Архив - 30 Ноя, 2016
"Cывлăх" 30.11.2016
"Сывлăх", 47 /9143/ №, 30.11.2016
БАЛЬЗАМ ХАТĔРЛЕТПĔР
1. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухнехи язвăран. Вĕтетнĕ типĕ 1-ер апат кашăкĕ чапăр курăкне /чабрец/, исланди мăкне /цетрария/, тăрăхла шăнăр курăкне /подорожник ланцетолистный/, тÿрĕ шатра кĕпçин /калган, лапчатка/ тымарĕн порошокне, çур чей кашăкĕ гвоздика техĕмлĕхе, ырă шăршăллă пăрăçăн 3 пăрçине, 1 апат кашăкĕ пыла хутăштармалла. Çур литр шурă эрехе ямалла. Сулхăн тĕттĕм вырăнта 20 кун лартмалла. Кашни кун силлесе илмелле. 20 кунран сăрăхтармалла. Апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — язвăна ÿт иличчен, диетăпа пĕрле — 1-2 эрне.
ЧĔРЕНЕ МĔНЛЕ АПАТ КИЛĔШЕТ?
1. Олива çăвĕ. Апата кашни кун 1 апат кашăкĕ олива çăвĕ хушни артери юн пусăмне чакарма пулăшать — çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă итали ăсчахĕсем. Олива çăвне кăмăллакансен юн пусăмĕ чылай анать, хĕвелçаврăнăш çăвĕпе усă куракансен вара нимĕнле улшăну та пулмасть.
ÇАК ЯПАЛАСЕМ ПУЛМАЛЛА МАР
Пирĕн кил — пирĕн хÿтлĕх. Анчах йĕри-таврари хăнăхнă япаласем пирки уйрăммăн асăрхаттарса калани ытлашши пулмĕ, мĕншĕн тесен кашниех усă кÿмест.
Япала. Меллĕ тапочкине, сăтăрăнса-шăтса пĕтнĕ пулсан та, пилĕк çул ĕнтĕ юратса тăхăнса çÿретĕр-и? Хăвăртрах кăларса пăрахăр. Çаплах кивĕ çи-пуçа та. Кивелнĕ япаласем кил-çурта сиенлĕ энергипе тултараççĕ. Çак япаласем пурăнма чăрмантараççĕ, пăлханулăха вăйлатаççĕ.
ĂНСĂРТРАН НИМĔН ТЕ...
Ирхине сăн-пите лайăх сăнаса пăхăр. Мĕнле те пулин улшăну пурри сывлăх тĕлĕшпе пĕр-пĕр кăлтăк пуррине асăрхаттарма пултарать.
Тута çуркаланнă. Тута çуркаланнипе пĕрлех кĕтесĕсенчи мышцăсем вăйсăрланнине, тимлĕх чакнине туйсан, çÿç хытă тăкăнсан организма В2 витамин çитмест. Пăсăлнă шайлашăва тавăрма сĕт çимĕçĕсем, çăмарта, арахис, персик, соя, груша, томат, тĕслĕ купăста пулăшаççĕ.
Чĕлхе çинче шурă сий. Нумай вăхăт выçă тытса сипленекенсен е шăнса чирленĕ çынсен пулать. Анчах шурă сийпе пĕрлех чĕлхе хĕррисем хĕрелнĕ пулсан гастрит пулма пултарать.
«Хыпар» 189 (27099) №, 30.11.2016
Наци телекăларăмĕсене тулашра та курĕç
ЧР Министрсен Кабинечĕн чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларăвĕнче «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне ырларĕç. Унпа килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕ тупăш енĕпе 282,2 миллион тенкĕлĕх пуянланнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, чи пысăк сумма — 275,9 миллион тенкĕ — бюджета балланспа тивĕçтермелли мерăсем валли палăртнă дотацисем, урăхла каласан тавăрса памалла мар субсидисем.
Çамрăк ăру сывă çитĕнтĕр
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи наркотиксемпе кĕрешекен комиссин черетлĕ ларăвне ирттерчĕ. Канашлура çулталăк кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, çитес тапхăр тĕллевĕсене палăртрĕç.