Стипенди памалли йĕрке улшăннă

18 Çурла, 2017

Хĕрĕм кăçал ял хуçалăх академине вĕренме кĕчĕ. Вăл патшалăхăн социаллă стипендине илме пултарать-ши?

А.КИРИЛЛОВА.

Елчĕк районĕ.

 

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствинчен çапла пĕлтерчĕç: Раççей Федерацийĕн 2012 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 273-мĕш «Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн студентсем валлли икĕ тĕрлĕ тÿлев çирĕплетнĕ: патшалăхăн академи тата патшалăхăн социаллă стипендийĕсем. Иккĕмĕшĕ пĕрремĕшĕнчен 1,5 хут пысăкрах.

2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен РФ Вĕрентÿ министерствин 2016.12.27-мĕшĕнчи 1163- мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн патшалăхăн социаллă стипендине памалли йĕрке улшăннă. Патшалăхăн социаллă пулăшăвне илнине кăтартакан документ /справка/ стипенди çирĕплетмелли никĕс пулса тăрать.

Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ шутне сахал тупăшлă граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тăкакĕсене саплаштарма паракан субсиди, уйăхсерен ачасене тивĕçекен пособи, виççĕмĕш е ытларах ача çуратнăшăн паракан амăшĕн /республика/ капиталĕ /100 пин тенкĕ/, пенси çумне хушса паракан социаллă тÿлев кĕрет. Çак тÿлевсене студентсем ашшĕ- амăшĕпе пĕрле пурăнсан, е хăйсен çамрăк çемйи йышĕнче, е пĕччен пурăнакан граждансем пек /федерацин 1999.07.17-мĕшĕнчи 178-мĕш «Патшалăхăн социаллă пулăшăвĕ çинчен» саккунăн 1-мĕш статйи/ тивĕçме пултараççĕ.

Социаллă стипенди илмелли справкăна /документра унăн тĕллевне палăртмалла/ социаллă хÿтлĕх пайĕсем социаллă пулăшу илекенсене кăна параççĕ. Студентăн хăйĕн е унăн çывăх çыннисен социаллă хÿтлĕх пайне патшалăх академи стипендийĕн виçине кăтартакан справка памалла. Сти-пенди виçи /ултă уйăхшăн/ çемьери çын пуçне тивекен вăтам тупăш виçине палăртма кирлĕ. Вăтам тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен сахалрах пулсан студента патшалăхăн вăл е ку пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.