«Юлташăрсемпе ан хирĕçĕр»
Чăн-чăн юлташсен кайран ачисем те туслă пулĕç тет. Çак шухăш ахальтен пуçа килмерĕ.
Муркаш районĕнчи Шатракасси шку-лĕнче тăваттăмĕш класра вĕренекен Лена Константиновăпа Саша Андреевăнах илер. Ашшĕсем туслă пулнăран çемйисем час-часах пĕр-пĕринпе хутшăнаççĕ, хĕрĕсем те шкула кайичченех туслашнă. Тĕрлĕ ялта пурăнни те чăрмав кӳмест вĕсене.
— Саша — лайăх хĕрача. Мĕн те пулин пулмасан вăл мана пулăшать. Кĕнеке е ручка манса хăварсан хăйĕнне манпа пайлать, — тет Лена.
— Лена та мана яланах пулăшать, — тусне ырлать Саша та.
Хĕрачасен ăшă сăн-питĕнче йăл кулă çуталса илчĕ. Пĕр-пĕрне нихăш енчен те ăмсанмаççĕ вĕсем, парта хушшинче юнашар ларма тивнĕшĕн чунтан савăнаççĕ. Пуринпе те вашават пулма, çынра чи малтан ырă енне асăрхама вĕсене класс ертӳçи Светлана Алексеевна Терентьева вĕрентет иккен. Вĕрентекенĕн кашни сăмахĕ ылтăн тупра пек туйăнать-çке.
Хĕрачасем иккĕшĕ те пултаруллă. Саша, сăмахран, юрра-ташша ăста. Ялти культура çуртне кăмăлтан çӳрекенскер концертсене тăтăш хутшăнать, «Пукане» юрра питĕ илемлĕ шăрантарать. Апла пулин те вăл дизайнер пулма ĕмĕтленет. Пуканесене хитре тумлантарма юратнăранах çак професси хăйĕн валли тесе шухăшлать.
Лена юрлама тата ӳкерме юратать. Çавăнпах ӳссен артист пулма тĕв тунă пулĕ вăл. Килте унсăр пуçне тата тăватă ача пур. Ашшĕ-амăшне час-часах концерт лартса тĕлĕнтереççĕ шăпăрлансем. Пултаруллă йыш ӳснине кура аслисем питĕ савăнаççĕ.
— Эпир туслă пурăнма хăнăхнă, çавăнпа килте пĕччен юласси питĕ шиклентерет мана, — чунне уçать Лена. — Килти хуçалăхра яланах тимлĕ пулмалла. Мĕн те пулин урăхларах пек туйăнсан тӳрех аслăраххисене калатăп. Сăмахран, телевизор е холодильник пирки…
Сашăн вара аппăшĕ чылай çул аслăрах, çавăнпа та ӳссе çитнĕскерпе выляма аванах мар пек, унăн шухăшĕсем те ачанни пек мар-çке. Юрать-ха Лена пур. Икĕ тантăш тĕл пулсан хĕвел те хаваслăрах пăхнăн туйăнать.
\Паллах, туссен хирĕçсе илесси те пулать. Анчах чи кирли, çакна малалла аталанма памалла мар. Пĕр-пĕрне вăхăтра ăнланма пĕлни паха. Тата, Ленăпа Сашăн шухăшĕпе, мĕншĕн çапла пулса тухнине тавçăрмалла та пĕр-пĕринчен каçару ыйтмалла. Хĕр пĕрчисем класри тантăшĕсене те çавнах вĕрентеççĕ, хăшĕ те пулин пуçтахланнине курсан ăна ăс пама васкаççĕ.
«Тантăш» вулаканĕсене валли икĕ тусăн самантрах ăшă сăмахсем тупăнчĕç.
— Сывă пулăр, лайăх вĕренĕр. Юлташăрсемпе ан хирĕçĕр. Пĕр-пĕрне кӳрентерсен тӳрех каçару ыйтăр. «Тантăш» вулама ан пăрахăр, ăна çырăнса илĕр, — терĕç çулне кура мар ăслă пуплекен Ленăпа Саша.
Лариса ПЕТРОВА.
Муркаш районĕ,
Шатракасси шкулĕ.
Комментари хушас