Комментировать

18 Авг, 2017

Чĕре куçĕ темрен те витĕртерех

Республикăри паллă критикпа, литературоведпа, филологи ăслăлăхĕсен докторĕпе, профессорпа, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, РФ професси енĕпе аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Юрий Артемьевпа тĕл пулса калаçма лайăх сăлтав пулчĕ. Тин çеç Чăваш кĕнеке издательствинче французсен паллă çыравçин Антуан де Сент-Экзюперин юмах евĕрлĕ хайланă философиллĕ «Пĕчĕк çеç принц» повеçĕ чăвашла пичетленсе тухрĕ. Оригинал чĕлхинчен ăна шăпах Юрий Михайлович куçарнă.

Чăнлăхпа Илемĕн пархатарĕ

«Пĕчĕк çеç принц» — французларан чăвашла куçарнă кĕнеке. Ăна вырăсла та вулама май пур. Эсир вара тÿрех оригинал чĕлхинчен куçарнă. Паллах, çак ĕçе пурнăçлама чĕлхе пĕлни, куçару ăсталăхĕ кирлĕ. Юрий Михайлович, эсир ку енĕпе пултарулăха ăçта туптанă?

— Пĕр шухăшласан, эсир каланипе килĕшме те май пур пек, мĕншĕн тесен ик чĕлхелĕх пирĕн пурнăçра паян кулленлĕх пулса тăнă. Тĕнче литературин «Илиада», «Одиссея», «Гаргантюапа Пантагрюэль», «Дон Кихот», «Улисс» пек чаплă палăксемпе кашни чăвашах вырăсла куçарусене вуласа та паллашма пултарать. Анчах, ман шухăшпа, культура пуянлăхĕсене пропагандăлассишĕн çеç мар, пултарулăх енчен те /нацин илемлĕ шухăшлав сулмаклăхĕсем/ усăллă ĕç пултăр тесен вĕсене тÿрех ют чĕлхерен хамăрла куçарас пулать, вырăсларан мар. Енчен те, калăпăр, «Пĕчĕк çеç принца» вырăсла текстран чăвашла куçарас пулсан вăл шухăш-туйăм пуянлăхĕпе шалти илем тĕлĕшĕнчен çав тери нумай çухатĕччĕ.

— Мĕншĕн апла шухăшлатăр?

— «Темиçе хутлă» куçарура кашни куçаруçă хăйĕнчен хушса текста улăштарать, уйрăмах, чĕлхе пĕлмен тăлмачсем. Эпĕ хама куçару ăстисен ретĕнче курмастăп, апла пулин те çак чăкăлтăш ĕç кÿрекен киленĕçе нимпе те танлаштараймастăп. Ют чĕлхесенчен хăш-пĕринпе, вăл шутрах француз чĕлхипе те, эпĕ Хусан университетĕнче вĕреннĕ çулсенче туслашрăм. Чĕлхе вĕренес-тĕпчес ĕç куршанак пек, пĕр ерсен пурнăç тăршшĕпе хăпмасть. Ахальтен каламан: ик чĕлхе — ик тĕнче, виççĕ — каламасăрах паллă.

Тата… вышкайсăр философи тарăнăшĕ

— Мĕншĕн «Пĕчĕк çеç принц», урăх произведени мар? Мĕнпе илĕртрĕ вăл сире?

— Пĕр калаçура Атнер Хусанкай çак повеçе чăвашла куçарма хистесех сĕннĕччĕ. Вăл мана ун чухне çакна пурнăçланин пĕлтерĕшне тарăнрах пăхса ĕнентернĕччĕ. Эпĕ сăмах панăччĕ. Анчах чылай вăхăт пикенеймерĕм. Тен, ун пек чухне мехел çитмесĕр тытнин усси сахалрах та. Çавăнпа пĕр вăхăт Андре Моруа калавĕсене куçарса тăрмашни алла хăнăхтармалли усăллă ĕç пулчĕ. Вăйлă аталаннă, авалтанах тымар ярса çĕкленнĕ халăхсен литературинче те кун пек хайлава тупма çăмăл мар. Ăнсăртран мар ăна эпир «чăвашлатичченех» 180 чĕлхепе куçарса кăларнă. Философиллĕ повеçĕн тытăмĕнче юмах сĕмĕ çиелтех пулин те ăна пĕчĕккисем те, çитĕннисем те алран ямасăр вуласа киленме пултараççĕ. Çав тери ансат чĕлхепе çырнă хайлавăн тарăнăшĕ вышкайсăр, темиçе сийлĕ. Ăна чун куçĕпе çеç курма пулать.

