СИЕНЛĔ ЙĂЛАРАН СИВĔНЕСЧĔ

2 Мар, 2016

Сигаретран сивĕнес тесе тем пек ĕмĕтленсен те хăшĕсем ниепле те туртма пăрахаймаççĕ. Çак лару-тăрура мĕн тумалла-ха? Ÿсен-тăран пулăшăвĕпе усă курмалла. Витĕмĕ пулатех.

Шурлăх аирĕ

Аир тымарĕ табакпа хутăшсан хăстарма пултарать. Унăн сиплев витĕмĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та ĕнтĕ. Аирпа ытти ÿсен-тăранпа пĕрле усă курсан лайăхрах. Тĕслĕхрен, пĕтнĕкпе /мята/, матрÿшкепе /душица/, мелиссапа.

2 чей кашăкĕ типĕ пĕтнĕке 1 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ аир тымарĕпе хутăштармалла, термосри тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Туртас килме пуçласанах шĕвекпе çăвара чÿхемелле.

Унсăр пуçне сигарет хыпас умĕн чĕрĕ е типĕ аир тымарне чăмлани те туртас килнине ирттерет.

Çĕлен тымарĕ

Усăллă тепĕр тымар - çĕлен тымарĕ /горец змеиный, змеевик/. Унăн шĕвекĕ туртас килнине ирттернипе пĕрлех организмран наркăмăшсене, тăварсене, йывăр металсен хутăшĕсене кăларать.

1 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чĕртавара 1 стакан сивĕ шыва ямалла, вĕрекен шыв мунчине çур сехете лартмалла. Унтан сăрăхтармалла, сивĕтмелле. Кунне 3 хут апатчен çур сехет маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле.

Унсăр пуçне çак шĕвекпе çăвара туртас умĕн чÿхесен икĕ эрнеренех сигарет йĕрĕнтерме пуçлать.

Сĕлĕ аван

1 стакан таса сĕлле 1 литр сивĕ шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче пĕр сехет пĕçермелле. Унтан сĕлле лайăх тÿмелле, сăрăхтармалла. Шĕвеке хăçан апатланнине пăхмасăр кун тăршшĕпех ĕçмелле.

Ухмах йывăççи

Табак туртăмне чакаракан курăксемпе пĕрлех манкана çемçетсе кăларакан курăксемпе те усă курмалла. Ку тĕлĕшпе ухмах йывăççи /багульник болотный/ усăллă. Ăна пĕр виçепе сар çип утипе /зверобой/ хутăштарсан лайăх. 2 апат кашăкĕ типĕ курăксен пуххине çур литр сивĕ шыва ямалла, вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. 3 сехетрен сăрăхтармалла. Виçĕ сăтăрккăпа, апатчен çур сехет маларах, пĕр кунра ĕçсе ямалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.