Архив - 20 Окт, 2016 - Хыпар
Шиншилла ĕрчетме çaмaл-и?
Шиншилла кролик евĕрлĕ йăрă, илемлĕ чĕрчун. Килте илемĕшĕн тытакан ăратсем тата паха тиршĕн ĕрчетекеннисем пур. Шиншилла алла лайăх хăнăхать, тавралăхпа кăсăкланать, сăнама юратать. Вăл пысăк ӳсмест. Çитĕнсе çитмен кролоик çури пек — 400-700 грамм çеç. Шиншилла ами аçинчен пысăкрах. Çак чĕрчунăн тăван çĕршывĕ — Кăнтăр Америкăри Анд тăвĕсен таврашĕ. Кунта вĕсем хăйсем тĕллĕнех ĕрчесе пурăнаççĕ.
Çуллахи автошинaна упрама
Велосипедăн, çăмăл машинăсен çуллахи ĕçĕ вĕçленсе пырать. Вĕсене çуркуннеччен тĕрĕс мĕнле упрамалла?
Автошинăна, велосипеда çуркуннеччен тĕрĕс-тĕкел упрасан тепĕр çул вăл каллех усă кӳрĕ, çĕнĕ туянса е юсаса тăккаланма тивмĕ.
Вĕсене +10... +25 градус ăшăра, тĕттĕмре упрама сĕнеççĕ. Нӳрĕк çĕрте, хĕвел ӳкекен вырăнта резинăн, тимĕр япаласен пахалăхĕ чакать.
Ӳркенмесен ĕç aнать
Барбарис илем кӳрет
Барбарис тесен чылайăшне ачалăхри канфетсем аса килеççĕ-тĕр. Ун чухне барбарис мĕнле, ăçта çитĕннине чухламан та. Халĕ вара ăна хамăр патăмăрта та лартса çитĕнтерме пуçларĕç. Унăн çырлинчен желе, варени, джем хатĕрлеме пулать. Çулçине те апатра усă кураççĕ: чей вĕретме, тĕрлĕрен маринад валли.
Барбарис пирĕн тăрăхра аван çитĕнет. Илемлĕ хĕрлĕрех çулçăллă тĕм çулла тумĕпе, пахчаçимĕç пуçтарса илнĕ хыççăн пахчана хăйĕн янкăр хĕрлĕ вĕтĕ çимĕçĕпе илем кĕртет. Унăн çырли хĕлле те тăкăнмасть. Шăпах кăштах сивĕтсен пушшех тутлă барбарис.