«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» конкурса килнĕ ĕçсене пăхса тухрĕç

Çак кунсенче Чăваш наци конгресĕнче «Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» республика конкурсне килнĕ ĕçсене жюри пăхса тухрĕ. Ăмăртăва республикăри 17 шкул хутшăнма тивĕçрĕ. Хальхи вăхăтра шкулсен тĕп ăмăртăвĕн иккĕмĕш тапхăрĕ пырать.

Конгресăн вĕрентӳпе ăслăлăх комитечĕн ертӳçи Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн наци вĕрентӳ центрĕн пуçлăхĕ Ирина Степанова, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Алина Иванова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн доценчĕ Татьяна Денисова тата Шупашкарти 29-мĕш шкулăн чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Вера Фомина конкурса янă ĕçсене тишкерчĕç.

Жюри документсене пăхнă хыççăн пилĕк шкула суйласа илчĕ. Кашни хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрать: пĕри эксперимент мелĕпе тĕрлĕ проекта респуб-лика тата регион шайĕнче туллинрех ĕçлет, тепри класс тулашĕнчи ĕçсене ашшĕ-амăшне хастар явăçтарать. Виççĕмĕшĕсем вара вĕрентекенсем ачасемпе пĕрле чăвашлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çуллахи вăхăтра ачасен канăвне чăвашлăхпа çыхăнтарса йĕркелекенсем те пур.

Чи лайăх шкула палăртас тĕллевпе жюри суйласа илнĕ пилĕк шкулпа вырăна тухса тĕплĕнрех паллашĕ, документсене çĕнĕрен тĕрĕслĕ.

«Чăвашлăха аталантаракан чи лайăх шкул» республика конкурсĕн чыславĕ кăçалхи чӳк уйăхĕнче иртĕ.

Зоя ЯКОВЛЕВА,

Чăваш наци конгресĕн

пресс-служба ертӳçи.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: конкурс ĕçĕсене Г.Л.Никифоровпа В.А.Фомина тепĕр хутчен пăхса тухаççĕ.

 

Зоя Яковлева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.