Шиншилла ĕрчетме çaмaл-и?
Шиншилла кролик евĕрлĕ йăрă, илемлĕ чĕрчун. Килте илемĕшĕн тытакан ăратсем тата паха тиршĕн ĕрчетекеннисем пур. Шиншилла алла лайăх хăнăхать, тавралăхпа кăсăкланать, сăнама юратать. Вăл пысăк ӳсмест. Çитĕнсе çитмен кролоик çури пек — 400-700 грамм çеç. Шиншилла ами аçинчен пысăкрах. Çак чĕрчунăн тăван çĕршывĕ — Кăнтăр Америкăри Анд тăвĕсен таврашĕ. Кунта вĕсем хăйсем тĕллĕнех ĕрчесе пурăнаççĕ.
Килте илемĕшĕн тытакан шиншиллăна 70х50 см сарлакăш, çӳллĕшĕ 50 см виçеллĕ читлĕх çителĕклĕ. Читлĕхе цинкланă тимĕр пралук сеткăран ăсталама пулать. Тĕпĕ валли 1,5х1,5 см тăваткал, стенкăпа тăрăна 1,9х1,9 см тăваткаллă сетка суйламалла. Шиншилла тасалăха юратать, хăй айне вараламасть. Читлĕх айне каяш валли поддон лартмалла тумалла.
Шиншиллăсем апата тиркемеççĕ. Вĕсене кролика пăхнă пекех пăхмалла. Малти шăлсене хăйрама шиншилла читлĕхĕнче кăшламалли япала яланах пулмалла. Типĕ турат, пемза чулĕ, пурă пама юрать. Пемзăпа пурă шиншиллăн организмне минералсемпе тивĕçтерме те кирлĕ.
Ĕрчемелĕх шиншилла амисем 6-8 уйăхра, аçисем 7-9 уйăхра ӳссе çитеççĕ. Ама пĕтĕленсен 105-115 кун çӳрет. Çак тапхăрта амасене тимлĕ пăхмалла, паха апатпа тивĕçтермелле. 1-2 çура, сайра хутра 3 çура çăвăрлать, çурасем 30-70 грамм /ăрата кура виçе расна/ таяççĕ, тирĕ çăмпа витĕннĕ, куçĕсем уçă, тӳрех çӳреме пултараççĕ. Тĕрĕс пăхсан шиншилла 18-20 çул пурăнать.
Шиншилла тирĕ хаклине кура ирĕкре пурăнакан чĕрчунсене браконьерсем нумай пĕтернĕ. Ăна Тĕнчери Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене тытма юрамасть. Ирĕкри шиншиллăсем сăрă кăвак /кĕл/ тĕслĕрех, хырăм айĕ — шурă.
Хӳреллĕ çак чĕрчуна ятарласа фермăсенче паха тирĕшĕн ĕрчетеççĕ. Вĕсен тĕрлĕ ăратне селекцилесе кăларнă. Ятарласа кăларнă ăратсен тĕсĕсем те тĕрлĕрен: тĕксĕм сăрă, хура сăрă, т.ыт. те.
Шиншилла тирĕ паха тата хаклă терĕмĕр. Çак чĕрчуна килте ĕрчетсе тупăш илме пулать пек. Анчах шиншилла ĕрчетес ĕçре кăткăслăхсем сахал мар. Пĕр енчен унăн тирне тĕрĕс туса паха чĕртавар хатĕрлеме пĕлекенсем те çук: тирĕ питĕ çӳхе, пӳрнепе пуснипех шăтать.
Çак чĕрчун апата тиркемест пулин те ăна паха апат çеç çитермелле. Вăл хăвăрт чирлесе вилме пултарать. Шиншилла усракан пӳлĕмре 18-24 градус ăшă пулмалла. Витĕр çил вĕрмелле мар. Таса, çемçе шывпа тивĕçтермелле, сывлăш та таса пулмалла. Выльăх айне тасатмасан каяшри аммиак сывлăша пăсланнипех наркăмăшланса пĕтме пултараççĕ. Килте шиншилла ĕрчетесси теветкеллĕ ĕç шутланать. Чĕрчуна туяниччен ăна пăхассине кирлĕ пек йĕркелеме пултарнине тĕпе хумалла.
20 тăваткал метра 10 çемье /пĕр аçа, тăватă ама/ вырнаçтарма юрать. Шиншилла читлĕхĕсене, кроликăнни пек, пĕр-пĕрин çийĕн вырнаçтараймăн. Кашни çемье валли уйрăм пӳлмек хатĕрлемелле, урайне чул сармалла, чĕрчуна, канмалли кĕтес хăтлăламалла. Хăйсен айне вараламаççĕ, лартса панă савăта çӳреме çăмăллăнах хăнăхаççĕ.
Кунсеренхи ĕçсем — апатлантарасси, таса шывпа тивĕçтересси, каяша тасатасси, пӳлĕмри сывлăша уçăлтарасси. Апат — кроликсенни пекех: хĕлле утă, чĕрĕ пахчаçимĕç /кишĕр, купăста, кăшман/, комбикорм, тырă.
Эрнере пĕр хутчен урайĕнчи чула, хăйăра çумалла. Йăванмалли хăйăра уйăхра пĕрре улăштармалла. Çур çулта пĕрре шиншиллăсене урăх çĕре куçарса «çурта» тĕплĕн тасатмалла, дезинфекцилемелле.
Шиншилла тесе ун евĕрлĕ кроликсене калани час-часах тĕл пулать. Вĕсен хӳри кĕске, шиншилла черченкĕ чĕрчун пулнине кура тирĕшĕн ятарласа селекцилесе кăларнă. Ку кроликсем хăвăртрах ĕрчеççĕ, тирĕ шиншиллăннинчен йӳнĕрех.
Чăн-чăн ăратлă шиншиллăна тупса илме те ансат мар. Ĕрчетесси пур çынна та мая килмест. Ятарлă пĕлӳсĕр пуçне тăрăшулăх, яваплăх пулмаллах.