Архив - Фев 2016

февраль 11th

11 Фев, 2016

Çемçе чунлă Оля пурне те пулăшма хатĕр

Тăххăрмĕш класра вĕренекен Оля Алексеева ĕçчен те ăста хĕр-упраç. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, шкулти пĕр уяв та, мероприяти те унсăр иртмест-çке. Вăл кашнинчех Марина тусĕпе пĕрле ертÿçĕ тивĕçне пурнăçлать. Вĕрентекенсен шанчăкне те тÿрре кăларма тăрăшать пике - яланах вĕсене пулăшма васкать. Тантăшĕсемпе те çаплах.

11 Фев, 2016

Юрлăр, ташлăр, савăнăр!

Илемлĕ те янăравлă сасăллă пулас килет-и? Сирĕн валли пĕр сĕнÿ пур - юрламалла. Шÿт мар ку, чăнласах çапла. «Сăмах чĕнме те юрамасть пулсан мĕн тума кирлĕ сас?» - тенĕ Петĕр Эйзинăн пĕр сăввинче. Сăмах чĕнмесен, юрă юрламасан сасă пĕтсех пырать, ăна та аталантармалла вĕт-ха. Юрă вара - чи лайăх меслет.

11 Фев, 2016

Вуласан çырас та килет

Мăн Вылă шкулĕнче хăвăрт чупас тата утас енĕпе кам маттур? Кунта ĕçлекенсем тÿрех хăйсен тăрăшуллă вĕренекенне палăртрĕç - саккăрмĕшĕнчи Марина Федорова. Лайăх вĕренет вăл, район ăмăртăвĕсене хутшăнса мала тухать. Физкультура олимпиадинче те иккĕмĕш вырăн йышăннă.

11 Фев, 2016

Çирĕп çан-çурăмлă ÿсни паха

Вунпĕрмĕш класри Леня Никифоров - кĕçĕнрех тусĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Сăпайлă та тăрăшуллăскер вĕренÿре те аван ĕлкĕрет, спортпа та туслă. Типтерлĕскере вĕрентекенĕсем тăтăшах мухтаççĕ.

11 Фев, 2016

Путин пек пуласчĕ!

- Пурнăçра туслăх - чи пĕлтерĕшли. Юлташ нумай пулни питĕ аван. Хамăрăн та чăн-чăн тус пулма пĕлмелле. Çавăнпа яланах савăнăçлă, тăрăшуллă, çивĕч ăс-тăнлă пулмалла, - тет йăл кулăпа çиçекен Владислав Михайлов.

11 Фев, 2016

«Хумлă Атăл» чуна хумхантарать

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Михаил Мерченĕн «Хумлă Атăл» /тиражĕ - 1000 экземпляр, редакторĕ - М.З. Захаров, ÿнерçи - М.Д. Давлятшин/ романĕ пичетленсе тухрĕ. Ку авторăн саккăрмĕш кăларăмĕ. Кашни çĕнĕ кĕнеке кун çути курни - çурхи ăшă кун ирхи тĕтре витĕр ем-ешĕл улăхра тата тепĕр чечек шăтса тухнипе пĕрех.

11 Фев, 2016

Амăшĕпе ывăлĕсем

Вырăс хĕрарăмĕ Епистиния Федоровна Степанова хăй пурнăçĕнче чылай хура-шур курнă. Унăн тăхăр ывăлĕ вăрçăра вилнĕ.

Краснодар тăрăхĕнче çут тĕнчене килнĕскер мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. Кубаньре хур-кăвакал кĕтĕвне кĕтнĕ. Çĕр ĕçĕнчен те ютшăнман. Пулас мăшăрĕпе, Михаил Николаевичпа, хăйне çураçма килсен çеç паллашнă.

11 Фев, 2016

Чĕрен иккĕмĕш çуррине мĕнле тупмалла?

Философ панулмие алла илчĕ, ăна çавăркаласа пăха-пăха тарăн шухăшлăн калаçма пуçларĕ:

- Çынсем хăйсен чĕрисем панулми евĕр тесе шухăшлаççĕ.

- Мĕнле майпа? - кăсăк-ланчĕ Вĕренекен.

- Тĕрĕсрех каласан, панулми çурри пек, - тÿрлетрĕ Философ. - Ак çапларах, - Вăл панулмие икке пайларĕ те сĕтел çине хучĕ.

11 Фев, 2016

"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 5 /854/ №, 11.02.2016

11 Фев, 2016

Калчана лайăх çутă кирлĕ

Çуркунне иртерех пахчана куçарса лартмалли тата çимĕç париччен вăрах аталанакан ÿсен-тăран вăрлăхне нарăс вĕçĕнче е пуш уйăхĕн пуçламăшĕнчех калча тума акатпăр. Акнă вăрлăх шăтнă хыççăн лайăхрах аталанма çутă кирлĕ. Анчах нарăс уйăхĕнче кун тăршшĕ вăрăмах мар. Эппин, ÿсен-тăрана çутă çитмест. Кун пек чухне калча имшер ÿсет, çутă енне туртăнса вăрăмланса каять.

Страницы