Унти ырă енсене мĕнре асăрхарăр?

— Чи малтан повеç авторĕн генилле ансат стильне палăртмалла. Хамăрăн Илле Тăхтин ним чухлĕ те кăткăслатмасăр, тĕтре сапаламасăр çын чунне шалтан çутатма май паракан сăррисемпе ăсталăх майĕ-мелĕсем тÿрех аса килеççĕ. Пулса иртекен ĕç-пуçа каласа-сăнласа кăтартаканĕ — шутсăр шалпар чунлă этем. Пĕчĕк принцăн таса та пархатарлă ĕмĕчĕ-ăнтăлăвĕ, канăçсăр шыравĕ кашни çын пурнăçĕнчех чăн-чăн Юратупа Туслăх темрен те хаклăрах пулнине ăнланма май параççĕ. Ача чунĕн кирĕк тивми тасалăхĕ пире, вулакансене, ĕмĕтсĕрленсе мулпа укçа-тенке пуç çапма кирлĕ маррине, мĕн пуррипе çырлахсах телейлĕ пулма май пуррине астутарать. Пĕчĕк принц çынсем шалти килĕшÿлĕхе çухатнине, хăйсем мĕн шыранине те уçăмлă пĕлменнине асăрхаса палăртать. Нумайăшĕ, робот пек, çÿлтен хушнине пăхăнса ĕçе пурнăçлаççĕ. Çĕр çине вĕçсе анса Тилĕпе туслашнă самантра, ăна алла илентернĕ хушăра вăл чи пысăк чăнлăхăн тĕшшине катма мехел çитерет: «Чĕре куçĕ темрен те витĕртерех курать, чи тарăнрине куçпа курма çук». Çав вăхăтрах тĕнче уçлăхĕнчи «çунатлă» çул çÿревçĕ ăçта кăна çитмест, кама кăна тĕл пулмасть. Вĕсен йышĕнче: хăйĕн планети çинче пĕр пĕччен пурăнакан король, никама пăхăнтарма май килменнипе аптраса çитнĕскер, çăлтăрсене шута илсе усăсăр вăхăта ирттерекен «бухгалтер», географие суя меслетпе тĕпчекен, çурăлса каяс хăмпă пек курăнакан суя чапçă, этем ĕренкине çухатнă ĕçкĕç тата ыттисем те. Чăн-чăн тус шырама инçет çÿреве тухнă ачана чунсăр çынсен хушшинче тÿсме çук тăвăр.

Пурнăç тăршшĕпех — çĕнни

Произведенин паянхи пĕлтерĕшне мĕнре куратăр?

— Повеç авторĕ чăн-чăн цивилизаципе культура хушшинчи уйрăмлăхсене витĕр курать. Вулакана унăн инçет тавра курăмĕ тĕлĕнтерет. Хальхи вăхăтра Америкăпа Европăра сарăлсах пыракан глобализмăн хирĕçÿллĕ енĕсем çуратакан хăрушлăха пурте курса-туйса тăратпăр. Пĕрремĕш Петĕр патша Европа енне «чÿрече касса уçнăранпах» Раççей интеллигенцийĕн пĕр пайĕ Анăç экономикипе политикин тата культурин шайне, ÿсĕмĕ-аталанăвне эталон вырăнне хурса хаклаççĕ. 300 çул ытла Раççей халăхĕ Анăç уттинчен юлас мар е ăна хăваласа çитес тесе «йĕм пĕççисене тавăрсах» чупать. Эпир политикăна кĕмесĕр çакна çеç каласшăн: хăй вăхăтĕнчех славянофилсем асăрхаттарса, пĕтĕмлетсе каланинче пысăк чăнлăх пытарăннă иккен. Паян куратпăр: Анăç культури çаврăнса тухмалла мар çăра чăтлăха пырса кĕнĕ. Эпĕ террорпа çыхăннă хăрушлăхсем пирки каламастăп. Кай Ен цивилизацийĕн шала кайнă чирĕсем пирки нимĕç философĕ Освальд Шпенглер XIX ĕмĕр вĕçĕнчех тĕплĕн çырса хăварнă. Хăйĕн «Закат Европы» тĕпчевĕнче автор Кивĕ тĕнчен хĕвелĕ анăçалла сулăннине витĕмлĕ фактсемпе ĕнентернĕ. Çав чирсен палăрăмĕсем «Пĕчĕк çеç принцра» та уççăн курăнаççĕ. Тутă цивилизаци çыннисен шалти тĕнчи чухăнланса, гуманизм идейисем йÿнелсе кайни канăçсăрлантарать автора. Пĕчĕк Принцăн тĕлĕнмелле пысăк ăсталăхпа тата ытарлă мелпе калăпланă сăнарĕ çав тÿнтерлĕхсемпе пурнăç каяшĕсене тĕкĕр питĕнчи пек ÿкерсе кăтартать. Пĕчĕк принц çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнать, хĕвел аннине сехечĕ-сехечĕпе пăхса киленет. Вăл хăйĕн пĕчĕк планетин сывлăхне упрама тăрăшать, ăна кашни кунах тирпей-илем кÿрет, ачаш туйăмĕсемпе калаçса пĕртен-пĕр чечекне шăварать. Пĕр сăмахпа — повеçе автор паян çырнă тейĕн.

