Иркутск облаçĕнчи чăвашсем черетлĕ хутчен чикĕ леш енче пулнă савăнăçлă хыпар пĕлтереççĕ. Вĕсем Китайри Хулумбир хули çывăхĕнчи Хайлар провинцийĕнче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери эрешсемпе тумсен фестивалне хутшăннă.
АПШра иртнĕ лингвистсен конференцийĕнче Александр Савельев чăваш чĕлхин историйĕ çинчен тухса калаçнă. Çакăн хыççăн чăваш чĕлхин ăслăлăхри витĕмĕпе наци юхăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ăсчахран Idel.Реалии интернет кăларăм ыйтса пĕлнĕ.
Нумай ачаллă çемьесене патшалăх çĕр лаптăкĕ уйăрса пама тытăннăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Унта çемье е çурт туса лартма, е дача пек усă курма, е хушма хуçалăх йĕркелеме пултарать.
Апат-çимĕç лавкки умне икĕ ачаллă хĕрарăм пырса чарăнчĕ. Пепкисенчен пĕри — кÿмере, теприне алăран çавăтнăччĕ вăл. Тăватă-пилĕк çулта теме пулакан ывăлне çывăракан йăмăкне асăрхама каласа хăварчĕ те шалалла кĕрсе çухалчĕ амăшĕ. Унччен те пулмарĕ — лавкка умĕнче парковка вырăнĕ хĕсĕккине пула пĕр çăмăл автомашина кÿмене ярăнтаркаласа тăракан арçын ачапа çуммăнах пырса чарăнчĕ. Вăл килнине курсан хайхи шăпăрлан шикленнипе айккинелле пăрăнма хăтланчĕ. Кĕрĕс-мерĕс урапаллă кÿме чалăшса кайрĕ, тайăлса ÿкмех пуçларĕ. Вăраннă хĕр пĕрчи çари! çухăрса сасă пачĕ.
Республикăри паллă критикпа, литературоведпа, филологи ăслăлăхĕсен докторĕпе, профессорпа, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, РФ професси енĕпе аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Юрий Артемьевпа тĕл пулса калаçма лайăх сăлтав пулчĕ.
Суд приставĕсем ачан пособийĕ куçакан счета арестлерĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕнчен темиçе хутчен те справка илсе патăм ĕнтĕ. Анчах усси пулмарĕ. «Пирĕн программа çавнашкал. Эпир нимĕн те тăваймастпăр», — теççĕ приставсем. Ыйтăва мĕнле татса памалла-ши?