«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс çĕнтерӳçисем паллă

20 Окт, 2016

Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат редакцийĕ çулсеренех ирттерекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинчи конкурса пĕтĕмлетрĕç. Кăçал вăл улттăмĕш хут пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртрĕ. Ĕçĕсене чăваш кĕнекисене юратса вулакан ачасемпе çамрăксем «Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав», «Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» тата «Кĕнекери чи интереслĕ самант» темăпа калăпланă ӳкерчĕк» номинацисемпе тăратрĕç.

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» ăмăртăва 57 ĕç килчĕ. Чăваш Респуб-ликин Етĕрне, Комсомольски, Вăрмар, Куславкка, Красноармейски, Çĕмĕрле, Шупашкар районĕсенчи вĕренекенсем, Куславкка, Çĕрпӳ, Шупашкар шкулĕсенче ăс пухакансем уйрăмах хастар пулчĕç. Пушкăрт, Тутар Республикисенче тата Самар облаçĕнче пурăнакансем те пирĕн конкурса хастар хутшăнни савăнтарчĕ.

Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А.С. Иванов конкурса çапларах хакларĕ: «...«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс ачасене Чăваш кĕнеке издательствинче тухакан илемлĕ кăларăмсене вулама хистет, çав хушăрах ачасен пултарулăхне аталантарма, ăна пурнăçа кĕртме майсем туса парать».

Пултарулăх ăмăртăвне ачасем çулсеренех хутшăнни, паллах, савăнтарчĕ. Кашни ĕçĕ хисепе тивĕç. Анчах та тимлесе пăхсан çакна калама пулать: конкурса тăратнă 57 ĕçрен 43-шĕ — ӳкерчĕксем. Кунта Шупашкарти 1-мĕш пуçламăш шкулта вăй хуракан С.Г. Ефимовăна уйрăмах тав тăвас килет. Вăл хавхалантарнипе çулсеренех чылай ача çак конкурса хаваспах хутшăнать, çĕнтерӳçĕ пулать.

«Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав» номинацие пĕтĕмпе те ултă ĕç килчĕ, вĕсенчен иккĕшĕ çеç /!/ чăвашла пулчĕç. Çур çул хушшинче пĕр кĕнеке те пулин вуласа тухса пĕчĕк хайлав та пулин шăрçаламалăх вăхăчĕ çителĕк-лех пулнă вĕренекенсен, анчах та... Ачасем тăван чĕлхепе çырнă кĕнекесене вулаççĕ-ши? Çак ыйту шухăша ячĕ.

«Юратнă кĕнеке пирки çырнă чи лайăх хайлав» номинацире Костя Иванов /Шупашкарти 47-мĕш шкул. Ертӳçи — А.Н. Петрякова/, Милана Ларионова /Куславккари 3-мĕш шкул. Ертӳçи - Л.Л. Кирбитова/ тата Наталья Егорова /Шупашкарти 1-мĕш гимнази. Ертӳçи — М.И. Вакку/ мала тухрĕç.

«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире Полина Васильева /Шупашкарти ача-пăча пултарулăх центрĕ. Ертӳçи — Н.А. Васильева/, Вика Тяпкильдеева /Шупашкарти 151-мĕш ача сачĕ. Ертӳçи — Е.Г. Тяпкильдеева/, Ангелина Якунина /Çĕрпӳри 1-мĕш интернат-шкул. Ертӳçи — Л.В. Александрова/, Диана Мердеева /Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Матак шкулĕ. Ертӳçи - М.И. Ермолаева/ çĕнтерчĕç.

«Кĕнекери чи интереслĕ самант» темăпа калăпланă ӳкерчĕк» номинацире кĕçĕннисен хушшинче пĕрремĕш вырăна Дима Михайлов /Красноармейски районĕнчи Трак шкулĕ. Ертӳçи — Л.А. Голубева/, иккĕмĕш вырăна Люда Макарова /Шупашкар районĕнчи Кӳкеç лицейĕ. Ертӳçи - Р.Г. Макарова/, виççĕмĕш вырăна Шупашкарти пуçламăш пĕлӳ паракан пĕрремĕш шкулта вĕренекен Алексия Сухарева, Софья Щербакова, Ксения Александрова /ертӳçи - С.Г. Ефимова/ çĕнсе илчĕç.

Вăтам ӳсĕмрисен хушшинче 1-мĕш вырăна Даша Сурикова /Шупашкарти 1-мĕш гимнази. Ертӳçи — З.А. Ванюшкина/, 2-мĕш вырăна Оксана Перцева /Çĕрпӳри 1-мĕш интернат шкул. Ертӳçи — Л.В. Александрова/, 3-мĕш вырăна Ксения Григорьева /Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕ. Ертӳçи — В.Н. Капитонова/ йышăнчĕç.

Аслăраххисен хушшинче 1-мĕш вырăна Женя Углова /Шупашкарти 62-мĕш шкул. Ертӳçи — Л.П. Николаева/, 2-мĕш вырăна Нина Тарасова /Çĕрпӳри 1-мĕш интернат шкул. Ертӳçи — Л.В. Александрова/, 3-мĕш вырăна Вероника Ваганова /Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕ. Ертӳçи — М.Е. Большакова/, Ксения Егорова /Шупашкарти 18-мĕш шкул. Ертӳçи — Г.Д. Федорова/ тухрĕç.

Çавăн пекех Надя Макарова /Шупашкар районĕнчи Кӳкеçри «Ягодка» ача сачĕ. Ертӳçи — Р.Г. Макарова/, Елена Егорова /Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Палантай шкулĕ. Ертӳçи - Г.Л. Симцова/, Руслан Ванюшин /Пушкăрт Республикинчи Михайловка шкулĕ /Дуван районĕ/. Ертӳçи - Л.А. Кириллова/ Чăваш кĕнеке издательствин ятарлă парнисене тивĕçрĕç.

Çĕнтерӳçĕсене чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕн-че Шупашкарти Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекинче 13 сехетре чыслатпăр. Адресĕ: Иван Яковлев проспекчĕ, 8а çурт /«Газопровод» чарăнура анса юлмалла/.

Ольга ФЕДОРОВА,

«Чăваш кĕнеки.

Пултаруллă çамрăксем»

конкурс координаторĕ.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.