Комментировать

22 Авг, 2017

Çĕрĕ пур та...

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх çĕр лаптăкĕ уйăрса пама тытăннăранпа чылай вăхăт иртрĕ. Унта çемье е çурт туса лартма, е дача пек усă курма, е хушма хуçалăх йĕркелеме пултарать. Шел те, саккунпа килĕшÿллĕн хута каймалли ĕç чылай çĕрте кирлĕ пек пурнăçланса пыманни халăхра тĕрлĕ сас-хура çуратать. Уйрăмах пысăкрах хулари çемьесем кăмăлсăр. Ахăртнех, вĕсен пăшăрханăвĕ-пăлханăвĕ — сăлтавсăр мар.

Хыт хура кашлать. Мĕншĕн?

Юлашки çулсенче Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесем йышлансах пынă май /çулталăк пуçламăшĕ тĕлне — 11 пин ытла, танлаштарма: 2013 çулта — 8, 4 пин/ çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерес ыйту та çивĕчленчĕ. Çемьесем ыйтса çырнисен шутне тишкерсен йышра чи нумаййи — Шупашкар /37 процент/, Çĕнĕ Шупашкар /8 процент/ хулисенче, Шупашкар районĕнче /8 процент/ пурăнакансем. Шел те, çемьесене патшалăхăн çак çăмăллăхĕпе тивĕçтересси чылай çĕрте чăхăмлать. Аутсайдерта — Шупашкар хули. Ĕç-пуç Çĕнĕ Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Çĕрпÿ районĕнче те кирлĕ пек шайра пулса пыраймасть.

Сăлтавĕ мĕнре? Чăваш Республикин Юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствинче çакна ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем çителĕксĕррипе çыхăнтараççĕ. Ыйтăва кăшт çăмăллатас тĕллевпе хальхи вăхăтра республикăн пурлăхĕ шутланакан çĕр лаптăкĕсене муниципалитет йĕркеленĕвĕсене тÿлевсĕр уйăрса пама тытăннине, кÿршĕллĕ муниципалитетсем те çĕр уйăрассипе килĕшÿсем тунине, ял тăрăхĕсен генпланĕсене «халăх инвентаризацийĕпе» килĕшÿллĕн улшăнусем кĕртнине çирĕплетеççĕ ведомство ĕçченĕсем.

Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри — уйăракан çĕр лаптăкĕсен çывăхĕнче инженери сечĕсем çукки. Инфратытăма аталантармасăр — газпа, çутăпа, çулпа тивĕçтермесĕр — çемьесене çĕнĕ вырăнта пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме хĕн. Хир варринче уйăрнă лаптăкпа усă куракан сахал, çавăнпах чылайăшĕнче хыт хура кашлать. Апла тăк программăна хута янă чухнехи тĕллев те тÿрре тухаймасть.

Хальхи вăхăтра пуринчен ытла Шупашкарта пурăнакансене уйăрса паракан лаптăксем çинче инфратытăм аталанайманни сисĕнет. Республикăн влаç органĕсем кăткăс лару-тăруран тухма муниципалитетсене чăн монополисен субъекчĕсен инвестици программисемпе усă курса «çул-йĕр карттисем» хута ямашкăн сĕнеççĕ. Сăмах май, хăш-пĕр районта кун пек ырă тĕслĕхсем пур та ĕнтĕ. Акă Патăрьел тăрăхĕнче çак мелпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр район центрĕнчи Мичурин тата Совет урамĕсенчи 24 лаптăк патне электричество линийĕсене çитернĕ. Çĕрпÿре те çак меслетпех нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă 75 лаптăк таврашне çутă çитернĕ. Канашсем те вĕсенчен тĕслĕх илнĕ: çĕнĕ «Благовещенский» микрорайонти объектсене электричествăпа тивĕçтересшĕн.

Инфратытăма аталантарас çивĕч ыйтăва татса парас тĕлĕшпе Шупашкар хула администрацийĕ мĕнле ĕçлет- ха? Çакна пĕлес тĕллевпе шăнкăравласан пире çакна пĕлтерчĕç: çĕр уйăрса панă вырăнсене инженери сечĕсемпе тивĕçтерме проект документацийĕ хатĕр, ăна экспертизăна панă. Чăн та, проекта пурнăçа кĕртмешкĕн /экспертиза витĕр ăнăçлă тухрĕ тĕк/ нумай укçа-тенкĕ кирлĕ пулĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх — 800 миллион тенкĕ ытла. Малалла вулас...

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.