Кавир ташши

15 Кăрлач, 2016

Симĕс тумлă тавралăх, çепĕç кулăллă ăшă хĕвел кашнинех уçă сывлăша чĕнеççĕ. Епле килте ларăн-ха çут çанталăк асамлăхĕпе кăмăлтан киленме май пур чухне!

Хула урамĕнчи нумай хваттерлĕ çурт умĕнчи сак çинчен ахальтен мар ĕнтĕ çын татăлмасть. Акă халĕ те унта пĕр-пĕрне лайăх паллакансем туслăн калаçса лараççĕ.

- Пахчара морковь, укроп акрăмăр, кайран картошка, сухан лартрăмăр. Питĕ хĕпĕртерĕм-ха тухăçлă ĕçленĕшĕн. Ара, молодежсем нумайăн пынă та харăссăн кар тăрсах кĕшĕлтетрĕмĕр, - кăмăллăн пĕлтерет утмăла çывхаракан Хеврунь.

- Уçăлма тухрăр-и? - хулăн сасă илтĕнчĕ çав самантра. Унта хура уссиллĕ, патвар хул-çурăмлă Герман иртсе пырать иккен. Кустăрмалли патне утать пулĕ-ха. Тĕксĕм кăвак «урхамахне» çав тери тирпейлĕ тытать вăл, ĕçчен те çыпăçуллăскер...

- Природăпа савăнатпăр-ха, Герман. Ав, чÿрече умĕнчи черемуха шап-шурă. Ох, запахĕ, запахĕ тата! Питĕ приятнă-çке, - сăмах хушрĕ чăвашла-вырăсла çаптаракан Хеврунь.

- Итлĕр-ха, сар хĕрсем, соловей епле свистеть тăвать тата! - хутăш калаçушăн кÿршине йĕплесе илчĕ чăвашла таса пуплекен Герман. - «Шăпчăксем юрланă чух çурхи лăпкă каç...» Ялта вăййа тухсан епле шăрантараттăмăр. Астăватăр-и-ха çав юрра? - шăхăркаласа малалла утрĕ яштака кĕлеткеллĕскер.

- Их, астумасăр ара. Çамрăклăха аса илсе тăсса яма та пултаратпăр. Куккук, саркайăк, çĕмĕрт-хурăн çинчен те. Хамăрах пĕр концерт, - хавасланчĕç хĕрарăмсем.

Герман лапсака туратлă пилеш çывăхĕнчи йăлтăркка «тимĕр учĕ» патне çитсе ăна çуса тасатма хатĕрленчĕ. Сак çинчи хĕрлĕ тутасем çав хушăра ăна сÿтсе явма тытăнчĕç.

- Тĕлĕнетĕп ытлашши калаçман, ялан йăрă çав Гермăнран, - унталла пăхса илчĕ Хевруньрен чылай çамрăкрах Люпук. - Чăн та, ыррине кăна тивĕçлĕ-тĕр вăл. Ирсерен ĕçе васкать. Эрех ĕçмест, пирус туртмасть. Эпĕ пĕрре те курман вăл ÿсĕррине.

- Ют хĕрарăм патне те каймасть-и вара?

- Вăт ăна пĕлместĕпех. Турă пĕлет пулинех. Пĕр çуртрах пурăнатпăр, çемйи куç умĕнчех. Туслă вĕсем. Ачисем кашниех хваттерлĕ. Пушă вăхăтра кил хуçи мăшăрне пулăшма та май тупать. Канмалли кунсенче лăпкăн çывăринччĕ хăть. Çук вĕт! Хĕллесенче пире те, кăнтăрлаччен харлаттарма юратакансене, тутлă ыйхăпа киленме памасть.

«Шап-шап-шап!» - ирех янăраса тăрать урамра. Кавир-палас шаккаса ыйха татать вара сатур çав арçын. «Ах, çав Гермăна ... Чăнахах, çынсем çывăрнă чух ĕç вăрлаканниех вăл», - тет чылайăшĕ ун пирки, - калаçăва тăснă май йăл кулса илет çÿхе тута. - Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те урамра темиçешер хут уçăлтарать вăл кавирсене. Çулла вара тусанран тасатнипе кăна çырлахмасть, йĕпе щеткăпа сăтăра-сăтăрах «хыркăчлать». Епле ÿркенмест тулĕк, апăрша?»

- Ан та кала-ха, - Люпука чавсипе кăлт тĕксе илет Манефа. - Ĕçчен çынна пĕр сăмах тенешкел, эпĕ те çавнах каласшăн ун пирки. Пĕррехинче мăнукпа уçăлма тухнăччĕ. Хĕвел хĕртет. Ачасем хăйăр купи çинче хавассăн чĕвĕлтетеççĕ. Питĕ кăмăллă шĕвĕрккесем çине пăхса ларма. «Шап-шап-шап-шап!» - илтĕнет хайхи. Герман тумтир тасатать иккен. Юриех шутларăм - арăмĕн кăна тăхăр пальто çакăнса тăрать. Вĕсен хушшинче хăйĕн тăватă-пилĕк тĕрлĕ тум. Эх, тĕплĕ ĕçлет вара: арки-çухи - пĕр тĕкĕнмен вырăн – хăвармасть, çаннисене тавăрать. Патлаттарать кăна ятарлă хатĕрпе. Манран та самăртарах мăшăрĕ ун тĕлĕнче каллĕ-маллĕ уткалать, турник юпи çине тайăна-тайăна илет. Германĕ çине пăхса савăнать, ахăр...

- Çаплах та пулĕ, Манефа Викентьевна. Маттур та сатур Герман правурлăхне кунта ватти-вĕтти таранах кураççĕ, - килĕшрĕç сăмах ваклакансем.

Унччен те пулмарĕ хул хушшине тĕрке хĕстернĕ мăшăрĕ курăнчĕ. Машина çăвакан Герман часах ун патне вашлаттарса çитрĕ. Кавире майласа çаксан ку хутĕнче вăл такмакласах янăратрĕ картише. Эх, ташларĕ пысăк эрешлĕ тĕттĕм хĕрлĕ кавир:

Ĕнтĕ хĕрсем илемлĕ

Пуçра тухья пур чухне,

Ĕнтĕ чĕлхе илемлĕ

Таса калаçнă чухне.

Шап-шап! Шап-шап-шап!

Альбина АВДЕЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.