Архив - Авг 2017

Август 18th

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тралькассинчи Еремеевсен тăватă ывăлĕ те фронта кайнă, тăшманпа вĕсем тĕрлĕ çĕрте çапăçнă. Телее, пурте тăван тăрăха таврăннă.

Август 17th

Мана Надя Устинова тесе чĕнеççĕ. Эпĕ 16 çулта. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕнĕ Атикасси шкулне 11-мĕш класа кайма хатĕрленетĕп. Мана çут çанталăк пулăмĕсем тата чĕр чунсем кăсăклантараççĕ. Чи юратнисенчен пĕри вара — лаша.

Вĕсем — ирĕклĕхе юратакансем, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем. Касаксем мĕн ĕлĕк те пулнă, халĕ те çак община Раççейĕпех анлă сарăлнă. Чăваш Енре те касаксем пурăнаççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен вара темиçе общество йĕркеленнĕ.

Чăваш Енри шкулсенче финанс пĕлĕвĕ предмета ăса хывтарасшăн. Çак предмета Раççейри 72 регионта сăнав мелĕпе вĕрентме тытăннă ĕнтĕ.

Чăваш Енре ку проекта Сĕнтĕрвăрринчи гимназире тата Патăрьелти шкулта пурнăçласшăн. Вĕсен йышне Шупашкарти виçĕ шкул та кĕрĕ: 24, 30 тата 48-мĕшсем. Çулталăк вĕçне Раççейре вĕсен йышĕ 500-е çитмелле. Специалистсене уйрăм курссенче хатĕрлĕç.

 

Шăматкун, утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче, кăнтăр иртни 3 сехет тĕлĕнче, Улатăрти пляжра ултă çулти арçын ача путма пуçланă. Ун патне вуннăри Денис Ведяшов, хулари 3-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекенскер, пулăшма васканă, çав вăхăтра вăл хăйĕн амăшĕпе тата шăллĕсемпе шыв хĕрринче каннă.

Фитотерапи курăкпа сипленни çынна мĕн тери пысăк усă пани çинчен хаçат-журналта чылай çыраççĕ, тухтăрсем те хăш чухне эмелпе айкашиччен пĕр-пĕр курăк чейĕ ĕçме сĕнеççĕ.

Страницы