Эпир пĕрле, пĕр лав çинче
Çапла, эсир пире тĕрек паратăр, пурăнма вăй-хал парнелетĕр, хаклă вулакансем. 2018 çулта пирĕнпе пĕрле пулнишĕн, туслă çыхăнăва татманшăн тав тăватпăр сире. Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр! Кăмăл пулма кĕсьере яланах кĕмĕл пултăр, кил-çуртра — ача-пăча, картишре выльăх сасси янăратăр. Ун пек чух ял пурăнать-ха.