Пĕлмесен те пултарнă
Суд приставĕсем ачан пособийĕ куçакан счета арестлерĕç. Социаллă хÿтлĕх пайĕнчен темиçе хутчен те справка илсе патăм ĕнтĕ. Анчах усси пулмарĕ. «Пирĕн программа çавнашкал. Эпир нимĕн те тăваймастпăр», — теççĕ приставсем. Ыйтăва мĕнле татса памалла-ши?
Т.ИВАНОВА.
Çĕрпÿ хули.
Владислав АНДРЕЕВ, юрист:
— Ача пособине тата ачашăн паракан ытти тÿлеве парăмсемшĕн тытса юлма юрамасть. Приставсем счет çинчи укçа ача пособийĕ пулнине пĕлмен ĕнтĕ.
Саккунпа килĕшÿллĕн парăмсене шыраса илнĕ чухне приставсем чи малтан гражданинăн укçа пуррине тĕрĕслеççĕ. Вĕсем парăмлă çыннăн пурлăхне тата унăн банкри счечĕсене тупса палăртас тĕллевпе регистраци органĕсене тата финанспа кредит организацийĕсене ыйту яраççĕ. Счет пуррине асăрхасан приставсем унти укçана шыраса илмелле тăваççĕ. Вĕсем çав укçа-тенкĕ ача пособийĕ пулнине пĕлмеççĕ вĕт.
Шар курнă çыннăн социаллă хÿтлĕх пайĕнчен пособи виçине тата банк реквизичĕсене кăтартнă справка илмелле. Унтан Суд приставĕсен службине кайса çав документа тĕпе хурса банк счечĕ çине хунă ареста сирме ыйтмалла. Çакăн хыççăн пристав тÿрех укçа-тенке шыраса илессине пăрахăçласси çинчен йышăну тăвать.
Комментировать