Хаçат-журнал пулнă, пур, пулĕ!

15 Кăрлач, 2016

Пирĕн кăларăмсене яланхиллех кĕтеççĕ

Пичет кунĕ массăллă информаци пур хатĕрне те пырса тивет пулин те унăн историйĕ çĕршывăмăрта пĕрремĕш хаçат тухма пуçланипе çыхăннă. Самана тĕрлĕ çĕнĕлĕхе çул парса пынă май халăха хыпарлавпа тивĕçтерессин майĕ-меслечĕ йышлансах пырать, çапах асăннă уявра чи сумлă вырăнта хаçатах пулса юлать.

Професси уявне «Хыпар» Издательство çурчĕ мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илет-ха? Вулаканăм ăнланать: çакă эпир кăларса тăракан хаçат-журналăн малашлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Уйрăммăн илсен - хаçат-журнал тиражĕпе. Телее, 2016 çула вулаканăмăрсен йышне сыхласа хăварса, хăшпĕр кăларăмăн тусĕсен йышне ÿстерсе кĕтсе илтĕмĕр. Эппин, чăваш сăмахĕн витĕмлĕхне ĕненекенсем, шанакансем чакмаççĕ-ха пирĕн републикăра. Аякри йăхташсем те чăвашсен тĕп хутлăхĕнче пичетленекен, тăван чĕлхе сĕтеклĕхĕпе тулнă кăларăмсене яланхиллех кĕтеççĕ! Эппин, пирĕн, журналистсен, хамăрăн вулаканăмăрсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн тăрăшмаллах.

Паллах, хаçат е журнал кăсăк та пуян пуласси кăларăм тусĕсен хастарлăхĕнчен те килет. Тăван халăхăмăра мĕнле ыйтусем канăçсăрлантарни, мĕнпе хавхаланса кун-çул сукмакĕпе утни вулакансен çырăвĕсенчен аван курăнать-çке. Хаçатпа чылай çул çыхăну тытакансем журналистсемшĕн сылтăм алă вырăнĕнчех: общество корреспонденчĕ вĕсем ерçеймен çĕре çитни, вĕсем курманнине асăрхани, калем ăсти пĕлтерме ĕлкĕрейменнине хыпарлани мĕн тери паха! Тавах сире, тусăмăрсем, хаçатăмăра пуянлатма тÿпе хывнăшăн!

«Хамăн яваплăха туйса çыратăп»

Кăрлачăн 21-мĕшĕнче «Хыпар» хаçат 110 çул тултарĕ. Пысăк юбилей умĕн хамăрăн чи хастар авторсенчен пĕринпе - кĕç-вĕç 94 /!/ тултаракан Ревокат Прохорович МОИСЕЕВПА /сăнÿкерчĕкре/ - вулакана çывăхрах паллаштарма тĕв турăмăр.

Хăйĕн умне шурă таса хут кăларса хурать, пичет машинине хăйне кирлĕ пек меллештерсе лартать те тăнлавĕсем тахçанах кăвакарнă арçын чунтан юратнă ĕçе пуçăнать. «Шак-шак, шак-шак!» - илтĕнет пĕр кана шăплăха пăсса хваттерте. Çакнашкал ÿкерчĕк Комсомольски салинче пурăнакан Моисеевсен килĕнче - хăнăхнă пулăм. Пурнăç малалла тăсăлнине палăртакан хăйнеевĕр сехет вырăнĕнчех вăл... Çур ĕмĕртен те чылай ытларах шаккать çав «сехет».

Тĕрĕссипе, хаçат-журналпа ача чухнех туслашнă Ревокат. Шупашкар районĕнчи Шарпаш ялĕнче çуралса ÿснĕскер пуçламăш классенче вĕреннĕ чухне почтальона çырăнтару ĕçне йĕркелеме пулăшнă. Йăрă арçын ача тăван ялĕнчи çынсем патне килĕрен çÿресе мĕнле кăларăмсене илсе тăма кăмăл туни пирки интересленнĕ. Почтальон хаксене çырса панă хут таткипе усă курса список тунă, укçа пуçтарнă. Почтальон хастар пулăшуçăна хаçат е журнал парнелесе хавхалантарнă.

- Хаçата заметка ярса парасси вара акă мĕнрен пуçланчĕ. Ун чухне 6-мĕш класра вĕренеттĕм. Пĕррехинче чăваш чĕлхи вĕрентекен Мария Афанасьевна Федотова хаçатсемпе çыхăну йĕркелесси çинчен класра калаçу пуçарчĕ. Унăн сăмахĕпе хавхаланса кайнăскер «Пионер сасси» хаçата заметка çырса ятăм. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, ача-пăча хаçачĕн страницинче хамăн хушамата курах кайрăм! «Кроликсене шефа илтĕмĕр» ятпа çапла манăн «пĕрремĕш икерчĕ» пичетленчĕ, - каласа кăтартать хăйĕн чун туртăмĕ çинчен паян та пурнăçпа тан утакан çын.

Сăмах май, «утакан» тенĕрен, тăхăр теçетке çул урлă каçнăскер ĕмĕр тăршшĕпех сывă пурнăç йĕркине тытса пынă май хĕл кунĕсенче йĕлтĕрпе те чупать! Хĕл каçа миçе çухрăм кĕскетнине шута илсе пыма та манмасть. Юр сахал чухне е çулталăкăн ытти тапхăрĕнче вара Скандинави мелĕпе утса сывлăхне çирĕплетет, шăм-шакĕ хытасран куллен гимнастика тăвать.

Çамрăклах СССР Журналистсен союзĕн членĕ пулса тăнă общество корреспондентне, банк ĕçченне, пурнăçĕнче хаçата куçма йыхравлани те пĕрре мар пулнă. Ревокат Прохорович хăйĕн профессине пăрахман, апла пулин те массăлллă информаци хатĕрĕсене хăйĕн заметкисене тăтăшах ярса парса тăнă, паян та çыхăнăва татмасть.

- Çак ÿсĕме çитсе çирĕппĕнех калама пултаратăп: эпĕ - телейлĕ çын. Аттепе анне çĕре ир кĕнĕрен ача чухнех тăлăха юлнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вучĕ витĕр тухнă пулин те паян та сенкер тÿпе айĕнче ырă-сывах пурăнатăп. Мăшăрпа иксĕмĕр тăватă ачана пурнăç çулĕ çине кăларни /чăн та, ывăлăмăрăн Александрăн шăпи сарăмсăр татăлчĕ/, вĕсем хăйсем килĕштерсе суйланă профессисемпе тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пурăнни - çакă мар-и кун-çул пархатарĕ? Шупашкар районĕнче çуралнăскер направленипе Каçал тăрăхне ĕçлеме килсе лекрĕм те - кунтах тĕплентĕм. Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕн ятне те пачĕç авă, ку вара маншăн - чăн-чăн чыс. Малашне те халăхпа пĕрлех пуласчĕ, - чунне уçать Ревокат Прохорович.

«Хыпара» хăйĕн тăван хаçачĕ вырăнне хурса уншăн хăйĕн яваплăхне туяканскер малашне те пирĕн кашни çитĕнÿшĕн хĕпĕртесси, кăлтăксемпе чăрмав-нушашăн пăшăрханасси пĕртте иккĕлентермест. Сывлăхĕ кăна çирĕп пултăрччĕ хастар авторăмăрăн.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.