Комментировать

2 Мар, 2016

ПУШ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

Пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче çĕнĕ уйăх пулать тата çак кун хĕвел тĕксĕмленет. Ку пирĕн тăрăхра курăнмасть-ха, анчах çак кун чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче лăпкă пулни, типĕ тытни вырăнлă. Малаллахи кунсенче, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕччен, уйăх хушăнса пынă тапхăрта, сывлăха çирĕплетме кашни кун уçăлса çÿремелле, сывлав гимнастики тумалла. Уйăх вĕçĕ тасатакан процедурăсем тума меллĕ.

Сурăх Овен

Пуш уйăхĕнче вĕсен пур енĕпе те виçеллĕ пулмалла. Ытла активлă пулма хăтлансан сывлăх хавшама пултарать. Ытларах канмалла, вăй-хал ĕçне ÿт-пĕве çемçетекен массажпа улăштармалла. Çак тапхăрта сигарет, алкоголь пирки пачах манмалла. Лăпланма хими препарачĕсем мар, курăк чейĕсем ĕçни усăллă. Виçеллĕ пурнăç йĕрки Сурăхсене пуш уйăхĕн виççĕмĕш вунăкунлăхĕ тĕлне вăй-хала чылай çирĕплетме пулăшать.

Вăкăр Телец

Пуш уйăхĕнче Вăкăрсем - чăн-чăн оптимистсем, çапла пулма вĕсене тусĕсемпе, ĕçтешĕсемпе час-часах хутшăнни витĕм кÿрет. Анчах сывлăхĕ хавшас хăрушлăх та пур. Тухтăрсенчен пулăшу ыйтма тивни çанталăка шута илмесĕр тумланни е тăвансемпе туссене кÿренсе пурăннипе çыхăнма пултарать.

Йĕкĕреш Близнецы

Çуркунне пуçланни вĕсене професси ĕç-хĕлĕнче те хастарлăха ÿстерме пулăшать. Йĕкĕрешсен энерги чылай тăкакламалли плансем нумай. Çавăнпа пысăк калориллĕ, витаминлă апатсем çимелле, гимнастика тумалла. Çак сĕнÿсене шута илмесен вĕсем ĕçре те, килте те шăнма тытăнаççĕ.

Рак

Пуш уйăхĕн пуçламăшĕ Раксемшĕн - хавшанă сывлăха çирĕплетмелли лайăх тапхăр. Вĕсем хĕвел энергине çăмăллăн та туллин йышăнаççĕ. Организм кислорода çăтас шай пысăк, Ку юн куçассине тата чĕре ĕçне лайăхлатма пулăшать. Çак уйăхра Раксен пăчă пÿлĕмре пулмасан, вĕри мунчара çăвăнмасан тĕрĕсрех.

Арăслан Лев

Пуш уйăхĕнче Арăслансен биохăвачĕ чакать. Ку вăрах чирсем вĕрĕлнин сăлтавĕ пулма пултарать. Аванах мар çак тапхăрта вĕсен çемйинче ăш-пиллĕ лару-тăру пулни, чунра лăпкăлăх хуçаланни пĕлтерĕшлĕ.

Хĕр Дева

Ĕçтешсемпе хутшăннă чухне стреслă лару-тăру сиксе тухни вĕсен пĕтĕмĕшле биохăватне сиенлĕ витĕм кÿме пултарать. Ку кăна та мар-ха, ытла та туйăмлă Хĕрсем хăйсенне çук чире те тупма, çĕнĕ йышши диетăсемпе, эмелсемпе усă курма пултараççĕ. Çавна пула организм наркăмăшланни те, ансат чир йывăрланни те пулать.

Тараса Весы

Вĕсен вăрах чирĕсемпе тимлĕрех пулмалла. Уçă сывлăшра, уйрăмах пăрĕ ирĕлме пуçланă юханшывсен, пĕвесен çыранĕсенче нумай вăхăт уçăлса çÿремелле. Тарасасемшĕн чи лайăх эмел - ирĕлекен юр шывĕн шăршипе сывлани.

Скорпион

Пуш уйăхĕнче Скорпионсем хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ. Халĕ вĕсен организмĕ уçлăх энергине темĕн чухлех йышăнма пултарать. Вĕсем хавхалануллă, хастар, лайăх шухăшласа палăртнă кирек мĕнле ĕçе те тытăнма пултараççĕ. Скорпионсен чирлеме вăхăт çук. Вĕсемшĕн шыв процедурисем, вăй-хал ĕçĕ усăллă.

Ухăçă Стрелец

Пуш уйăхĕнче Ухăçăсен организмĕ тулаш инфекцисене хирĕç вăйлах кĕрешеймест. Вĕсен ытлашши туйăмлăх тата вăй-хал кирлĕ ĕçсенчен аяккарах пулсан лайăхрах. Тутлăхлă апатланмалла, рациона витаминсемпе, микроэлементсемпе пуян çимĕçсем кĕртмелле.Ку Ухăçа уйăхăн виççĕмĕш вунăкунлăхĕ тĕлне вăй-хала ÿстерме, активлă пурăнма витĕм кÿрĕ.

Ту качаки Козерог

Ту качакисемшĕн пуш уйăхĕ - лăпкăрах вăхăт, сывлăхĕ те йĕркеллех темелле. Çапах та кăштах аманасси тата апат япăх ирĕлесси пулма пултарать. Сывлăха йĕркере тытса тăма яланах тин хатĕрленĕ вĕри апат çиме сĕнеççĕ. Чĕрĕ улма-çырлапа пахча çимĕç çимелле.

Шыв тăкан Водолей

Пуш уйăхĕнче Шыв тăкансен организмĕ апатланăва питĕ сисĕмлĕ. Вар-хырăм çулĕн ĕçне лайăхлатма рациона клетчатка нумай çимĕçсем /пахча çимĕç, улма-çырла/, пыршăлăх ĕçне йĕркелекен шĕвексем кĕртмелле. Унсăрăн организм шлаксемпе тулса ларнине пула ÿте шатра тапса тухма, пуç ыратма пултарать.

Пулă Рыбы

Пулăсемшĕн пуш уйăхĕ - сывлăха çирĕплетмелли, малашлăха энерги саппасĕ пухмалли питĕ аван уйăх. Халĕ ытти уйăхра сипленни çакăн пекех витĕм кÿмен вăрах чирсенчен те хăтăлма май пур. Анчах çакна Пулăсем тĕрлĕ уяв мероприятийĕнче /çуралнă кун, пуш уйăхĕн 8-мĕшĕ, ытти/ ытлашши хастар пулмасан кăна пурнăçа кĕртме пулать.

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.