Лайăх хутшăну вăрттăнлăхĕ

20 Юпа, 2016

Ӳсĕм тапхăрĕнче эпир улшăнатпăр, çавăнпа кăмăл-туйăм выляса тăнине йĕркеллĕ пулăм тесе йышăнмалла. Тулли кĕлеткеллисем вара тата ытларах кулянса ӳкеççĕ. Анчах пурте мар. Пĕрисем тулли кĕлеткинчен вăтанаççĕ пулсан, теприсем хăйсене ыттисемпе тан, ирĕклĕ туяççĕ, савăнăçлă курăнаççĕ.

Йĕркеллĕ йывăрăшлисем туллисене ăнланмаççĕ. «Эсĕ тĕрĕс мар апатланатăн, спортпа туслă мар. Санăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пуçламалла кăна», — теççĕ вĕсем. Анчах та çакнашкал сăмахсене пула чунра айăп туйăмĕ çуралать. Йывăрăша çухатма çавăн пек çăмăл пулсан мĕншĕн-ха тĕнчере самăр çын нумай? Паллах, ку шухăшпа пĕрле тарăху та, кӳренӳ те, шанманлăх та килет.

Кулă хыçне мĕн пытаннă?

Чылай çын хăйĕн яланах кулмалла, савăнăçлă курăнмалла тесе шухăшлать, чунне шĕкĕ кăшланăн туйăнсан та. Паллах, хăш чухне хаваслăх маскине те тăхăнма тивет. Анчах та çынсем савăнăçлă курăнма тăрăшнă чухне, кӳренме тата тарăхма ирĕк çук тесе шухăшланă вăхăтра хăйсен чăн-чăн туйăмĕсене «чĕрĕллех çĕр айне чавса чикеççĕ». Çакă малашлăхра аван мар витĕм кӳрĕ.

Япăх кăмăл-туйăм /тарăху е кӳренӳ/ çавăрса илсен чарăн та хăвăнтан: «Мĕншĕн тарăхатăп /кӳренетĕп/ эпĕ?» — тесе ыйт. Вара çакă мĕнрен пуçланнине ăнланма тăрăш. Атте-аннепе /юлташпа, вĕрентекенпе, психологпа/ чуна уçса калаçни кăмăл-туйăма лайăхлатма пулăшать. Чи кирли, сана итлекен, ăнланакан пултăр. Хăвна улталасан, туйăмна йышăнмасан унпа кĕрешме йывăртарах. Паллах, туйăмсем çинчен тепĕр çынна каласа пама çăмăл мар. Çавăнпа та кун кĕнеки пуçласа унта çырса пыма юрать. Ӳкерни е урăх киленĕç тупни те хăвна ăнланма пулăшать.

Мĕнле пулмалла?

Юратнă ĕçпе аппаланни пурнăçа çăмăллатать. Çывăхри çынсем сан патналла туртăнаççĕ, мĕншĕн тесен сирĕн пĕрешкел кăсăклану, тĕллев. Малашне вĕсем сана лайăхрах пĕлме, çитĕнĕвӳсемшĕн савăнма тытăнĕç, кĕлеткӳн йывăрăшне вара асăрхамĕç те! Тепĕр утăм — шкулти пĕр-пĕр кружока çырăнасси.

Илемлĕ тата хăюллă çынсен те çĕнĕ вырăна лексен именӳлĕх туйăмĕ çуралать. Çавăнпа та хăнăхма çăмăлрах пултăр тесен пĕр-пĕр çĕнĕ ĕçе юлташпа пĕрле пуçăн. Кайран вара пĕччен чухне те хăвна аван туйма тытăнăн.

«Эпĕ юлташ хутне кĕтĕм. Вăл тулли кĕлеткеллĕ. Пĕррехинче эпир лавккара тумтир суйлаттăмăр. Сутуçă юлташăмпа питĕ кăнттам калаçрĕ, мĕншĕн тесен лавккара ăна юрăхлă тум сахалччĕ. «Мана кунти япаласем килĕшмеççĕ. Кайрăмăр кунтан, мĕн те пулин лайăхраххине тата хаклăраххине тупса туянăпăр», — терĕм эпĕ». Елайна, 15 çулта.

Хута кĕме пултаракан пĕр-икĕ юлташ пурри питĕ аван.

Санран кам та пулин: «Мăнтăркка!» — тесе кулать пулсан хăвна çапла кала: «Манăн кĕлетке виçи хама та килĕшмест. Анчах та эпĕ ырă тата интереслĕ çын». Хăвна кӳрентерекене вара çапла хуравлама пултаратăн: «Мана та хамăн кĕлетке йывăрăшĕ килĕшмест, анчах аса илтернĕшĕн тавтапуç».

Санран кам та пулин витленĕ чухне тарăхăвна чарма тăрăш. Унсăрăн кӳрентерекене çакă килĕшсе кайĕ, вăл сана тата ытларах вăрçтарма пикенĕ. Хӳтĕленме пултарайманнине ăнлансан шкул психологĕпе, вĕрентекенпе е аçу-аннӳпе канашла, ыттисем кӳрентернĕ вăхăтра çуралнă кăмăл-туйăмпа мĕнле кĕрешмеллине ыйт. Вара аслисем санăн кулленхи пурнăçна ăнланма тытăнĕç.

Хăвна хакламалла

Пуçламăш утăм — хăвна юратасси. Кĕлеткешĕн кулянатăн пулсан пултарулăх енĕсене тата çитĕнĕвӳсене асăрха.

Тепĕр меслет — тĕллев лартса ăна пурнăçласси. Кĕлетке йывăрăшне çăмăллатас тесен кулленхи пурнăçна улăштарма тĕллев ларт, килограмсем çинчен кăна ан шухăшла. Пĕчĕкшерĕн пуçлани аван. Сăмахран, эрнере пĕр кун та пулин сывă пурнăç йĕркипе килĕшӳллĕн апатлан.

Хăвна ĕненме çывăх çынсен хавхалантарăвĕ те пулăшать. Мĕн туйнине каласа пар вĕсене, пулăшусăр юлмăн. Тухтăртан сĕнӳ ыйтни, тĕллевӳ патне çитес ĕçри ăнăçăвусене пĕлтерни вырăнлă. Вĕсем сана ăнланма тата пулăшма тăрăшĕç.

Депресси

Хăвна хакласси тата шанасси чаксан чуна кăшлакан килограмсемпе кĕрешме йывăр. Çавăнпа тулли кĕлеткеллисенчен чылайăшĕ депрессие кĕрсе ӳкет.

Кăмăл-туйăму çав тери япăхланчĕ пулсан хăвра пытарса ан пурăн! Вилĕм е хăв çине алă хурас шухăшсем канăç памасан аçу-аннӳне е хăв шанакан çынна пĕлтер. Паллах, ытлашши килограмсемпе пурăнма йывăр. Анчах телей ун çинче кăна тытăнса тăмасть. Савăнăç сăлтавĕ чылаях. Ыррине тата хăвна шансан пур йывăрлăха та çĕнтерме пулать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.