ВĔСЕНЧЕН ХĂШНЕ ХЫВНĂ?
Хĕрача час-часах ашшĕ тĕслĕ, арçын ача амăшĕ тĕслĕ пулать теççĕ. Генетиксем кун пирки мĕн шухăшлаççĕ-ха? Е.Бугрова генетик ку çирĕплетÿ аллă процент таран кăна тĕрĕс пулма пултарнине палăртать.
Пĕр енчен кăна
Чăн та, арçын ачасем час-часах амăшне хываççĕ. Вĕсене пĕртен-пĕр Х-хромосома кăна /амăшĕнчен/ куçать. Çак хромосома сăн-сăпатшăн - куç харшисен, пит формишĕн, ÿт тĕсĕшĕн - яваплă. Хĕрачасен лару-тăру урăхларах. Вĕсене ашшĕнчен тата амăшĕнчен пĕрер Х-хромосома куçать. Çавăнпа хĕрачасем амăшĕ тĕслĕ те, ашшĕ тĕслĕ те пулма пултараççĕ.
Куçĕ хăмăр е кăвак?
- Кăвак куç генĕ - вăйсăр. Ача ашшĕ-амăшĕнчен пĕринчен - кăвак куç генĕ, тепринчен хăмăр куç генĕ илсен унăн куçĕ хăмăр пулать. Хăмăр куçлă мăшăрсен кăвак куçлă ача çуралас шанăç - тăваттăран пĕрре. Теори тĕлĕшĕнчен илсен кăвак куçлă ашшĕ-амăшĕн хăмăр куçлă ача çуралма пултараймасть, ку тĕлĕнмелле сахал тĕл пулать.
- Хăмăр куçлă, "мăйăр” тĕслĕ, сарăрах хăмăр куçлă çынсен ачисем кăвак куçлă пулма пултараççĕ-ха, анчах тăтăшрах хăмăр куçлисем çуралаççĕ.
- Сăрăрах кăвак е кăвак куçлă мăшăрсен ачисен куçĕ те ытларах хăйсенни тĕслĕ пулать.
Çÿçĕ тÿрĕ е кăтра?
Амăшĕпе ашшĕ çутă çÿçлĕ пулсан ачин те çаплах. Енчен те вĕсенчен пĕри хура çÿçлĕ, тепри сарă çÿçлĕ пулсан ача хура е тĕксĕмрех çÿçлĕ çуралать. Сăмах май, тухăç славянсен ачисем çутăрах çÿçлĕ пулма та пултараççĕ, 10-12 çулсем тĕлне кăна вĕсен çÿçне яланлăх тĕс çапать. Ашшĕ-амăшĕнчен пĕри те пулин кăтра-тăк ачи те кăтра çураласса кĕтме май пур.
Сăмсипе хăлхи
Ашшĕ-амăшĕнчен пĕрин сăмси пысăк та курпунлă чухне ачин те çакăн пек сăмса пулать. Ашшĕн е амăшĕн янахĕ путăклă е хăлхи пысăк пулсан ку ачана та куçма пултарать.
Пĕчĕк е пысăк?
Ÿссен ача мĕн çÿллĕш пулассине малтанах палăртма йывăр. Тавралăх питĕ пысăк витĕм кÿрет: апатлану та, мĕнпе чирлени те... Ачалăхра лайăх апатлансан, нумай хускалсан, кирлĕ чухлĕ çывăрсан, шăмăсем уйрăмах активлă ÿснĕ чухне апатран кальци çителĕклĕ илсен вăл пысăк мар ашшĕ-амăшĕнчен çÿллĕрех пулас шанăç пысăк.