĕн /чабрец, тимьян/ сиплĕ енĕсене ăслăлăх тĕпчевĕсем те çирĕплетеççĕ. Çак ӳсен-тăранпа мĕнле чирсенчен сывалма пулать-ха?

Бронхит

Кун тăршшĕнче 4-6 чашăк чапăр курăкĕн чейĕ ĕçмелле. Пĕр кашăк пыл хушсан сиплĕ витĕмĕ вăйланать. Сывлав органĕсен чирĕсемпе аптрасан каçхине çывăрма выртас умĕн курăк ярса вĕретнĕ шĕвек пăсĕпе сывлаççĕ. Ку лайăх çывăрса кайма та пулăшать.

Чей хатĕрлеме тӳпелесе тултарнă 1 чей кашăкĕ чапăр курăкне 150 миллилитр сивĕ шыва ямалла. Вăйсăр çулăм çинче вĕреме кĕртмелле. Илсен хупăлчапа витнĕ савăтпа 10 минут лартмалла. Сăрăхтармалла, пыл кăштах хушмалла.

Коклюш аптратсан чапăр курăкне шăпăр курăкĕн /алтей/ тымарĕпе çурмалла хутăштарса пĕçернĕ чей ĕçни çăмăллăх кӳрет.

Шăнса пăсăлсан

Чир пуçламăшĕнче чапăр курăкĕн шĕвекне хушнă ванна çур сехет кĕни сиплĕ витĕм кӳрет. 1-2 ывăç чĕрĕ е типĕ ӳсен-тăрана вĕрекен 2-3 литр шыва ямалла. 10 минут пиçĕхтерсе лартмалла та сăрăхтармалла. Ăшă шывлă ваннăна хушмалла. Процедура хыççăн тӳрех выртмалла, ăшă витĕнмелле.

Цистит

Шăк хăмпин вăрах шыççи вĕрĕлсен чапăра ытти ӳсен-тăран пуххине хушса лармалли ваннăсем валли усă кураççĕ. Рецептсенчен пĕри: хурăн çулçи — 5 пай, матрӳшке /душица/ — 3 пай, хурлăхан çулçи — 5 пай, аслати курăкĕ /фиалка трехцветная/ — 2 пай, чапăр курăкĕ — 4 пай, эвкалипт çулçи — 1 пай. Пурне те хутăштармалла. Курăксен пуххине шыва /1 литр шыва 3 апат кашăкĕ виçепе/ ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле, кăштах сивĕниччен лартмалла. 37 градус ăшă ваннăра 10-15 минут лармалла. Сиплев курсĕ — 10-12 кун.

Пыр шыçсан

Пыра кунне темиçе хут чапăр курăкĕ ярса пиçĕхтернĕ е вĕретнĕ шывпа чӳхемелле. Чапăр настойкине хушнă шывпа чӳхени те, ингаляци туни те лайăх пулăшать.

Вĕреме кĕнĕ 1 литр шыва 3 апат кашăкĕ чапăр курăкĕ ямалла та çулăм çинчен илмелле, 10 минутран сăрăхтармалла. Шĕвеке ингаляци тума меллĕ савăта ямалла.

Настойка

Чапăр настойки лайăх дезинфекцилет, шыçнине хирĕç кĕрешет. Ăна кунне темиçе хут пӳрлĕ сурана тата кĕçĕтекен ӳте сĕреççĕ.

Настойка рецепчĕ: вĕтĕ вакланă чĕрĕ чапăр курăкне кĕленче савăта хумалла. 96 процентлă спирт 300 миллилитр хушмалла, пӳлĕм температуринче тĕттĕм вырăнта темиçе эрне лартмалла. Вăхăт-вăхăтпа савăта хыттăн силлесе илмелле. Сăрăхтарнă хыççăн пӳлĕм температуриллĕ вĕренĕ шыв 300 миллилитр хушмалла та пĕчĕк кĕленчесене ямалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.