Путин. Чăваш Ен. Пĕтĕмлетÿсем
2015 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çулсеренех яракан Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Патшалăх ертÿçи Раççейĕн общество-политика тата социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенехăй мĕнле курнине палăртрĕ.
Экспертсен пĕрлĕхĕ çак документа халĕ те малалла сÿтсе явать. Çырупа паллаштарнă хыççăнах Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр ыйтăм ирттернĕ: Раççейре пурăнакансем Президентăн Çырăвĕпе кăсăкланни-кăсăкланманнине, хăш идейăсене - ырласа, хăшĕсене хурласа йышăннине, Путин сăмахне пĕтĕмĕшле мĕнле хакланине тĕпченĕ.
Патшалăх пуçлăхĕ çĕршыв правительствин ĕç-хĕлĕн тĕп направленийĕсем пирки калаçнă май çавсенчен пĕри Шанхай ĕçтешлĕх организацине /ШОС/, Кăнтăр-Хĕвелтухăç Ази патшалăхĕсен ассоциацине /АСЕАН/, Еврази экономика союзне /ЕАЭС/ хутшăнакан çĕршывсемпе интеграци процесĕсене малалла аталантарасси пулнине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе Чăваш Республикин тулаш экономика çыхăнăвĕсен географи тытăмĕ юлашки çулсенче тăнăçлă темелле. 2015 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче 76 çĕршыв Чăваш Енĕн суту-илÿ партнерĕсем пулнă /Казахстанпа Белоруссие шута илмесĕр/, 2014 çулта - 79, 2013 çулта - 77 çĕршыв. Китай Халăх Республикипе, Японипе, Азипе Лăпкă океан регионĕн ытти çĕршывĕпе тачă çыхăнусем йĕркеленеççĕ.
Чăваш Республикин экспорчĕн тавар структурине илес-тĕк унта чĕртаварпа çыхăнман сектор продукцийĕ ытларах: хими промышленноçĕн - экспортăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 64,5%, машиностроенин - 18,5%, апат-çимĕç таварĕсем тата чĕртавар - 12,7%. Тулаш экономика çыхăнăвĕсене аталантармашкăн регион инфратытăмĕ пур.
Раççее хирĕçле санкцисем йышăнакан условисенче республикăри промышленноç предприятийĕсен импорта хамăрăн продукципе улăштарма хатĕр пулмалла. Шăпах çак ыйтусемпе Шупашкарта 2015 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынипе канашлу иртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çапла пĕлтерчĕ: "Импорта хамăрăн продукципе улăштарма пуçлас тĕллевпе промышленноç инфратытăмĕ йĕркеленет, ятарлă площадкăсем аталанаççĕ - вĕсенче инвесторсем производство, çав шутрах пĕчĕк тата вăтам бизнес та, йĕркелеме пултараççĕ. Республикăра пурнăçлакан чи пĕлтерĕшлĕ проектсенчен, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантармашкăн лайăх условисем йĕркелессипе çыхăннисенчен, пĕри - индустри паркĕсене туса хурасси, чи малтан, паллах, Шупашкарта”. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 180 яхăн пысăк тухăçлă тата социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем - пĕтĕмпе 270 млрд ытла тенкĕлĕх - пурнăçланаççĕ. Шухăшлăр-ха: 270 млрд тенкĕ - ку вăл регионсен консолидациленĕ 5,7 бюджечĕн расхучĕ! Чăваш Республикин 2015 çулхи консолидациленĕ бюджечĕн расхучĕ 47,2 млрд тенкĕпе танлашать тесе хаклаççĕ.
Патшалăх пуçлăхĕ пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшассине, инвесторсем валли шанчăклă та ăнланмалла условисем туса хурассине приоритет пек хаклать. Ку енĕпе Раççей тĕнче шайĕнче тунă кăтартусем курăмлă. "ВВП" журнал палăртнă тăрăх "Пĕтĕм тĕнчери банк тăратнă Doin.Business рейтингĕнче Раççей бизнес ертсе пырассин çăмăллăхĕ енĕпе тĕнчере 51-мĕш вырăн йышăннă, предприятисене тата пурлăха регистрацилес сроксемпе çыхăннă позицисемпе вара малтанхи вунă çĕршыв шутне лекнĕ. Ку вăл - çулталăкра вунпĕр пункт таран ÿсĕм». Килĕшмеллех: çĕршыв кăтартăвĕсен пĕтĕмĕшле пухмачне Раççейĕн кашни регионĕ хăйĕн тÿпине хывнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайăхлатас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕнче палăртнă тăрăх - республика чи прогрессивлă регионсен /инновацисен аталанăвĕ тĕлĕшпе/ пĕрремĕш ушкăнне кĕнĕ тата федерацин 85 субъекчĕ хушшинче 5-мĕш вырăн йышăннă. Инвестици климачĕн тăрăмĕн наци рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Ен бизнесшăн хăтлă условисем пур регионсен вунă лидерĕ йышне лекнĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ертсе пыракан рейтинг агентствисем, FitchRatin.s тата Moody'sInvestors:ervice, RAEX «Эксперт РА» йышшисем, Чăваш Енĕн кредит илес-тÿлес пултарулăхĕн рейтингне çирĕплетни инвесторсемшĕн пĕлтерĕшлĕ фактор пулса тăчĕ.