Чĕлхере — халăх вăйĕ

— Куçарас енĕпе чăрмавсем пулчĕç-и?

— Чи малтан, куçарнă хушăра, ĕç сĕтелĕ çинче пĕр вăхăтрах виçĕ чĕлхен — чăваш, француз, вырăс — словарĕсене алран ямасăр тытма тиврĕ. Кашни чĕлхен хăйĕн историйĕ, аталанăвĕн шайĕ, мĕн авалтан пухăнса пынă сăмах пуянлăхĕн ылтăн çÿпçи, илемлĕх мелĕсен тытăмĕ… Уйрăмах фразеологизмпа çунатлă сăмах çаврăнăшĕн, çирĕпленнĕ тĕрлĕ каларăшĕпе ваттисен сăмахĕсене асăрханса, ытарлă пĕлтерĕшне асра тытса куçарма тивет. Чĕлхере хăй халăхĕн тавра курăмĕпе психологийĕ çеç мар, унра пĕтĕм тĕнче хапи-кÿлепи ÿкерĕннĕ. Çавăнпа тĕрлĕ халăхăн культурипе ăс-хакăлне пĕр-пĕринпе çывăхлатакан, ăнланма пу-лăшакан пахалăх шутсăр нумай, унпа пĕрлех кашнин хăйне евĕрлĕ сăн-сăпат палли-тĕсĕ те. Француз литератури сăмах вĕççĕн сарăлнă поэзисĕр пуçне латинсен виçĕ-тăватă пин çул чечекленсе аталаннă çыруллă культурине пулăхлă еткер вырăнне йышăнса хевтеленнĕ.

— Чăваш писателĕсен хайлавĕсен йышĕнче «Пĕчĕк çеç принца» çывăххине куратăр-и?

— Эпĕ çÿлерех Илле Тăхтин ансат та çав тери уçăмлă чĕлхипе стилĕ пирки асăнса хăварнăччĕ. Тĕслĕхе чăваш çыравçин «Çыру», «Шăллăма шырама эп Мускава кайни», «Йысна», «Салам» хайлавĕсене илсе танлаштарма пулать. Вĕсенче ача психологине тарăн уçса кăтартнă. Кăшт çеç сас паллисене уйăрма вĕреннĕскер, сăмахран, аппăшпе йыснăшĕ патне çыру çырать, шÿтлес кăмăлне те, ачалла чеелĕхне те пытармасть: «Хут çине ÿкнĕ сас палли туратлă, юплĕ ÿкет пулин те ман сăмах йĕплĕ маррине пирĕн йыснапа аппа тавçăрса илĕç-ха».

Алла кантармалли ĕç

Куçару ĕçне малалла тăсас тетĕр-и?

— Куçару маншăн алла кантармалли ĕç пек çеç, çавăнпа ăна планпа палăртса тумастăп. Хальлĕхе Андре Маруа калавĕсен пуххине, çуррине яхăн «чăвашлатнăскере», вĕçне çитичченех куçарас шухăш пуррине калама çеç пултаратăп. Паллах, Марсель Пруста куçарса пăхас, вăй-халăма тĕрĕслесе пăхас шухăш та чылайранпа канăçсăрлантарать. Ку нумай томлă романа куçарасси — Сизиф ĕçĕ пулнă пулĕччĕ.

Куçару пирки сăмах тапратнă май, паянхи куçару лару-тăрăвĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

— Куçару ĕçĕн пархатарлă пĕлтерĕшне палăртса А.С.Пушкин куçаруçăсене «почтовые лошади просвещения» тесе хакланă. Малалла вулас...

 

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.