ПĔВЕР ВАЛЛИ - СĔЛĔ КĔРПИ
Сарамак /гепатит/ хыççăн пĕвере лайăхрах сывалма, çирĕпленме пулăшакан рецепт пур. Сĕлĕ кĕрпинчен сиплĕ шĕвек хатĕрлемелле.
Виçĕ литр банкине виççĕмĕш пайĕ таран лайăх çуса авăртнă сĕлĕ кĕрпи тултармалла. Вĕренĕ кăшт ăшăрах шыв туллиех мар ямалла. Йÿçĕтме çур стакан кефир е пĕр татăк ыраш çăкăрĕ хушмалла. Е çур стакан тăпăрчă шывĕ ярсан та лайăх. Банкăна çăтă хупса ăшă вырăна лартмалла.
Икĕ кунран сăрăхтармалла, шĕвеке пĕчĕкрех савăта ямалла. Пĕр-икĕ кунран тĕпне çăра сий пухăнать. Ку - сĕлĕ кĕселĕн концентрачĕ. Ăна уйрăм савăтпа холодильнике лартмалла. Юхтарса илнĕ çиелти шĕвекне тепĕр савăтпа упрамалла.
Унтан 2-3 апат кашăкĕ концентрата ярса илнĕ 2 стакан шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле, пăтратсах тăмалла. 5 минутран кăштах тип çу, укроп çеçки, петрушка çулçи е ытти ешĕл хушмалла. Апат тăварĕпе усă курмасан тĕрĕсрех. Ăна тинĕс тăварĕпе улăштарсан е тăвар пачах ямасан лайăх. Çак кĕсел йÿçекрех туйăнсан ăна ахаль шывпа хатĕрлеме юрать.
Кĕселе кашни ирхи апата çуршар стакан нумай вăхăт ĕçмелле. Вăл питĕ тутлăхлă, ун хыççăн 2-4 сехет нимĕн те çиес килмест.
Шута илме: концентрата холодильникре виçĕ эрнерен ытла упрамалла мар.
Комментировать