Архив - 2 Мар, 2016
"Сывлăх" /Здоровье/, № 8 /875/, 02.03.2016
"Сывлăх", 8 /875/ №, 2.03.2016
Пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр
ПĔВЕР ВАЛЛИ - СĔЛĔ КĔРПИ
Сарамак /гепатит/ хыççăн пĕвере лайăхрах сывалма, çирĕпленме пулăшакан рецепт пур. Сĕлĕ кĕрпинчен сиплĕ шĕвек хатĕрлемелле.
Виçĕ литр банкине виççĕмĕш пайĕ таран лайăх çуса авăртнă сĕлĕ кĕрпи тултармалла. Вĕренĕ кăшт ăшăрах шыв туллиех мар ямалла. Йÿçĕтме çур стакан кефир е пĕр татăк ыраш çăкăрĕ хушмалла. Е çур стакан тăпăрчă шывĕ ярсан та лайăх. Банкăна çăтă хупса ăшă вырăна лартмалла.
ПУТЕНЕ ÇĂМАРТИ: ЧĔРРИ, ПĔÇЕРНИ
Путене çăмартин сиплĕ енĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа пама ыйтса темиçе çыру та килчĕ. Вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе Н.Бажукова фитотерапевт сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр.
Сăмах май, путене çăмартине пÿлĕм температуринче 30 кун таран упрама юрать. Унăн усăллă енĕсем:
СИЕНЛĔ ЙĂЛАРАН СИВĔНЕСЧĔ
Сигаретран сивĕнес тесе тем пек ĕмĕтленсен те хăшĕсем ниепле те туртма пăрахаймаççĕ. Çак лару-тăрура мĕн тумалла-ха? Ÿсен-тăран пулăшăвĕпе усă курмалла. Витĕмĕ пулатех.
Шурлăх аирĕ
Аир тымарĕ табакпа хутăшсан хăстарма пултарать. Унăн сиплев витĕмĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ. Аирпа ытти ÿсен-тăранпа пĕрле усă курсан лайăхрах. Тĕслĕхрен, пĕтнĕкпе /мята/, матрÿшкепе /душица/, мелиссапа.
ВĔСЕНЧЕН ХĂШНЕ ХЫВНĂ?
Хĕрача час-часах ашшĕ тĕслĕ, арçын ача амăшĕ тĕслĕ пулать теççĕ. Генетиксем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ха? Е.Бугрова генетик ку çирĕплетÿ аллă процент таран кăна тĕрĕс пулма пултарнине палăртать.
Пĕр енчен кăна
Чăн та, арçын ачасем час-часах амăшне хываççĕ. Вĕсене пĕртен-пĕр Х-хромосома кăна /амăшĕнчен/ куçать. Çак хромосома сăн-сăпатшăн - куç харшисен, пит формишĕн, ÿт тĕсĕшĕн - яваплă. Хĕрачасен лару-тăру урăхларах. Вĕсене ашшĕнчен тата амăшĕнчен пĕрер Х-хромосома куçать. Çавăнпа хĕрачасем амăшĕ тĕслĕ те, ашшĕ тĕслĕ те пулма пултараççĕ.
ПУШ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?
Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕнĕ уйăх пулать тата çак кун хĕвел тĕксĕмленет. Ку пирĕн тăрăхра курăнмасть-ха, анчах çак кун чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче лăпкă пулни, типĕ тытни вырăнлă. Малаллахи кунсенче, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен, уйăх хушăнса пынă тапхăрта, сывлăха çирĕплетме кашни кун уçăлса çÿремелле, сывлав гимнастики тумалла. Уйăх вĕçĕ тасатакан процедурăсем тума меллĕ.
Сурăх Овен