Çĕр - тĕп пуянлăх

15 Кăрлач, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район-хула муниципалитет пĕрлĕхĕсен, ял-хула тăрăхĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Михаил Васильевич пухăннисене 2016 çула кĕнĕ ятпа саламланă май, пĕлтĕр тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те республикăра пурăнакансемшĕн тăрăшса вăй хума сĕннĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура 2016 çулта Промышленноçа аталантармалли фонда 20 млрд тенке çитерме сĕннĕ. «Эпир Промышленноçа аталантармалли фондпа хутшăнăва йĕркеленĕ. Пирĕн 27 промышленноç предприятийĕ сĕнĕвне тăратнă. «Химпром» акционерсен пĕрлешĕвĕ çĕнĕ производство кăларма пĕрремĕш кредит илнĕ», - палăртнă Республика Пуçлăхĕ. Заемщике кредитăн процент ставки çулталăкне 5 процент кайса ларать. Ку потребитель рынокĕнчи кредитран 4-5 хут йÿнĕрех.

Пĕлтĕр, 2014 çулхипе танлаштарсан, республика бюджечĕ хăйĕн тупăш пайне пĕтĕмĕшле тупăш калăпăшĕн шайĕнче 1,8 процент ÿстернĕ.

Республика правительствишĕн агропромышленноç комплексне пулăшасси яланах тĕп вырăнта пулнине те палăртнă Михаил Игнатьев. Муниципалитет пĕрлĕхĕсен ертÿçисене ял хуçалăхĕнчи экономикăна ÿстерсе пырассипе, çынсен пурнăç шайне лайăхлатассипе тимлĕрех ĕçлеме сĕннĕ вăл.

Çĕр - производствăн тĕп хатĕрĕ. Çĕр налукĕ, аренда тÿлевĕ, пурлăхран кĕрекен тупăш йăлтах вырăнти бюджета пуçтарăнать. Çавăнпа муниципалитет пурлăхĕпе, çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курмалла. Ку енĕпе йĕрке туни, даннăйсен базине электрон мелĕпе хатĕрлени лару-тăрăва тĕпрен улăштарма пулăшĕ.

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕ 2015 çула ÿсĕмпе вĕçленине палăртнă. Пĕлтĕрхи 11 уйăхра ял хуçалăх продукцийĕн производстви 6,8 процент ÿснĕ /Раççейĕпе - 2,9, федерацин Атăлçи округĕпе - 1,8/.

Фермер ĕçне пуçăнакансем, çемье фермине уçакансем патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ. Программăсем хута кайнăранпа конкурс урлă 184 фермер хуçалăхне уçма, 23-ĕн çемье фермине йĕркелеме грант илнĕ. Пĕчĕк формăллă хуçалăхсем иртнĕ çул 1,5 млрд тенкĕлĕх кредит илнĕ. Яла тата ял территорине аталантармалли программăсемпе çулсерен 2,3 млрд тенкĕ тăкаклаççĕ.

Аграри секторне аталантарни ялшăн пĕлтерĕшлĕ. Çакă вырăнта пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме, тĕрлĕ шайри бюджетсен тупăш пайне ÿстерме, хамăр продукципе апат-çимĕç хăрушсăрлăхне тивĕçтерме май парать. Çавăнпа муниципалитет пĕрлĕхĕсен çĕр ыйтăвне татса парассипе çине тăрса ĕçлемелле, усă курман лаптăксене çирĕп хуçасен аллине памалла. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулта усă курман çĕр пайĕсемпе хуçаланмалли правăна муниципалитет çине регистрацилесе пĕтермелле. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле 85 процент таран регистрацилемелле. Росреестр кăтартăвĕпе 2068 фермер хуçалăхĕ /пĕтĕмĕшле çĕр 17,2 пин гектар/ ниçта та отчет тăратмаççĕ.

Ял тăрăхĕсем аталанни выльăх-чĕрлĕх йышĕ хушăнса пынине те çирĕплетет. Кивĕ Тинкеш /Етĕрне районĕ/, Ярмушка /Вăрнар районĕ/, Штанаш /Хĕрлĕ Чутай районĕ/, Шăнкăртам /Патăрьел районĕ/ хушма хуçалăхра шултра мăйракаллă выльăх-чĕрлĕх уйрăмах нумай усраççĕ. Шупашкар, Çĕрпÿ, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенче вара сахал.

Отрасле инвестици явăçтарни те аталанма пулăшать. Пысăк аграри холдингĕсем хута кайнă, инвестици явăçтарнă районсенче /Çĕрпÿ, Патăрьел, Вăрнар, Шупашкар, Елчĕк, Комсомольски/ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ. Çав хушăрах Улатăр, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕсенче производствăна çĕнетессипе ĕçлеменпе пĕрех.

Çĕнĕ инвестици проекчĕсене хута кĕртнĕ май квалификациллĕ специалистсем çителĕксĕрри палăрать. Вĕсене яла явăçтарма пурăнмалли условисене лайăхлатнă чухне тăкакăн пысăк пайне бюджет шучĕпе саплаштараççĕ.

Михаил Игнатьев «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ хута кайнăранпа республикăри хушма хуçалăхсем 26 млрд тенкĕлĕх кредит илнине, процент ставкине субсидилеме 4 млрд та 300 млн тенкĕ тÿленине аса илтернĕ. «Ял çыннисем производство культурине çĕнетнĕ, алă ĕçне механизациленĕ», - тенĕ вăл.

Канашлура çавăн пекех ытти ыйтăва та хускатнă.

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.