Çулталăка пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Республикин Информаци политикин министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕнче массăллă информаци хатĕрĕсен, кĕнеке кăларас ĕç, çыхăнупа телекоммуникаци отраслĕсен аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Мероприятие ведомствăна пăхăнакан организацисен ертÿçисем, тĕрĕслесе тăракан отрасльсен тата профсоюз организацийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç.

Канашлу умĕн ЧР информаци политикин министрĕ Александр Иванов отрасльте палăрнă сотрудниксене министерствăн хисеп хучĕсене тата министрăн тав çырăвĕсене пачĕ.

Çавăн пекех Чăвашпотребсоюз председателĕн заместителĕ Ирина Яшмолкина журналистсене «Чăвашпотребсоюз - 95 çулта» конкурса хастар хутшăннăшăн тав турĕ.

Министерство IT-тех­­­­­­но­­­­­логисем енĕпе мĕнле ĕçленине министр заместителĕ Александр Сидоренко пĕтĕмлетрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Енре ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăну тытăмĕ /СМЭВ/ ăнăçлă ĕçлет. Федераци проектне ĕçе кĕртни темиçе тонна та хут перекетлеме май панă - СМЭВ пулăшнипе влаç органĕсем граждансенчен ытти орган паракан справка-документ ыйтмаççĕ.

«Цифра тĕлĕшĕнчи танмарлăха пĕтересси» проектăн пĕрремĕш тапхăрне еплерех пурнăçланипе «Ростелеком» компанин Чăваш Республикинчи филиалĕн техника директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Федоров паллаштарчĕ.

Массăллă информаци ха­тĕрĕсенчи, кĕнеке кăларас тата полиграфи ĕç-хĕлĕ çинчен министр çумĕ Юлия Стройкова каласа кăтартрĕ.

Александр Иванов министр тĕп редакторсене çамрăк кадрсемпе ĕçлемеллине, çамрăксене пултарулăх процесне явăçтармаллине палăртса çапла каларĕ: «Çитĕнекен ăрăва хаçат-журнал вулама хăнăхтарасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ, вĕсем - пирĕн пулас вулакансем. Шансах тăратăп: вулама килĕштерсен малашне çак çынсем ире çĕнĕ хаçатпа паллашнинчен пуçлĕç».

Е.ВАСИЛЬЕВА

Е.ВАСИЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.