Архив - Янв 2016
январь 15th
"Хресчен сасси" 1 /2588/ №. 15.01.2015
Çĕр - тĕп пуянлăх
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район-хула муниципалитет пĕрлĕхĕсен, ял-хула тăрăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
Михаил Васильевич пухăннисене 2016 çула кĕнĕ ятпа саламланă май, пĕлтĕр тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те республикăра пурăнакансемшĕн тăрăшса вăй хума сĕннĕ.
Пурнăç хÿри пăрăнăç
Чунпа, ăс-хакăлпа пуян пулар
Пĕрлĕхре - вăй
Сисĕнмесĕр тепĕр çулталăк хыçа юлчĕ. Акă 2016 çула кĕтĕмĕр. Паллах, ыррине çеç кĕтетпĕр унран. Тăнăç пурнăçпа, çирĕп сывлăхпа пурăнасчĕ. Сывлăх пулсан ача-пăча та çуралĕ, картиш выльăх-чĕрлĕхпе тулĕ, кĕлет тулли тыр-пул пулĕ. Апла пулсан ял та аталанĕ. Эпир, калем ăстисем, сирĕн çитĕнÿсем пирки çырсах тăрăпăр. Ялтан яла çÿресе маттур, ĕçчен, пултаруллă çынсемпе паллашăпăр. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ пирки хаçатра çырса кăтартăпăр. Паллах, кăларăма интереслĕ тума пире общество корреспонденчĕсем те чылай пулăшаççĕ. Вĕсене вара ятран асăнса тав сăмахĕ калас килет.
Çитĕнÿсем куç умĕнче
Патăрьел районĕнчи Ишлĕ шкулĕ йĕркеленнĕренпе 120 çул çитни кунти тăрăхшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Истори страницине уçса вулас пулсан ял 1634 çулсенче никĕсленнĕ, пĕлÿ вучахĕ тепĕр 260 çул иртсен тин ялкăшма тытăннă. Ăна Шетмĕ çынни Сергей Тимофеев ?ялти пĕртен-пĕр вĕреннĕ çын% пуçарса янă. 1895 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Пăва уесĕн Мăрат вулăсĕнчи чиновниксемпе килĕшÿ туса хăйĕн пахчинчи пысăках мар çуртра ачасене хутла вĕрентме пуçланă. Арăмĕ, Евгения, хуçалăха тÿлевсĕрех тирпейлесе тăнă.
Кавир ташши
Симĕс тумлă тавралăх, çепĕç кулăллă ăшă хĕвел кашнинех уçă сывлăша чĕнеççĕ. Епле килте ларăн-ха çут çанталăк асамлăхĕпе кăмăлтан киленме май пур чухне!
Хула урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи сак çинчен ахальтен мар ĕнтĕ çын татăлмасть. Акă халĕ те унта пĕр-пĕрне лайăх паллакансем туслăн калаçса лараççĕ.
- Пахчара морковь, укроп акрăмăр, кайран картошка, сухан лартрăмăр. Питĕ хĕпĕртерĕм-ха тухăçлă ĕçленĕшĕн. Ара, молодежсем нумайăн пынă та харăссăн кар тăрсах кĕшĕлтетрĕмĕр, - кăмăллăн пĕлтерет утмăла çывхаракан Хеврунь.
«Хыпар» 3-4 (26913-26914) №№. 15.01.2016
Хаçат-журнал пулнă, пур, пулĕ!
Пирĕн кăларăмсене яланхиллех кĕтеççĕ
Пичет кунĕ массăллă информаци пур хатĕрне те пырса тивет пулин те унăн историйĕ çĕршывăмăрта пĕрремĕш хаçат тухма пуçланипе çыхăннă. Самана тĕрлĕ çĕнĕлĕхе çул парса пынă май халăха хыпарлавпа тивĕçтерессин майĕ-меслечĕ йышлансах пырать, çапах асăннă уявра чи сумлă вырăнта хаçатах пулса юлать.
Страницы
- « первая
- ‹ предыдущая
- …
- 14
- 15
- 16
- 17
- 18
- 19
- 20
- 21
- 22
- …
- следующая ›
- последняя »