Тăван кĕтесре хĕвел те çутăрах, е Аякра вĕренекен çамрăксене кĕтсе илейĕпĕр-и?

2 Пуш, 2016

Вĕренÿ тытăмне патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене кĕртиччен çĕршывăн чи сумлă заведенийĕсене провинци яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕ йышлăнах лекеймен. Чăваш Ен çамрăкĕсене илес пулсан - çулсерен выпускниксен 5 проценчĕ кăна аякри вузсене вĕренме кĕрейнĕ. Юлашки 10 çулта вара ку кăтарту вăтамран 30 процентпа танлашать. Пĕр енчен - хĕпĕртемелли сăлтав-ха çакă: тинех пысăк хуласенчен инçетре те пултаруллă çамрăксем чылаййине кирек кам та ĕненет. Çав вăхăтрах пăшăрханмалли сăлтав та сиксе тухать: тĕнченелле «чÿрече уçса» ăсталăх пухнă, специальноç илнĕ йыш хамăрăн региона таврăнасса кĕтсе илейĕпĕр-и?

Пĕртен-пĕр Чăваш Ене кăна мар, пирĕнешкел пысăках мар кирек хăш региона та шухăша яракан ыйту ку паян. Çивĕчлĕхе сирес çулĕ-майĕ вара - кашни хутлăхăн хăйĕн. Пирĕн республика влаçĕн те пуçламăш утăмĕсем пур: физика, математика экзаменĕсенче пысăк балл пухнă, хамăр патри аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ çамрăксене ятарлă стипенди хушса параççĕ.

Ÿркенмен ăста пулнă

Малашлăхшăн пăшăрханса мĕн тусан аван­рах-ха çапах та: отличниксем вырăнти аслă шкулсене суйлаччăр тесе вĕсене тивĕçтерекен условисем йĕркелесен е ăнтăлуллă çамрăк валли мĕн пур çула уçса вăл çĕршывăн чаплă вĕренÿ заведенийĕнчен таврăнасса шанса кĕтсен? Ахăртнех, ăста специалистсене хамăрăн вузсенчех хатĕрлесен - шанчăклăрах. Анчах Чăваш Енри аслă шкултан вĕренсе тухнă кашни хĕр-каччă тăван республикăрах ĕçлеме юласси те иккĕлентерет. Чăн та, тĕллевлĕн вĕренме янă çамрăксене шута илмесен.

Тĕллевлĕ вĕрентÿ тенĕрен, пирĕн тăрăхри аслă шкул тытăмĕнче ку ен анлăлансах пырать. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров каланă тăрăх - юлашки çулсенче предприяти-организаци сĕннипе вĕренме кĕнисен шучĕ ÿссе пырать: 2010 çулта вуз кăнтăрлахи уйрăма кунашкал 30 студента вĕренме илнĕ пулсан 2015 çулта - 150 çамрăка.

Паллă ĕнтĕ: хальхи вăхăтра тĕллевлĕ вĕрентĕве ытларах техника специальноçĕсене алла илекен çамрăксем тĕлĕшпе пуçараççĕ. Дипломлă специалистсем ку е вăл предприятишĕн чăннипех ăста ĕçчен пулччăр тесе вĕрентсе хатĕрлес ĕçе çĕршыври сумлă вузсене те явăçтарасси практикăна кĕрсе пырать. Акă, сăмахран, хальхи вăхăтра республикăра «Трактор завочĕсем» концерн сĕннипе хута кайнă тăватă енлĕ килĕшÿ вăйра: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, Бауман ячĕллĕ Мускав патшалăх техника университечĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ тата асăннă концерн пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Çуралнă кĕтесрен аякка каймасăрах тĕнче шайĕнчи лайăх специалист хатĕрлемелли меслетсенчен пĕри мар-и ку?

Хăшпĕр чухне çакна асăрхама тивет: вырăнти аслă шкулсем паракан пĕлÿ шайĕ пирки ытлашши тиркешетпĕр. Кунашкал шухăш яланах чăнлăхпа килĕшсе тăманнине иртнĕ çул вĕçĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра çамрăксен ĕçе вырнаçассипе çыхăннă майĕсем тавра ирттернĕ «çавра сĕтел» вăхăтĕнче тепĕр хут ĕнентĕм. Асăннă университет электротехниксене çÿллĕ шайра хатĕрленине темиçе предприяти ертÿçи те çирĕплетрĕ ун чухне. Çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнче ку отрасле аталантарса пыракансен йышĕнче пирĕн выпускниксем чылаййăн пулнине палăртрĕç. Кăмăллă çак саманта та палăртса хăварас килет: çуллен студентсене практикăна йышлăн илекен «Бреслер» фирма ЧПУра вĕренекен çамрăксене пысăка хурса хаклать, çавна май чылайăшне малтанхи курссенчех ĕç сĕнет. Çапла ку пĕрлешÿре ĕçченсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ - студентсем. Эппин, паянхи кун юрăхлă инженер пулас тесен Мускаври аслă шкулсенех çул хывмалла, унсăрăн инновацисем çинче никĕсленнĕ оборудованисемпе кăна ĕçлекен сумлă предприятие ĕçлеме илмĕç тени - ÿстерсе калани.

