Тухса çÿресен куç уçăлать

Комсомольскинчи çыхăну уйрăмĕнче Маргарита Индюкова 23 çул ĕçлет. Кассир, оператор, кадрсен пайĕн специалисчĕ, почтамт пуçлăхĕн çумĕ... — тĕрлĕ должноçра вăй хума тÿр килнĕ çак хушăра. Апла пулин те пĕр ĕçе те тиркемен. Ĕç каçалăкне вырăнти заводра пуçланăскер шăпа хăйне почтăна илсе çитернĕшĕн хĕпĕртет те. Çыхăну техникумĕнче пĕлÿ илни сая кайманнипе мар, ĕçĕ килĕшнипе. Професси чуна çывăх пулсан вара ăнăçу кĕттерместех. Акă 2015 çулта Маргарита Анатольевна хăй ĕçлекен ведомствăн пысăк наградине — Раççейри «Çыхăну ăсти» хисеплĕ ята — тивĕçнĕ.

Самана улшăнăвĕ почтăра та сисĕнет

Хальхи вăхăтра Маргарита Индюкова Канаш почтамчĕн Комсомольскинчи çыхăну уйрăмне ертсе пырать. Районта — 17 почта.

— Ĕçлеме пуçăннă çулсенчи лару-тăрупа танлаштарсан пирĕн ĕç самай çăмăлланчĕ. Нумай операцие компьютерпа пурнăçлатпăр. Калăпăр, унччен сводка таблицине те алăпа тăваттăмăр. Халĕ кнопка пус та — кирлĕ кăшкар монитор çине тухать. Саккас номерĕсене тĕрĕсленĕ чухне пĕр сĕтел хут сапаласа пăрахаттăмăр. Хаçатсем çинче штрих-код пур — ун тăрăх пичет продукцийĕ çинчен хамăра кирлĕ мĕнпур информацие илме пултаратпăр. Ĕç чăннипех ансатланнă, — лару-тăрупа паллаштарма тытăнчĕ почта уйрăмĕн пуçлăхĕ.

Паян уйрăмра 15-ĕн ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче — 9 почтальон. Çы­рăнтарупа кашни çур çултах плана тултарса пыраканскерсем ытти продукцие те аван вырнаçтараççĕ.

— Ÿркенмен почтальонсемпе, чăнах та, кирек мĕнле ĕçе ăнăçтарма пулать. Марина Чернова, сăмахран, пур енĕпе те маттур. Уйăхсерен 12-13 пин тенкĕлĕх хаçат, тата çавăн чухлĕлĕх е ытларах та тавар сутаканскер çуллахи вăхăтра ачисене те ĕçе явăçтарать. Кăмăлпах ĕçлеççĕ лешсем — амăшне пулăшма пултарни хавхалану кÿрет-çке, — сăмахне малалла тăсрĕ Маргарита Анатольевна.

Марина Геннадьевна пек тăрăшса ĕçлекенсем, шел, çамрăк почтальонсен хушшинче сайра пулаççĕ. Паллах, сăлтавĕ те паллă: почтальон шалăвĕ ытла та пĕчĕк. Çавăнпах ĕнтĕ чылай çĕрте ку профессипе пенси ÿсĕмĕнчисем е тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленекенсем ĕçлеççĕ. Каçал енре те çапла. Роза Токмакова, Валентина Кокорева, Мария Алексеева хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче халăха çыхăну ыйтăвĕсемпе чылай çул ĕнтĕ тивĕçтерсе тăраççĕ. Вĕсемшĕн çак ĕç професси кăна мар, пурнăç йĕрки те пулса тăнине епле ĕненмĕн?

— Ĕçлеме пуçланă çулсенче пенсие кая юлса паратчĕç. Укçа килнĕ кун вара почта кăткă йăвине аса илтеретчĕ — халăх темĕнле кĕшĕлтетсен те пирĕн хамăрăн ĕçе пурнăçламаллах пулнă вĕт, — каллех çирĕм çул каяллахине асилчĕ М.Индюкова.

Иртнипе хальхин танлаштарăвĕнче, шел, лару-тăру япăх енне улшăннине çирĕплетекен тĕслĕх пур: хаçат-журнал вулакан, çырăнса илекен темиçе хут чакрĕ. Паллах, çыхăну тытăмĕнче ĕçлекенсен айăпĕпе пулакан шăйрăк мар ку — самана таппи...

Ĕмĕрлĕх асра юлни

Самана улшăннă май почта çыхăнăвĕн ĕç-хĕлĕнче те тĕрлĕ çĕнĕлĕх хута кайрĕ. 2007 çулта акă темиçе район почтамтне пĕр тĕвве чăмăртарĕç. Çапла Комсомольскисем Канашсемпе, Тăвайсемпе пĕрлешрĕç.

— Малтанах оптимизацие чунпа йышăнма йывăр пулчĕ. Анчах пурăна киле пысăк «çемьери» пурнăçа та хăнăхрăмăр. Канаша отчетпа кайсан ытти ĕçтешпе тĕл пулатпăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашатпăр — ĕçлемелли мелсемпе пуянланса пыратпăр. Кирек хăçан та тухса çÿренин ырă витĕмĕ пурах ĕнтĕ — куç уçăлать, шухăшлав аталанать. Хамăрăн хуранта кăна вĕренинчен лайăхрах ку, — палăртрĕ Маргарита Анатольевна.

Çак сăлтавпах, çынсемпе хутшăнни тавракурăма пуянлатнăран, çыхăну тытăмĕ ирттерекен тĕрлĕ мероприятие хаваспах хутшăнать вăл. Пĕлтĕр çыхăну ĕçченĕсен професси уявне халалланă конференцие /вăл Чулхулара иртнĕ/ Каçал ен почта уйрăмĕн пуçлăхне те йыхравланă.

— Çав кунсем нихăçан та асран тухмĕç. «Ока» хăна çуртĕнче пурăнтăмăр. Унти интерьера шап-шурă тĕспе хăтланă та – юмахри пекех. Почта ĕçченĕсем ăçтан кăна пыман-ши?! Удмурт, Дагестан тăрăхĕсенчи ĕçтешсемпе туслашрăмăр. Дмитрий Страшнов, «Раççей Почти» ФПУП гендиректорĕ «Çыхăну ăсти» хисеплĕ ятпа чысланă чухне шалта капланнă хавхалану туйăмне пула чĕлхе те çыхланчĕ пулас, — халĕ те çĕкленÿллĕн каласа кăтартрĕ М.Индюкова.

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынна, чăн та, хавхалантарма манмалла мар. Тепĕр чухне ăшă сăмах та темĕнле наградăран ытла чуна ăшăтать. Çакна аван ăнланать те — хăй ертсе пыракан ушкăнри ĕçтешĕсемпе кăмăллăн калаçма тăрăшать, сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме май килсен тав тума манмасть Маргарита Анатольевна.

Çырăнтарăвăн черетлĕ тапхăрĕ пынă май эпир те хастар ушкăна ăнăçу сунатпăр. «Хыпар» килĕнчи» хаçатсене илсе тăракансем Каçал енре йышлă пуласса шанатпăр. Канаш почтамчĕн ертÿлĕхĕ малашне те Комсомольскисене хаçат-журнал çырăнтарас енĕпе маттур пулнăшăн мухтатăр.

Ирина ПУШКИНА

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.