Юрлăр, ташлăр, савăнăр!

11 Фев, 2016

Илемлĕ те янăравлă сасăллă пулас килет-и? Сирĕн валли пĕр сĕнÿ пур - юрламалла. Шÿт мар ку, чăнласах çапла. «Сăмах чĕнме те юрамасть пулсан мĕн тума кирлĕ сас?» - тенĕ Петĕр Эйзинăн пĕр сăввинче. Сăмах чĕнмесен, юрă юрламасан сасă пĕтсех пырать, ăна та аталантармалла вĕт-ха. Юрă вара - чи лайăх меслет. Пирĕн асатте-асаннесем юрăсăр пĕр кун та пурăнайман тесен йăнăш пулмĕ. Чунри ыратăва та тÿссе ирттерме пулăшать вăл, савăнăçа тата пысăклатать. Юрă тусĕ - ташă - çакна вăйлатать çеç. Шухăшласа пăхăр кăна, юрă тата ташă пĕрле мĕн тери хăватлă!

Çапларах шухăшсем килчĕç пиллĕкмĕш класри Валерия Козловăпа, Алена Шатаевăпа тата тăваттăмĕшĕнчи Анастасия Андачковăпа паллашсан. Вĕсен сасси те илемлĕ, утти те çăмăл. Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ пай - хаваслăх - сисĕнет çак маттур та пултаруллă хĕрачасенче. Концертсенче тăтăшах пĕрле юрлаççĕ вĕсем, ташлаççĕ. Ытти çĕрте те хастар.

Лера сăвва илемлĕ вулама юратать. Элĕкре иртекен конкурссенче çак енĕпе икĕ хутчен палăрнă. Унта К.Ивановпа С.Есенин сăввисене вуланă вăл.

- Юрласси мана аннерен куçнă пуль, - тет хĕрача. - Килте пĕрмаях юрлать вăл, çакна пурте хăнăхнă ĕнтĕ. Тăвансенчен те юрă шăрантаракан сахал мар.

Лерăн амăшĕ фермăра ĕçлет. Çавăнпа хĕрача кил тĕрĕшри ĕçсене çăмăллатма пачах ÿркенмест. Ĕне сăвать, выльăх пăхать, йăмăкне те куçран вĕçертмест. Вĕренÿре те питĕ аван ĕлкĕрсе пырать.

Настьăн амăшĕ вара - библиотекарь. Çавăнпа хĕрне мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслаштарнă, юрра-ташша та вăлах хăнăхтарнă. Унсăр пуçне хĕрача ÿкерме те юратать, конкурссене хутшăнать. Маттурскер ÿссе çитсен кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленет.

- Мана анне çинчен çырнă юрăсем ытларах килĕшеççĕ. Вĕсем темшĕн чĕрене çывăхрах, - чунне уçать Алена та. Сăмах май, вăл та юрра-ташша амăшĕнчен вĕреннĕ.

Маттур та пултаруллă хĕрачасем сире те, вулаканăмăрсем, юрласа та ташласа кăна пурăнма ырă сунаççĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Элĕк районĕ,

Мăн Вылă шкулĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.