Пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр
Шупашкар хулинчи 3-мĕш ачасен больницинче хăйĕн тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлакан опытлă специалист чылай. Вĕсен йышĕнче - клиника-диагностика лабораторийĕн заведующийĕ, пĕрремĕш квалификаци категориллĕ тухтăр В.Петровская та. Вера Леонидовна лаборатори ĕç-хĕлне медицинăри çĕнĕлĕхсене шута илсе йĕркелес тĕлĕшпе нумай тăрăшать.
Сăнÿкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.
Комментировать