Ял хуçалăхĕнче те ырă туртăмсем пур. 2015 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе патшалăх аграри секторне кÿрекен пулăшу 2,8 млрд тенкĕпе танлашмалла, ку вăл 2014 çул тĕлĕшпе 116% пулать. Нумаях пулмасть Раççей Ял хуçалăх министерстви процент ставкин пĕр пайне субсидилес тĕллевпе тăратнă инвестици проекчĕсене пăхса тухнă, 43 проект тĕлĕшпе ырă йышăну тунă /кредит ресурсĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1,5 млрд тенкĕлĕх/.
Федераци Пухăвне янă Çырăвăн шалти политика блогне комментариленĕ май Раççей патшалăх гуманитари университечĕн доценчĕ А.Чадаев /сăмах май, «Путин. Его идеология» кĕнеке авторĕ/ çапла палăртнă: «Юлашки уйăхсенче Кремль шалти политикăри çĕнĕ тĕллеве /установкăна/ пĕрре мар трансляцилерĕ: «пурте, кам Раççей çинчен - пирĕн пулăшуçăсем»; «влаç партийĕ ыттисене пурне те хирĕç» текен кивелнĕ шухăш çĕнĕ лару-тăрура текех ĕçлемест текен пĕлтерĕшпе. Политика пĕтĕм партине - пысăккисене те, пĕчĕккисене те, киввисене те, çĕннисене те - «хамăрăнни» тесе йышăнаççĕ; çак правилăпа килĕшсе тăман пĕр самант çеç - çĕршывшăн тулаш вăйсемпе çыхăнни. Çав енĕпех халĕ Президент та калаçрĕ: процедурăна уçă ирттермелли тата халăх сасăлав кăтартăвĕсене шанмалли çине пусăм туса чĕнсе каларĕ».
Политологсемпе социологсем 2015 çулхи авăн уйăхĕнчи кампани кăтартăвĕсене тишкернĕ май ку вăл 2016-2018 çулсенчи «политика пысăк кампанийĕ» умĕнхи репетици пулнине пĕр саслăн çирĕплетсе калаççĕ. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ: Чăваш Енĕн политика уйĕнчи витĕмлĕ вăйăçсем 2015 çулхи кампание «разминка» пек, «çĕнĕ персонăсене тĕрĕсленĕ» пек йышăннă тата ун чухнехи суйлав кампанин ресурсĕсемпе 2016 çулхи авăн уйăхĕнче иртекен РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн суйлавĕсем умĕн ырă никĕс туса хурас тĕллевпе усă курнă.
Çак контекстра Граждан пуçарăвĕсен комитечĕн /ГПК/ пуçарăвĕпе 2015 çулхи чÿк уйăхĕнче йĕркеленĕ «çавра сĕтел» /ăна Чăваш Енре авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче иртнĕ суйлава халалланă/ пирки асăнса хăварас килет. Унăн модераторĕ Экономика аслă шкулĕн политика наукисен департаменчĕн доценчĕ, политолог, регионсенчи политика процесĕсен облаçĕнчи специалист Александр Кынев пулчĕ. ГПК представителĕ Чăваш Енре иртнĕ суйлавсен вăхăтĕнчи политика конкуренцийĕн пахалăхне палăртнă - коэффициент 1,98 /ГПК методикипе тухăçлă кăтарту/, объективлăх - килте тата вăхăт çитмесĕрех сасăланисен йышĕнче.
Экспертсем Чăваш Республикинче 2015 çулхи авăн уйăхĕнче иртнĕ суйлав об<ективлă тата уçă пулнине палăртаççĕ.
Пĕрремĕшĕнчен, электоратăн шухăшласа кăларнă хастарлăхĕ çук, çав вăхăтрах Чăваш Енри суйлавçăсем сасăлава йышлăн хутшăннине палăртмалла: пĕтĕмпе 553 пин те 310 çын хутшăннă - ку вăл Чăваш Енри суйлавçăсен 58,6%.
Иккĕмĕшĕнчен, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн çĕнтерĕвĕ чăнласах та ĕнентерÿллĕ: регионăн чи аслă должноçĕнчи çыннăн постне йышăнас текен 4 кандидатран чи нумай сасă - 362 пин те 301 сасă /65,5%/ - шăпах вăл, ун чухне ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан, пухнă.
