Наци телекăларăмĕсене тулашра та курĕç
ЧР Министрсен Кабинечĕн чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнчи ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă ларăвĕнче «Чăваш Республикин «Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне ырларĕç. Унпа килĕшÿллĕн республикăн кăçалхи бюджечĕ тупăш енĕпе 282,2 миллион тенкĕлĕх пуянланнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, чи пысăк сумма — 275,9 миллион тенкĕ — бюджета балланспа тивĕçтермелли мерăсем валли палăртнă дотацисем, урăхла каласан тавăрса памалла мар субсидисем.
Федераци центрĕпе йĕркеленĕ çыхăнусем республикăра пурăнакансен ырлăхĕпе çыхăннă социаллă тĕллевсене пурнăçламалли майсене анлăлатма пулăшаççĕ. «Хамăр çине илнĕ обязательствăсене чыслăн пурнăçлатпăр. Раççей Правительстви тата Экономика министерстви пире ăнланса хушма укçа-тенкĕ уйăрса пачĕç», — терĕ регион Пуçлăхĕ.
Михаил Игнатьев хушма укçана чи малтанах сывлăх сыхлавне хывма палăртнине уйрăммăн асăнчĕ. Сăмах кунта медицина оборудованийĕ, çăмăллăхпа усă куракан граждансен категорине тивĕçтермешкĕн эмел туянмашкăн, çавăн пекех сиплевĕн 9 учрежденине тĕпрен юсамашкăн тăкакламалли 195,9 миллион тенкĕ пирки пырать. Унсăр пуçне культура тытăмĕн учрежденийĕсен никĕсне тĕреклетме тата патшалăхăн театрпа концерт тата вĕренÿ заведенийĕсене сцена тумĕ туянса памашкăн 51,2 миллион тенкĕ уйăрĕç.
«Çакă пирĕн яваплă утăм. Укçана патшалăх программисен приоритечĕсене пурнăçа кĕртмешкĕн хыватпăр. Ентешсене шантарса каланине эпир ĕçпе çирĕплететпĕр», — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.
ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх — саккун проекчĕн тĕллевĕ бюджет укçипе эффективлă усă курасси. Чăваш Республикин патшалăх парăмĕ вара улшăнмасть, 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 16284,5 миллион тенкĕпе е республика бюджечĕн хăйĕн прогнозланă тупăшĕн 64,8 проценчĕпе танлашмалла.
Министр палăртнă тăрăх — Чăваш Ен Правительстви федераци центрĕпе ырă хутшăнусем йĕркелеме пултарнипе кăçал пирĕн республикăна пĕр миллиард тенке яхăн тавăрса памалла мар субсиди килнĕ.
Республикăн 2016 çулхи бюджетне кĕртнĕ улшăнусемпе пĕрле вăл тупăш енĕпе 41266,7 миллион тенке çитет /2015 çулхи шайран 11,2% пысăкрах/, çав шутра тавăрса памалла мар укçа-тенкĕпе — 16128,4 миллион тенкĕ /6,3% пысăкрах/, тăкакпа — 43836,7 миллион тенкĕ /9,6% нумайрах/.
Çапла майпа тăваттăмĕш хут кĕртнĕ улшăнусене шута илсе бюджетăн инвестици тăкакĕсем 6,3 миллиард тенкĕпе танлашаççĕ е 2015 çулхинчен 22,6% ытларах.
Çÿлерех асăннă документпа килĕшÿллĕн Чăваш наци телекуравĕн тата наци радиовĕн сигналĕсене спутник каналĕсем урлă трансляцилеме республика бюджетĕнчен хушма укçа уйăрма палăртнă.
«Республикăра пурăнакансемпе тĕл пулнă май вĕсем наци телекуравĕпе кабель сечĕ урлă кăна мар, спутник каналĕсемпе те тивĕçтерме ыйтнине пĕрре кăна мар илтме тÿр килчĕ. Асăннă ыйтăва татса памалли меле уçăмлатрăмăр. Хальхи вăхăтра кирлĕ чухлĕ укçа тупрăмăр, наци телекуравĕн кăларăмĕсене çитес çуркунне хамăр хутлăхра кăна мар, тулашра та пăхма май килĕ», — çирĕплетрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.
ЧР информаци политикипе тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов шухăшĕпе — Чăваш хутлăхĕнчи ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ юлашки çулсенче сигнала йĕркеллĕ те пахалăхлă йышăнакан спутник «турилккисемпе» усă курма тытăннă. Шăпах çакна шута илнĕ те ĕнтĕ регион ертÿлĕхĕ Чăваш наци телекуравĕн хутлăхне сармалли мероприятисене финанслассипе çыхăннă ыйтăва татса панă чухне. Министр каланă тăрăх — ĕçсене виçĕ уйăхра туса пĕтермелле, 2017 çулхи пуш уйăхĕнче НТРКна спутник куравĕпе пăхма май килĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Юрий Васильев çирĕплетнĕ тăрăх, çак йышăну — шухăшласа тунă утăм, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче ялсенче спутник телекуравĕн абоненчĕсен хисепĕ чăннипех ÿссе пырать.
Валентина СМИРНОВА
Комментировать