Пысăк йыш - сумлăрах, пĕрле эпир - вăйлăрах

16 Кăрлач, 2016

Сывă-и, тăванăм, вулаканăм! Акă санăн аллунта "Чăваш хĕрарăмĕн” черетлĕ номерĕ, 2016 çулта пĕрремĕш кун çути курнăскер. Сирĕн хушăра пирĕн хаçата пуçласа вулакан та пуррине редакцие килнĕ çырусенчен, шăнкăравсенчен пĕлетпĕр. Акă Каçал тăрăхĕнчен Мария Козлова пирĕн пата иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчех çырса пĕлтерчĕ çакăн пирки. Çамрăксенчен чылайăшĕ ялта пурăнакан ашшĕ-амăшĕ патне канмалли куна кайсан вулать "Чăваш хĕрарăмне”. Мария Ефимовна вара, пачах тепĕр май, пирĕн хаçатпа хĕрĕ патĕнче хăналаннă чухне паллашнă. Вăл маларах ытти кăларăмсене çырăнса илнĕ иккен, халĕ вара вĕсен çумне "Чăваш хĕрарăмĕ" те хушăнни пире савăнтарать. Хастар вулаканăмăр малашне те пирĕнпе çыхăну тытасса, çыру вĕçтерессе шансах тăратпăр.

Тусăмăрсем, халиччен пирĕн кăларăма тĕрлĕ киоскра илсе вуланăскерсем, Çĕнĕ çултан хаçата çырăнсах илме кăмăл турĕç. Вĕсен хушшинче - Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ, шăпчăк сассиллĕ Людмила Черноиванова /хĕр чухнехи хушамачĕ Пухова/. Ытти тус-юлташ та унран тĕслĕх илессе шанас килет.

Çапла пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăнать тираж... Пирĕншĕн, хаçатра ĕçлекен журналистсемшĕн, тираж сывлăшпа танах вĕт. Çавăнпа та халиччен те "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата çырăнса илнĕ тус-юлташăмăра, малашлăха та унпах ура ярса пусма кăмăл тунă тăванăмăра чунтан тав тăватпăр. Малашне те çаплах пĕрле пуласчĕ. Пысăк йыш - сумлăрах, пĕрле чух эпир - вăйлăрах. Тираж пысăк пулни пире сирĕн ыйтăвăрсене тÿре-шарапа сÿтсе явма пулăшать. Ахальтен мар-тăр вулакансенчен килекен ыйтусене нумай чухне туххăмрах татса пама май килет. Апла тăк влаç та пире шанать. Çапла майпа хаçат вулакана çĕнĕ хыпарпа, кăсăклă статьяпа тивĕçтернисĕр пуçне влаçпа общество хушшинче чăн-чăн кĕпер пулса тăрать.

...Çĕнĕ çулта Хĕл Мучирен те ытларах çырăнтару кампанийĕн кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвне кĕтетпĕр. Пĕр шухăшласан, пит кулянмалли хыпарах илсе килмерĕ Упăте. Анчах та "кашни чăваш хĕрарăмне - пĕрер "Чăваш хĕрарăмĕ" текен шухăша пурнăçа кĕртмешкĕн ниепле те вăй çитерейместпĕр-ха. Паллă ĕнтĕ, çакна сирĕнсĕр пурнăçлаймăпăр, хаклă вулакансем. Çук, тираж ÿсни журналистăн кĕсйине ним чухлĕ те хулăнлатаймасть, ăна нимĕнле витĕм те кÿмест ку. Апла пулсан пире ку мĕн тума кирлĕ тетĕр-и? Сирĕнпе пĕрле - вăйлă пулма.

"Чăваш хĕрарăмне” Раççейĕпех çырăнса илеççĕ. Республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсене пирĕнтен - пысăк тав сăмахĕ. Эсир уйрăмах кирлĕ пире. Чăваш чĕлхине, халăхăмăрăн йăли-йĕркине тăван кĕтесрен аякра пурăнсан та куç пек упраса тăнишĕн эсир мухтава тивĕçлĕ. Паян "Чăваш хĕрарăмĕ" республика тулашĕнче 414 экземпляр сарăлать. Пирĕн кăларăма Пушкăрт /72 экземпляр/, Дагестан /2/, Мари /2/, Тутар /204/, Удмурт /1/, Чечен /1/ республикисенче çырăнса илеççĕ. Çавăн пекех тусăмăрсем Владимир /1/, Вологда /1/, Волгоград /7/, Воронеж /1/, Иваново /1/, Иркутск /1/, Калуга /1/, Кемĕр /3/, Мускав /1/, Чулхула /2/, Новосибирск /1/, Эрĕнпур /2/, Орел /1/, Пенза /1/, Псков /1/, Самар /24/, Сарă ту /6/, Тверь /5/, Томск /1/, Тюмень /7/, Челябинск /1/ облаçĕсенче йышлă. "Чăваш хĕрарăмĕпе" Краснодар /2/, Красноярск /8/, Пермь /1/ крайĕсенче пурăнакансем те çыхăнăва татмаççĕ. Крым шăпи юлашки вăхăтра кама пăшăрхантармасть-ши? Унта тĕпленнĕ йăхташăмăрсем те - пирĕн туссен йышĕнчех: Севастополь хулинче "Чăваш хĕрарăмне” 1 çын çырăнса илме кăмăл тунă, Симферопольте - 3-ĕн. Тавтапуç, тусăмăрсем, пирĕн ĕçе кăмăлланăшăн.

Тусăмăрсен пысăк пайĕ, паллă ĕнтĕ, республикăн тĕрлĕ районĕнче пурăнать - Чăваш Енре пирĕн хаçат пурĕ 4894 экземпляр сарăлать. Çакна тинĕсри тумлампа танлаштарни тусăмăрсене кÿрентерни пулĕччĕ - тумлам та пăра шăтарать. Тавах, тăванăмăрсем, пирĕн çемьерех юлнишĕн, пирĕнпе çыхăнăва татманнишĕн! Малашне те пĕрлех пуласчĕ. Çапах та, тен, сирĕн пĕлĕшĕрсен хушшинче "Чăваш хĕрарăмне” çырăнса ĕлкĕрейменнисем пур. Вĕсене савăнтарма васкăр - кăрлачăн 25-мĕшĕччен почтальонпа тĕл пулсан пирĕн кăларăма вĕсем нарăс уйăхĕнчен пуçласа илсе тăма пултараççĕ. Хулара пурăнакансен вара укçа-тенке самай перекетлеме май пур - хаçата Пичет çуртне, "Чăваш хĕрарăмĕн” редакцине килсе илмелле çырăнма пулать. Уншăн 117 тенкĕ кăна тÿлемелле. Кун пек меслетĕн тепĕр лайăх енĕ - журналистсемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçма та меллĕ капла.

Çĕнĕ çула кĕтсе илсе киввине ăсатса ятăмăр. Кăçал та тĕрĕс-тĕкел пурăнасчĕ, тăванăмăрсем. "Чăваш хĕрарăмĕн” редакцийĕ пурне те ăнăçупа телей сунать. Кашни кун сире савăнăç кÿтĕр.

"ЧХ" редакторĕ Маргарита ИЛЬИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.