Чунпа, ăс-хакăлпа пуян пулар

15 Кăрлач, 2016

Пулать вĕт çын, малашне хăйне мĕн кĕтессе пĕлмесĕр пач пĕлмен-туман вырăна çула тухать. Хальччен пурăннă çĕрте йывăрлăхсем пулсан ăна ăнланмалла пек. Анчах пурте йĕркеллĕ, çителĕклĕ унăн: çумра савнă мăшăрĕ, хăтлă хваттер, юратнă ĕç пур, коллективра хисепре. Тепри пулсан савăнса пурăнать, çичĕ ютра çĕннине шыраса çÿремест.

Канаш районĕнчи Аччара çуралса ÿснĕ Геннадий Андреевич Тихонов ун йышшисенчен мар çав. Шăпана тĕрĕслес килнĕрен-ши ĕмĕрне пĕр вырăнта ирттерес йăла çук унăн. Ялан - шыравра. Çамрăк чухне Геннадие инçетри кĕтессем илĕртнĕ. Халĕ, тивĕçлĕ канура, йывăç турачĕсемпе тункатисенчен тĕлĕнмелле илемлĕ япаласем ăсталать. Ку çеç те мар: çынсем усă курнă хыççăн кăларса пăрахакан вак-тĕвеке, ĕлĕкхи япаласене иккĕмĕш пурнăç парать.

Ял çыннисем палăртнă тăрăх - Тихоновсен йышлă çемйинчи кашни ачах пултарулăхпа палăрнă. Пĕтĕмпе 12-ĕн çитĕннĕ вĕсем: 9 ывăлпа 3 хĕр. Пурнăç çăмăл пулман, анчах шăпăрлансем ĕçлеме те, выляма та вăхăт тупнă. Ыттисемпе пĕрле вăрçăлла вылянине халĕ те астăвать Геннадий Андреевич. Ун чухнех пăшала йывăçран ăсталанă, консерва банкинчен сержант, капитан çăлтăрĕсене касса кăларса пиншак çине вырнаçтарнă. Пуç ĕçленĕ вĕт. Юркка пиччĕшĕ вара, ÿкерме юратнăскер, пĕррехинче пÿртри кăмакана хăрăмпа сăрласа илемлетнĕ.

Шупашкарти "Спецавтохуçалăх" пĕрлешÿре электрикра ĕçленĕ чухне Геннадий Андреевич чунĕ ыйтнипе саунăна илемлетме тытăнать. Хăйĕн ал ĕçĕсемпе шалти сăна йăлт улăштарать, пуянлатать. Пĕррехинче кунта Шупашкар хула пуçлăхĕсем килеççĕ. Вĕсене хуçалăх ертÿçи саунăпа та паллаштарать. "Питĕ хитре илемлетнĕ-çке", - тĕлĕнеççĕ лешсем. Ĕçе кам пурнăçланипе кăсăкланаççĕ. "Тихонов текен электрик пур пирĕн. Çавăн ĕçĕ", - тет хуçалăха ертсе пыракан. Хула пуçлăхĕ маттур ăстаçăна хавхалантарма хушать.

Инçетри Якутире те пĕр хутчен çеç мар хăйĕн ĕçĕсен куравне йĕркелеме май тупнă. Тăван тăрăхра пĕрешкел çулпа чупакан пурнăç йăлăхтарса çитерсен унта çул тытнă арçын. Вокзала çитсен вырăнти çынсенчен хăш предприятие электрика вырнаçма май пурри çинчен ыйтса пĕлнĕ. Суйламалăх уншăн икĕ вырăн тупăннă: "Якутгеологи" е "Якутзолото". Геологсем патне çитет вăл. 4 çул Лазо поселокра тăрăшать. Çакăн хыççăн канăçсăр чунĕ каллех çĕнĕлĕхшĕн çунать. Хальхинче Депутатский поселокра ĕçлесе пурăнать. Каннă хушăра сунара, пулă тытма çÿрет тата ал ĕçĕпе тăрмашать. Ара, вăрманта куç тĕлне пулнă турата, кăмпана ?типнĕ е хытă йышшисене%, тункатана илемлетсе "чун" кĕртмелле вĕт.

Якутире 15 çул пурăнсан Чăваш Ене таврăнать. Тĕрĕссипе Геннадий Тихоновăн алли темĕнле ĕç патне те пырать. Тимĕр шăратма та, кабель йăвалама та, бригадăна ертсе пыма та пултарать. Пĕр хушă милици тытăмĕнче те вăй хунă. "Çыннăн нумай пĕлме, нумай вĕренме тăрăшмалла", - палăртать вăл. Çавăнпа унăн шухăшĕпе кашни пилĕк çултан ĕç вырăнне улăштармалла.

Шупашкарти хваттерте йывăç-туратпа ĕçлеме кăткăсрах, вырăн çителĕксĕр тата мăшăрĕ те урайне çÿпĕленĕшĕн мăкăртатать. Пенсине тухсан çын ирĕкленет. Çакна кура Геннадий Андреевич ал ĕçĕпе никама чăрмантармасăр тăрмашма тăван ялĕнче пĕчĕк, юхăннă çурт туянать. Унта вăл пуçри шухăшсене алли витĕр кăларать. Çын ытларах утсан, çÿресен чир ун çумне çулăхмасть тет. Чăннипе чир-чĕр çинчен калаçма юратакана арçын кăмăлламасть. Ал ĕçĕсенчен чылайăшне тус-юлташне, пĕлĕшĕсене парнелет, туянакансем те пур. 100 числона юратать вăл, çавăнпа ку вăхăта пурăнса çитиччен ял çыннисемпе хăнасене тата та тĕлĕнтерĕ-ха. "Çынна укçа-тенкĕ енчен мар, чунпа ăс-хакăл чухăн пулнишĕн намăс", - палăртать нумай курнă, нумай вĕреннĕ халăх ăсти.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.