Çемçе чунлă Оля пурне те пулăшма хатĕр
Тăххăрмĕш класра вĕренекен Оля Алексеева ĕçчен те ăста хĕр-упраç. Мĕншĕн тетĕр-и? Ара, шкулти пĕр уяв та, мероприяти те унсăр иртмест-çке. Вăл кашнинчех Марина тусĕпе пĕрле ертÿçĕ тивĕçне пурнăçлать. Вĕрентекенсен шанчăкне те тÿрре кăларма тăрăшать пике - яланах вĕсене пулăшма васкать. Тантăшĕсемпе те çаплах. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупаять вăл, пуринпе те кăмăллăн калаçать.
- Оля манăн «сылтăм алă» пекех.
Яваплă, тÿрĕ кăмăллă, ÿркенмен хĕр-упраç вăл. Шкулти музее йĕркелеме, мероприятисене хатĕр-ленме яланах пулăшать, - мухтать маттурскере чăваш чĕлхипе литература предмечĕсене вĕрентекен Ираида Николаевна Филимонова.
Уяв ертÿçин тивĕçĕ-сене пурнăçламашкăн мĕнле хăнăхнине ăшă йăл кулăпа аса илет пике.
- Малтанах сцена çине тухса çын умĕнче калаçасси питĕ хăрататчĕ, чĕркуççисем те чĕтретчĕç пăлханнипе. Халĕ ун пек мар. Майĕпен хăнăхса пыратăп пуль, - каласа парать вăл. Çак хăйне евĕр интереслĕ ĕç унăн чун киленĕçĕ пулса тăнине те пытармарĕ. Ертÿçĕ пулма питĕ килĕшет-мĕн Ольăна. Çакă малашнехи пурнăçра кирлĕ пулассинче те иккĕленмест вăл.
- Халĕ эпĕ концертсемпе уявсенче сцена çинче калаçатăп, кайран пысăк хулана куçса кайсан ку мана кулленхи пурнăçра та пулăшма пултарĕ тесе шухăшлатăп. Çынсемпе хутшăнма, çĕнĕ юлташсемпе паллашма тата ытти çĕрте те çак ен кирлĕ-çке, - палăртать мал ĕмĕтлĕскер. - Унсăр пуçне вĕрентекенсене те мероприятисенче кăштах çăмăллăх кÿрес килет, вĕсем пире яланах пулăшаççĕ.
Обществăлла ĕçсенче те, вĕренÿре те хастарскер тĕпчев ĕçĕсене хутшăнма кăмăлланине те хаваспах пĕлтерчĕ. Ял историне тĕпчесе çырнă ĕçпе респуб-лика конкурсĕнче те тупăшса палăрнă вăл.
Аслă класра ăс пухаканскерĕн халĕ, малтанхипе танлаштарсан пушă вăхăт сахалтарах. Анчах вăл тупăнсан Ольăн алă усса ларас йăла çук - вăл тÿрех тĕрлеме, çыхма ларать е вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ япала ăсталать. Кил-çурта тирпей-илем кÿрет, выльăхсене те пăхма ĕлкĕрет. Кил-тĕрĕшре ĕç яланах тупăнса пырать-çке. Кирек мĕнле ĕç те ăста алăллăскерĕн йĕркеллĕ те типтерлĕ пулса тухать.
Юлташĕсем те Ольăна ыркăмăллăхĕпе çемçе чунĕшĕн, ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхĕшĕн хаклаççĕ. Чылайăшĕ унпа чуна уçса калаçма хатĕр.
- Ольăпа калаçсан чун канать. Вăл çын хуйхине ăнланма, туйма пĕлет. Амăшĕпе ашшĕ те вĕсен çавăн пек - питех те ырă çынсем. Ачисем çывăх çыннисене хывнă ĕнтĕ. Кĕçĕн çулхисем Оля патне яланах туртăнаççĕ, юратаççĕ ăна. Хăй те кашнинех лăпкама хатĕр. Ун пек çынсем хальхи саманара сахал пуль. Хамăн ача пекех туятăп ăна, канăç паман ыйтусене те сÿтсе яватпăр пĕрле, - терĕ Ираида Николаевна маттур вĕренекенне ăшшăн çупăрланă май.
Нина ЦАРЫГИНА.
Çĕрпÿ районĕ,
Ямаш шкулĕ.
Комментировать