Виççĕмĕшĕнчен, Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавĕнче РФ Патшалăх Думин 4 политика партийĕ те пулнă: КПРФ, ЛДПР тата «Справедливая Россия» /чăн та, Чăваш Ен Пуçлăхĕ ыйтнипе регион ертÿçин суйлавĕн конкурентлăх принципне тивĕçтерес тĕллевпе оппозици партийĕсен кандидачĕсене «муниципалитет фильтрĕ» витĕр тухма «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем пулăшнă/.
Пĕтĕмĕшле илсен çулталăкăн политика пĕтĕмлетĕвĕсем республика Пуçлăхĕн рейтингĕ чăнласах та пысăк пулнине çирĕплетеççĕ. Çакна ĕнентерекенни - Информаци коммуникацийĕсен «Рейтинг» центрĕ федерацин «Регионсен клубĕ» эксперт сечĕ пулăшнипе 2015 çулшăн хатĕрленĕ тĕпчевĕ, Раççей Федерацийĕн регионĕсен пуçлăхĕсен ĕç-хĕлĕн хаклавĕпе çыхăнни. Çак кăтартусемпе килĕшÿллĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 20-мĕш позицире тата рейтингăн пĕрремĕш ушкăнне ТОП-25 лекнĕ.
Çакă йăлтах - Михаил Игнатьев 2010 çулта должноç йышăннă чухне палăртнă приоритетсен кăтартăвĕ тата тухăçлăхĕ. Пилĕк çул каялла Чăваш Ен тата унăн ертÿлĕхĕ хăйĕн валли патшалăх политикин приоритечĕсене палăртрĕ: УÇÇĂНЛĂХ, ТŸРĔЛĔХ, ТĔРĔСЛĔХ, обществăн тата кашни уйрăм çыннăн ырлăхĕшĕн усă кураканнисем. Çак самантсем каярахпа М.В.Игнатьевăн суйлав умĕнхи «ПĔРЛЕ ПУРĂНАР - ПĔРЛЕ ĔÇЛЕР!» халăх программине хатĕрленĕ тата пурнăçа кĕртнĕ чухне лайăх палăрчĕç.
Чăваш Ен хăйĕн патшалăх политики урлă уççăнлăхпа тĕрĕслĕх тĕслĕхне кăтартать. Акă Пичет продукцине салатакансен ассоциацийĕ Раççей медиарынокĕн историйĕнче пĕрремĕш хут РФ субъекчĕсен ертÿçисен рейтингне - пичет МИХĕсене салатас тытăм тĕлĕшпе - хатĕрленĕ. Асăннă рейтингпа килĕшÿллĕн Михаил Игнатьев федераци субъекчĕсен ертÿçисен хушшинче 14-17-мĕш вырăнсенче /вĕсене вăл Оренбург облаçĕн, Ставрополь крайĕн тата Севастополь хулин кĕпĕрнаттăрĕсемпе Юрий Бергпа, Владимир Владимировпа тата Сергей Меняйлопа пайлать/. ФАО регионĕсен хушшинче - 4-мĕш позици /1-мĕш вырăнта Пермь крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ Виктор Басаргин/.
Уççăнлăхăн тепĕр кăтартăвĕ - патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме май пурри. Чăваш Енре Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указне пурнăçланă, çапла майпа республикăра 2015 çулта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем кÿрес сферăра «сервис пур патшалăхăн» инфратытăмне йĕркелес тапхăр вĕçленнĕ. Çак пулăшусене «пĕр чÿрече» мелĕпе илме пултаракан граждансен тÿпи 2015 çул вĕçнелле 94,3 ытла процентпа танлашнă. Республикăра нумай функциллĕ 29 центрта /пĕтĕмпе 249 «чÿрече»/ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме пулать. НФЦ тытăмне пулăшас ĕçе 218 ял библиотеки те хутшăнать. НФЦсенче 191 тĕрлĕ пулăшу ĕçĕпе /федераци шайĕнчисем - 69,5%, республика - 16,4%, муниципалитет - 13,3%, ыттисем - 0,8%/ усă курма май килет.
Федераци шайĕнче ирĕклĕ институтсем Чăваш Енри «Уçă правительство» принципĕсен аталану шайне пысăка хурса хаклаççĕ. 2015 çулта регионсен уçă кăтартăвĕсен порталĕсен мониторингĕн, Информаци Ирĕклĕхĕн Аталанăвĕн Институчĕн методикипе ирттернĕскерĕн, пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Енĕн «Уçă кăтартусем» портал Раççейре 6-мĕш вырăн йышăннă.
2015 çулăн хăшпĕр пĕтĕмлетĕвне тунă май хăюллăнах çапла çирĕплетсе калама пулать: Чăваш Ен экономикăпа политикăн федераци улшăнăвĕсен, общество тата граждан институчĕсене йĕркелес ĕçĕн трендĕнче.
С.РИМАНОВ
Комментари хушас