Пĕрлĕхре - вăй

15 Кăрлач, 2016

Сисĕнмесĕр тепĕр çулталăк хыçа юлчĕ. Акă 2016 çула кĕтĕмĕр. Паллах, ыррине çеç кĕтетпĕр унран. Тăнăç пурнăçпа, çирĕп сывлăхпа пурăнасчĕ. Сывлăх пулсан ача-пăча та çуралĕ, картиш выльăх-чĕрлĕхпе тулĕ, кĕлет тулли тыр-пул пулĕ. Апла пулсан ял та аталанĕ. Эпир, калем ăстисем, сирĕн çитĕнÿсем пирки çырсах тăрăпăр. Ялтан яла çÿресе маттур, ĕçчен, пултаруллă çынсемпе паллашăпăр. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, кун-çулĕ пирки хаçатра çырса кăтартăпăр. Паллах, кăларăма интереслĕ тума пире общество корреспонденчĕсем те чылай пулăшаççĕ. Вĕсене вара ятран асăнса тав сăмахĕ калас килет. Акă вĕсем: П.Сидоров, А.Макеева, Л.Кутьина, Н.Васильева, А.Петрова, И. Тенюшев, А.Ильин /Шупашкар хули/, И.Яковлев /Муркаш районĕ/, Ю.Корнилов /Элĕк районĕ/, В.Перов /Çĕнĕ Шупашкар хули/, Г.Савельев /Элĕк районĕ/, В.Кожанов /Вăрнар районĕ/, А.Максимов-Пукаш /Сĕнтĕрвăрри районĕ/, А.Макаров /Муркаш районĕ/, М.Петрова /Тăвай районĕ/, С.Никитина /Вăрнар районĕ/, И.Ерофеев /Патăрьел районĕ/, В.Северов /Комсомольски районĕ/, Н. Парамонова /Вăрнар районĕ/, В.Пушкин /Йĕпреç районĕ/ тата ыттисем.

Кăçал пирĕншĕн - юбилейлă çул. «Хресчен сасси» тухма пуçланăранпа ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 25 çул çитет. Çавна май хаçата чылай çул çырăнса илекенсемпе çывăхрах паллашасшăн эпир. Вĕсем валли ятарлă кĕтес уçăпăр. Эппин сассăра парсамăр, «Хресчен сасси» тусĕсем! Уява та пĕрле ирттерсе ярасчĕ, хаклă вулакансем. Упăте çулĕ сирĕншĕн те, пирĕншĕн те ăнăçлă çул пултăрччĕ.

Пирĕнпе çыхăнăва татманшăн сире тав тăватпăр. Малашне те пĕрле пурăнасса шанатпăр. Нумай та пĕтет, сахал та çитет - пĕрле пурăннине мĕн çитет?

«Хресчен сасси» хаçат редакцийĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.