Ӳркенмесен ĕç aнать

20 Окт, 2016

Шупашкарта пурăнакан пахча ăсти Палля пичче çулсеренех тухăçлă пахчаçимĕç туса илет. Кăçал вăл 80 çул тултарчĕ, апла пулин те Тăвай районĕнчи Тенеялĕнче çуралса ӳснĕ Павел Александрович ФЕДОРОВ тăван килне пăрахмасть, килсех тăрать.

— Ялти çынна тухăçлă пахчаçимĕçпе тĕлĕнтерме çук — пурте хăйне май ăста. Мана хам тăван ялта "коллекционер" е "морж" тесен лайăхрах паллаççĕ, — тет ветеран. Ара, вăл кăкăр çине çакмалли паллăсем, хула гербĕсем, сăра кĕленчи çинчи этикеткăсем, тӳме пухса пĕрре çеç мар курав йĕркеленĕ. Мускавра тата Владимирта тĕнче шайĕнчи марафонсенче чупнă. 20 çул ытла çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен Атăлта шыва кĕнĕ, шартлама сивĕсенче вуншар витре сивĕ шывпа сапăннă. Çакă ăна яланах хастар пулма, тухăçлă пахчаçимĕç çитĕнтерме те пулăшать-тĕр.

«Кил-çурт, хушма хуçалăх» редакцийĕ ăста пахчаçăна 100 çул урлă каçмалăх ырлăх-сывлăх сунать!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.