Ăçталла çул тытаççĕ?

Апла-и, капла-и - Чăваш Енре шкулпа сывпуллашакансен йышĕнче пĕлĕве республика тулашĕнче тарăнлатакансен шучĕ çулсерен ÿссех пырать. Выпускниксем çак тĕллевпе суйлакан хуласен географийĕ анлăланни те палăрать: ППЭ кăтартăвĕсемпе çамрăк çын çĕршывăн кирек хăш регионĕнчи заведение те вĕренме кĕмешкĕн пултарать-çке. Заявление харăсах пилĕк вуза, вĕсенчи виçĕ специальноçпа памашкăн ирĕк пурри те - аслă шкула кĕрес шанăçа ÿстерекен услови.

Пуринчен ытла чăваш хĕрĕ-каччи хăш хуласене каять-ха? Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттерме тытăннăранпах нумайăшĕ Мускав, Питĕр, Чулхула, Хусан заведенийĕсене суйлать. ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви çумĕнчи вĕренÿ программисен мониторингĕн центрĕ пĕлтернĕ тăрăх - юлашки пилĕк çулта патшалăх ыйтăвне кура приоритетсем улшăнаççĕ. Калăпăр, çар профессийĕсене вĕренес текен çултан-çул йышланать. Çакă çĕршыв политикинче çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассине пысăк пĕлтерĕш уйăрнипе çыхăнни куçкĕрет.

2015 çулта Чăваш Енри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчен вĕренсе тухнисен 13 проценчĕ Мускаври аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ /танлаштарма: 2014 çулта - 11,6 процент/. Ытларахăшĕ «экономика тата управлени» специальноçа суйланă. «Информатика тата шутласа кăлармалли техника» ушкăнрисем - иккĕмĕш вырăнта. Ун хыççăн суйланă специальноçсен рейтингĕнче - «юриспруденци тата правăна хÿтĕлекен органсем». Физика-математика наукисем - тăваттăмĕш вырăнта.

Пĕлтĕрхи выпускниксен йышĕнче Питĕрти вузсене каякансен шучĕ, маларахри çулсенчипе танлаштарсан, сахалрах. Ахăртнех, ку экономика кризисĕпе тÿрремĕн çыхăннă: Тутарстана, Чăваш Енпе кÿршĕллĕ региона, кайма-килме, тем тесен те, тăкак сахалрах. Питĕрте ентешсем сывлăх сыхлавĕн специальноçĕсемпе ытлараххăн вĕренеççĕ. Ун хыççăн пĕлтĕрхи выпускниксем йышлăн суйланă специальноçсем - экономика, информатика, энергетика.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче кашни предметпа 80 балран кая мар пухакан выпускник хăйĕн телейне республика тулашĕнчи сумлă вузсенче шыраса пăхатех - кун пирки иккĕленÿ çук. Эппин, чи пултаруллисемпе тарăн ăслисем - каяççĕ. Пĕр вырнаçсан тăван тăрăха таврăнасси... Паллах, пурне те пĕр калăппа виçме çук: теприсем аякра чухне хăйсемшĕн тăван çĕрех çывăх пулнине ăнланса пĕр тăхтамасăр çуралнă-ÿснĕ хутлăха çул тытаççĕ. Пурнăçра йăлтах укçа-тенкĕпе виçме çуккине ăнланаççĕ унашкаллисем /мегаполисра пайталлă ĕçе вырнаçма çăмăлрах-çке, çавна шута илсе калатăп/.

Ыттисем вара?.. Мĕнпе илĕртсе тавăрма май пур вĕсене хамăрăн тăрăха? Çамрăк специалиста ура çине тăма пулăшакан хушма укçапа /ĕлĕкрех пулнă «под<емнăй» асăма килет/, пурăнмалли кĕтес туянмалли çăмăллăхсемпе /«Земство тухтăрĕ» йышши программа хăйĕн «çимĕçне» кÿрĕ те-и тен?/ карьера пусмипе хăвăрт çĕкленме май паракан уйрăм условисемпе е...? Эффективлă сĕнÿсенчен пĕрне аякра пĕлÿ пухакан ентешсем хăйсемех параççĕ: çамрăк специалистсем валли технопарк тумалла. Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представительстви Мускаври тата ун хутлăхĕнчи вузсенче вĕренекен чăваш студенчĕсемпе ирттернĕ тĕлпулура янăранă шухăш ку. Тен, чи маттуррисене тăван тăрăхах тавăрас тесен шута илмелле ăна республика ертÿлĕхĕн?

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.